07 февраля 2015 г.
Февралĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев строительство организацийĕсен ертỹçисемпе канашлу ирттернĕ. Отрасль ĕçченĕсене вăл ырми-канми тăрăшнăшăн тав тунă. "Эпир çĕнĕ предприятисем уçрăмăр. Эпĕ çĕнĕ проектсемпе мăнаçланатăп, эсир республика рынокĕнче кăна мар, унăн тулашĕнче те усă куракан таварсем туса кăларатăр. Шансах тăратăп: ку таранччен пухнă опыт сире паянхи ансатах мар лару-тăрура аталанма тата тавара вырнаçтарма хушма мелсем тупмашкăн пулăшĕ", - палăртнă Михаил Игнатьев. Вице-премьер - строительство министрĕ Олег Марков Чăваш Республикин строительство комплексĕн 2014 çулхи ĕçне пĕтĕмлетнĕ, малалла аталанмалли малашлăх çинчен каласа панă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх - 2014 çулта республикăра строительство енĕпе 36,15 млрд тенкĕлĕх ĕç тунă, çакă 2013 çулхинчен 1,86 млрд тенкĕ ытларах. 862,1 пин тăваткал метр лаптăк пурăнмалли çурт-йĕр хута янă (2013 çул шайĕн 103%). Пĕр çын пуçне пурăнмалли çурт-йĕр хута ярас енĕпе республика федерацин Атăлçи округĕнче çав-çавах малта. 2014 çул пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх кашни çын пуçне 0,696 тăваткал метра хута янă, федерацин Атăлçи округĕнче ку кăтарту вăтамран 0,566 тăваткал метрпа танлашать. 2014 çулта республикăра 458 пин тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр (2013 çул шайĕнчен 125%) хута янă.
А.ЛЬВОВА