07 февраля 2015 г.
1941 ÇУЛ
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан, фронта районтан 5100 ытла çын тухса кайнă. Вĕсенчен çурри вăрçăран таврăнайман. Ултă уйăх хушшинче кăна район çыннисем Хĕрлĕ Çар валли 2105 штук кĕрĕк, 111 мăшăр кăçатă, 916 килограмм сурăх çăмĕ, 615 мăшăр çăмран çыхнă алса, 700 мăшăр çăм чăлха, 142 штук хăлхаллă çĕлĕк, 60 штук кĕрĕк пиншак пуçтарса панă.
1942 ÇУЛ
Район çыннисем çурхи уй-хир ĕçĕсене вăхăтра ирттернĕ. Арçынсем фронта кайнипе, 24 хĕрарăм-механизатор МТС тракторĕсем çине ларнă. 103 хĕрарăм ертсе пыракан вырăнсенче вăй хунă. Çав шутра 3 хĕрарăм колхозсене, 54-ĕшĕ - бригадăсене, 17-ĕшĕ выльăх-чĕрлĕх фермисене ертсе пынă. Района эвакуаци йĕркипе 959 çын килсе вырнаçнă. Вĕсене пурне те ырă кăмăлпа йышăннă.
1943 ÇУЛ
МТС комбайнерĕ В.Т.Фадеев, пĕр-пĕринчен кăкарнă икĕ комбайнпа ĕçлесе, тырă вырмалли плана 280 процент пурнăçланă. Комбайна паккуссене пухса çапма майлаштарса, 420 гектар çинчи тырпула çапса тĕшĕленĕ, 510 литр çунтармалли-сĕрмелли материалсем перекетленĕ. Июнĕн 9-мĕшĕ тĕлне район çыннисем Патшалăхăн иккĕмĕш çар заемне 3 миллион тенкĕлĕх çырăннă.
1944 ÇУЛ
Вăрçăри паттăрлăхшăн пирĕн районти Кахăрлă Шăхалĕнче çуралса ỹснĕ Елисей Иванович Афанасьева III степень Мухтав орденĕпе наградăланă. II степень Мухтав орденне 1945 çулхи февралĕн 2-мĕшĕнче, I степень Мухтав орденне 1945 çулхи июнĕн 29-мĕшĕнче тивĕçнĕ. 1945 ÇУЛ СССР Верховнăй Совет Президиумĕн майăн 3-мĕшĕнчи Указĕпе Шăмăршăри вăтам шкулта вĕреннĕ Виталий Иванович Урукова вилнĕ хыççăн Совет Союзĕн Геройĕн ятне панă.