07 февраля 2015 г.
![Эстафета малалла пырать Эстафета малалла пырать](../UserFiles/news/20150210/pamyatj_pokolenij_Preview.jpg)
Районсемпе хуласенчи ветерансен организацийĕсен хастарлăхĕпе активлăхне ỹстерес тĕллевпе 1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче чаплă Çĕнтерỹ тунăранпа 70 çул çитнине халалласа вăрçă, ĕç, Хĕçпăшаллă вăйсем, право йĕркине сыхлакан органсем Чăваш Республикинчи ветерансен Совечĕ пуçарнипе республикăри ветерансен организацийĕсем хушшинче конкурс-эстафета ирттересси çинчен ятарлă йышăну кăларнă. Республикăра иртекен çак конкурс-эстафета пĕлтĕрхи июльтен пуçланса кăçалхи апрелĕн 1-мĕшĕччен пырать. Конкурс-эстафетăн малтанхи тапхăрĕ 2014 çулхи июлĕн 1-мĕшĕччен ветерансен вырăнти пуçламăш организацийĕсенче иртнĕ. Халĕ вара конкурс-эстафетăн иккĕмĕш тапхăрĕ çирĕплетнĕ графикпа килĕшỹллĕн республикăри районсенчи ветерансен организацийĕсенче вĕçленсе пырать. Иртнĕ кунсенче çак конкурс-эстафета пирĕн района та килсе çитрĕ. Маларах шăмăршăсем эстафетăна Патăрьел районĕнчи вăрçăпа ĕç ветеранĕсен Советĕнчен йышăннăччĕ. Ку хутĕнче вара ăна кỹршĕллĕ Елчĕк районĕн ветеранĕсем илмелле. Çак ятпа Шăмăршăри культура çуртĕнчи библиотекăра конкурс-эстафета ирттерме йĕркеленĕ комисси членĕсемпе Елчĕк районĕн делегацийĕпе пĕрле ĕçлĕ тĕлпулу иртрĕ. Тĕлпулăва килнисене район администрацийĕн пуçлăхĕ В.П.Фадеев Шăмăршьен экономикипе социаллă пурнăç аталанăвĕн юлашки çулсенчи çитĕнĕвĕсемпе паллаштарчĕ, вăрçăпа ĕç тата тыл ветеранĕсен, пенсионерсемпе аслă ăру çыннисен пурнăç условийĕсене лайăхлатас, вĕсен кулленхи ыйтăвĕсене туллин татса парас тĕлĕшпе туса ирттерекен ĕçсем çинчен каласа кăтартрĕ. Ĕçпе вăрçă ветеранĕсен районти Совечĕн председателĕ П.И.Фомин вара фронтовиксемпе тыл ĕçченĕсен канупа йăла, сывлăхпа спорт, культурăпа суту-илỹ условийĕсене çăмăллатас енĕпе ветерансен пуçламăш организацийĕсем ирттерекен мероприятисемпе паллаштарчĕ. Тĕлпулу хыççăн шупашкарсемпе елчĕксен делегацийĕсем Шăмăршă ялĕнче ветерансем валли туса лартнă икĕ хутлă çурта çитсе курчĕç, Васанти халăх музейĕн ĕçĕ-хĕлĕпе тата экспонатсемпе паллашрĕç. Шăпах çакăнта конкурс-эстафета ячĕпе илемлетсе йĕркеленĕ альбома шăмăршăсем елчĕксене пачĕç. Эстафета Комсомольски районĕнче вĕçленет. Юлашкинчен Васанти халăх музейне (директорĕ Г.Н.Ларшников) тата Пуянкассинчи ветерансен пуçламăш организацине (председателĕ Л.П.Антонова) республикăра вăрçăпа ĕç ветеранĕсен Совечĕн Хисеп грамотисене парса чысларĕç.
П.ФОМИН,
ĕçпе вăрçă ветеранĕсен районти Совечĕн председателĕ.