Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Компьютер лайăх-и, йĕлтĕр лайăх-и?

07 февраля 2015 г.

Иртнĕ вырсарникун урана йĕлтĕр сырса çывăхри вăрманалла çул тытрăм. Çук, ăмăртма мар, уçăлса çỹреме. Йĕлтĕрĕ те ман иртнĕ ĕмĕрте Совет Союзĕнче туса кăларнăскер, çапах та вăл хальхи чаплă йĕлтĕрсенчен те чуна çывăхрах. Ас тăватăп-ха, çирĕм-вăтăр çул каялла канмалли кунсенче Шăмăршă вăрманĕнче вун-вун çын йĕлтĕрпе ярăнатчĕ, çемйипех килекенсем те пурччĕ. Паян вара вăрман уçланкинче сакăр вунă çула çывхарса пыракан Ю.Фролова çеç тĕл пултăм. - Хальхи çамрăксем йĕлтĕр спортне юратмаççĕ, вăхăта компьютер умĕнче ларса ирттереççĕ пулас, - пăшăрханса калаçрĕ Юрий Михайлович. - Сывлăшĕ мĕнле уçă вăрманта, пỹртре пăчăхса лариччен, йĕлтĕр çине тăни темиçе хут усăллăрах! Ĕç ветеранĕпе сăмахланă хыççăн хамăн ачалăх куç умне тухса тăчĕ. Пурнăç йывăр пулнине пăхмасăр, юр ларсанах пурте урана йĕлтĕр сырнă е тăвайккинчен çунашкапа ярăннă. Атте хурăн хăмаран ăсталанă йĕлтĕрпе тĕпне тимĕр çапнă вĕрене коньки пирĕншĕн чи пысăк пуянлăх шутланнă. Çырмари пăр çинче хоккейла вылянине ăçтан манайăн-ха? Тĕттĕмчченех кунта хаваслă ача-пăча шавлатчĕ, уроксене хатĕрленмелли çинчен мансах ăмăртаттăмăр... Уçă сывлăшра çỹренипех чир-чĕр те çыпăçман, хальхи ачасем пек ачашланса, справкăсем тупса шкулти физкультура урокĕсенчен пăрăнман. Шăмăршăра çеç мар, ытти ялсенче те вĕтĕр-шакăр йĕлтĕр çине тăрасшăнах мар. Физкультура урокĕнче темиçе çухрăма чупса тухаççĕ-ха, уроксем хыççăн е канмалли кун вара ачасем компьютер умĕнчен пăрăнма пĕлмеççĕ. Кун пирки вĕрентекенсем те, ашшĕ-амăшĕ те шкулти пухусенче пăшăрханса калаçаççĕ. Тухтăрсем те "чан çапаççĕ": паянхи çамрăксенчен çуррине яхăн çирĕп сывлăхлă мар. Çакăнта, паллах, компьютер витĕмĕ те пур. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче çын сывлăхĕ мĕнле пулассин 10-15 проценчĕ кăна медицина шайĕнчен килнине палăртрĕ. Çакна Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлав организацийĕ те çирĕплетет. Çирĕп сывлăхлă пуласси çын физкультурăпа спорта юратнинчен, сывă пурнăç йĕркине тытса пынинчен питĕ нумай килнине ĕнентереççĕ тухтăрсем. Çыннăн миçе çултине пăхмасăр, йĕлтĕрпе çỹремелле. Хĕллехи спорт кăмăла çĕклет, пурнăçа юратма хавхалантарать, чĕре тата ỹпке ĕçне лайăхлатать. Апат аван анать, каçхине çирĕп те тутлă ыйхăпа çывăратăн. Садик çулĕнчи ачасене йĕлтĕр сыртаракан ашшĕ-амăшĕ питĕ тĕрĕс тăвать. "Сывлăха лайăх шайра тытма уçă сывлăшра куллен çур сехет уçăлса çỹрени те çителĕклĕ, - тет хăйĕн Çырăвĕнче республика Пуçлăхĕ. - Ăна тума хаклă тăракан инвентарь е хатĕр-хĕтĕр те кирлĕ мар. Физкультурăпа сывă апатлану хальхи пурнăçăн уйрăлми пайĕсем пулса тăнине ашшĕ-амăшĕн хăйсен тĕслĕхĕпе кăтартса памалла". Михаил Васильевичăн сăмахне пирĕн пурсăмăрăн та чĕререн ăнланса йышăнмалла. Тăван çĕршыва сывлăхлă çынсем кирлĕ, сывлăха упрама, çирĕплетсе пыма ачаран хăнăхтармалла. ... ÇАКĂН пек шухăшсем пырса кĕчĕç пуçăма хĕллехи илемлĕ вăрманта йĕлтĕрпе уçăлса çỹренĕ чух. Халăх юрринчи хăш-пĕр сăмахсене улăштарса çапла калас килет: "Компьютер лайăх-и, йĕлтĕр лайăх-и? Пирĕншĕн пулсан компьютер лайăх, сывлăх тата хаклăрах!"

И.САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика