07 февраля 2015 г.
!["Вырăспа та эс туслаш, тутарпа та тăванлаш…" "Вырăспа та эс туслаш, тутарпа та тăванлаш…"](../UserFiles/news/20150210/tuslah_paltiel_Preview.jpg)
Туслăхра - вăй! Хаклă вулаканăмăр! Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.В.Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче тăван кĕтес çутă та ырă пултăр, Чăваш Енри халăхсем туслă та килĕштерсе пурăнччĕр тесе пĕрлехи вăйпа тăрăшма чĕнсе каланă. "Пирĕн республикăра 128 наци çынни тата сакăр халăх ушкăнĕ туслăн та килĕштерсе пурăнаççĕ, - тенĕ Михаил Васильевич. - ... Пĕрле эпир нумай çитĕнỹ тăваятпăр! Пĕрлĕхре - пирĕн вăй!" "Шăмăршă хыпарĕ" хаçат редакцийĕ, район территорийĕнче пурăнакан халăхсен туслăхне çирĕплетес тата çамрăк ăрăва интернационалла воспитани парас ĕçе хăйĕн тỹпине хывас тĕллевпе, кашни кварталтах "Туслăхра - вăй!" страница кăларса тăма палăртать. Эпир çак ырă та пархатарлă ĕçе вулакансем хастар хутшăнасса, халăхсен туслăхне хаçат страницинче анлăн çутатма пулăшасса çирĕп шанса тăратпăр. Çырăр, шăнкăравлăр, кĕрсе тухăр, хаклă вулаканăмăрсем! "Шăмăршă хыпарĕ" хаçат редакцийĕ.
Кĕске справка: Палтиел шкулне 1840 çулта уçнă. 175 çул хушшинче пиншер шăпăрлан ăс-хакăл пухса пурнăçăн анлă çулĕ çине тухнă. Хăй вăхăтĕнче вĕренекенсен хисепĕ 1500-2000 çитнĕ, тăватшар параллельлĕ класс пулнă. Çывăхри ялсенчен çеç мар, кỹршĕллĕ Патăрьел тата Тутарстанри Çĕпрел, Пăва тăрăхĕнчен те шкула çỹренĕ. Паянхи кун база шкулĕнче Палтиел, Хайпăла, Патирек, Чаткас ачисем вĕренеççĕ. Вĕсем 160-ăн: 62 чăваш, 84 тутар, 8 вырăс, 6 ирçе. Тĕрлĕ ялтан пуçтарăннă пулсан та, нумай нациллĕ шкул коллективĕ туслă, пĕр ĕмĕт - тĕллевлĕ. Хăйĕн кун-çулĕнче тĕрлĕ чĕлхеллĕ халăхсем хушшинче курайманлăх, хирĕçỹ пулман. Шута илмелĕх. Ялта 1518 çын пурăнать. Вĕсенчен: тутарсем - 1285, чăвашсем - 233, ирçесем - 18, вырăссем - 2.
Пĕр чĕлхе - пĕр ăс, икĕ чĕлхе - икĕ ăс
ПУРНĂÇ тĕллевне учитель ĕçĕпе çыхăнтартăм. 30 çула яхăн Палтиел шкулне сукмак такăрлататăп. Çак тапхăрта чăвашсем, тутар, вырăс, ирçе ачисем хушшинче туслăх вăйлăрах та вăйлăрах хĕмленнине çирĕплетсех калама пултаратăп. ...Виçĕ хутлă пĕлỹ çуртне çывхарнă май пире, вĕрентекенсене, ачасем тĕрлĕ чĕлхепе саламлаççĕ: - Сывлăх сунатпăр! - Здравствуйте! - Иссенмессĕс! - Шумраят! Хутшăнăвăн тĕп хатĕрĕ вырăс чĕлхи пулин те, калаçăва йĕркелекенсем харăсах тата чăвашла - тутарла пуплеме пуçлаççĕ. Коридорпа утса пыруçăн пĕр пек шкул формиллĕ хăш-пĕр вĕренекене ют çын уйăраймĕ те: мĕнле наци ачи-ши ку? Тутарĕ пĕр акцентсăр чăвашла чĕвĕлтетет, чăвашĕ тутарла тап-таса сăмахлать... Юнашар пурăнакан халăх чĕлхине ăша хывасси, паллах, чи малтан çемьерен килет. Пепкине тăван чĕлхене пĕчĕкрен сума сума хăнăхтарни ют чĕлхене, культурăна хаклама çул уçать. Пысăк йышлă Палтиелĕнче интернациллĕ çемьесем сахал мар. Вĕсем - 21 çемье. Невметовсем, Чумуркинсем, Фасхутдиновсем, Емдихановсем, Габитовсем, Минулловсем, Кузьминсем - тутар-чăваш çемйисем. Долговсем, Борисовсем, Стратилатовсем (хăйсем кăна 4 çемье) - ирçе-чăваш. Сорокинсем, Микасевсем, Матвеевсем - чăваш-вырăс. Шафигулловсем, Алимовсем - тутар-ирçе... Çак кил-йышра ывăл-хĕрĕ, ашшĕ-амăшĕ пекех, темиçе чĕлхепе пĕр тан тĕрĕс те сăнарлă калаçать. Çакă çеç чуна ыраттарать: хутăш çемьесенче ирçе чĕлхипе ача-пăча килте çеç калаçма пуçларĕ. Те сахал йышлă халăх пысăк ушкăнра çухалса кайрĕ... Калама хĕн. Пытарма çук: чăваш çемйисем юлашки вăхăтра "вырăсланма" пуçларĕç. Ачи-пăчишĕн чунне пама хатĕр ашшĕ-амăшĕ пĕрремĕш сăмаха тăван чĕлхепе мар, аслă вырăс халăхĕн чĕлхипе калаттарать; шкулта наци программипе мар, вырăслипе вĕренттересшĕн администраци умĕнче "хăйĕн правине" кăтартать. Мĕн калама, тăрăшуллă ашшĕ-амăшĕ, ачи-пăчи те, куçранах: "Чăваш чĕлхи мĕн тума кирлĕ!" - тесе хăйсен "мăнаçлăхне" кăтартма тытăнчĕç. "Чĕлхе пĕтсен - халăх пĕтет", - тени вĕсемшĕн ним те мар пулас. Чăваш çĕршывĕнче пурăнса та патшалăхăмăр чĕлхинчен "вăтанни" шутсăр тĕлĕнтерет!... Тутарсем вара... Тăван сăмахăн ытарайми илемне, йăли-йĕркине ăша хывнисĕр пуçне, чăваш чĕлхине хисепе хурса кăтартаççĕ, ачи-пăчи те "ют" чĕлхерен йĕрĕнмест... Шкулах таврăнар-ха. Кỹршĕ наци ачисемпе туслă пурăнакансем кунта чылаййăн. Улттăмĕшсем ку енĕпе - маяксем. Класра 9 чăваш, 7 тутар тата пĕри вырăсла калаçать. Павел Быков чăвашпа (Хайпăла) Данил Ямалтдинов тутар (Палтиел) - шанчăклă туссем. Пĕр парта хушшине ларса вĕренеççĕ, пĕр-пĕрин патне хăнана çỹреççĕ. Калаçма вара - чăвашла. Яна Краснова чăвашпа Лейсан Валиуллова тутар хĕрачисен туслăхĕ те çирĕп. Вырăсла пуплеççĕ вĕсем. Уроксене хатĕрленнĕ чух Интернет урлă çыхăну тытаççĕ. Пĕр парта хушшинче ларакан Патирек хĕрачи - Юля Лысова вырăс Ирке Мусеева (Палтиел) тутарпа çывăх. Ăмăртса, пĕр-пĕрне пулăшса вĕренеççĕ, "5"-пе çеç туслă. Юля Юманова вара пикенсех тутар чĕлхине вĕренесшĕн. Саккăрмĕшсен те туслăх тымарĕ çирĕп. Вырăс - тутар хĕрĕ Диана Григорьева Анна Матвеева чăвашпа тем çинчен те калаçма хатĕр. Расна чĕлхеллĕ тантăшсене пĕр пек ĕмĕт-шухăш, вырăс чĕлхи çыхăнтарать. Настя Яковлевăпа Лилия Габайдуллова та туслăх хакне лайăх ăнланаççĕ. Вырăс чĕлхи хăвачĕпе пĕр-пĕринчен шит те уйрăлмаççĕ. Ларма-тăма пĕлмен Данис Сейфутдинов тутар класĕнчи юлташĕсене те, вĕрентекенсене те чăвашла "сутсах" ярать. 5 класри Никита Кузьминпа Дима Герасимов чăвашсем пуçламăш класрах Марсель Нургалиев тутарпа туслăх кĕперне хывнă. Марсель Емдиханов тутарпа Данил Макаров чăваш (7 кл.) туслăх çиппине нихçан та татмĕç. Вĕренỹре те, класс тулашĕнчи ĕçсенче те пĕрле, хастар. 10 класри Булат Сейфутдинов пĕр парта хушшинче ларакан Наташа Даниловăпа пĕр вăтанми чăвашла пуплет. 9-11класри яшсемпе хĕрсем тантăшĕсемпе, наци уйрăмлăхне пăхмасăр, мĕн пур ĕçе ушкăнпа сỹтсе яваççĕ. Пĕр-пĕрин чĕлхине, тĕнне, культурине хисеплеççĕ. Ку аслисенчен нумай килет. Акă Алинăпа Минданил Минулловсен çемйинче ытларах тутарла калаçаççĕ. Данирпа Диана амăшĕ - чăваш, ашшĕ - тутар. Пĕртăвансем икĕ чĕлхепе те таса калаçаççĕ; килте - тутарла, кукамăш патĕнче - чăвашла. Пĕчĕк йăмăкне те ик чĕлхе витĕмĕпе юратса пăхаççĕ. Аделина Кузьмина та (чăваш-тутар) икĕ наци çыннисем хушшинче пĕр тан тĕрĕс пуплет. Ман шутпа, интернациллĕ çемьере ик чĕлхепе пĕр шайра калаçма хăнăхтарни аслă ăрăва хаклама хистет, национализм серепинчен хăтарать. Паянхи пăтрашуллă саманара çакă - чи кирли. Вĕрентекенсем - ачасемшĕн çутă тĕслĕх. Палтиелĕнче кашни иккĕмĕш çын кỹршĕ наци чĕлхине ăнланать е унпа ирĕклĕн калаçать пулсан, вĕренỹ учрежденийĕнче те пурте пĕр-пĕринпе çăмăллăнах хутшăнаççĕ. Пурнăç хăрушăсăрлăхĕн никĕсĕпе, технологипе пĕлỹ паракан Л.А.Стратилатов ирçе тăватă чĕлхепе ирĕклĕн сăмахлать. Д.К.Камалтдинова завуча кам тутар тейĕ: ун чăвашла пуплевĕ - шăнкăрти шыв юххи. Г.К.Валиева библиотекарь (тутар), чăннипех те, чăваш чĕлхи ăсти. Раççей Федерацийĕн вĕренỹ министерствин базис планĕ тăрăх, чăвашсемпе тутарсем наци чĕлхисене тата литературисене шĕкĕлчеççĕ. Унпа пĕрлех, ытти халăх ачисем патшалăх чĕлхи шучĕпе чăвашла эрнере 2 урок вĕренеççĕ. Маларах тăван ен культурипе те паллашма пулатчĕ, шел, ăна вĕренỹ министерстви программăран кăларса пăрахрĕ. Ăс-хакăл çỹпçи чухăнланмасан тем пекехчĕ... Чăваш чĕлхине тăван мар чĕлхе шучĕпе вĕрентекен С.Р.Сандркинăпа О.В.Долгова кăмăллă: чăваш мар ачасем патшалăх чĕлхине лайăх пĕлеççĕ, районти олимпиадăсенче, пултарулăх конкурсĕсенче начар мар кăтартусемпе палăраççĕ. Çапла нумай чĕлхене пĕлни ăс-тăна уçăлтарать, чун-чĕрене пуянлатать, çынлăх туйăмĕсене вăратать. Ку - туслăх никĕсĕ.
Туслăхра - вăй!
ХĂЙСЕН организацине вĕренекенсем "Туслăх" ят панă. Нумай нациллĕ шкулшăн ку ят - чи ăнăçли. Директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ С.Р.Сандркина ертсе пынипе "Туслăх" çак юхăмсемпе ĕçне йĕркелет: "Эпĕ тата Тăван çĕршыв", "Эпĕ тата сывлăх", "Эпĕ тата çынсем", "Эпĕ тата çут çанталăк". Ангелина Антонова президент, классенчен суйланнă лидерсем пуçарнипе 7 министерство ачасен хушшинче кăсăклă, пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятисем ирттерме тăрăшать. Шкулта ĕç планĕ тăрăх, çỹлтен хушнипе те, мĕн пур акцие çулсеренех хастар хутшăнаççĕ. Вĕренекенсем культура тата спорт енĕпе иртекен конкурса е ăмăртăва хутшăнса район, республика шайĕнче пысăк çитĕнỹсем тăваççĕ. Мĕн пур ăмăрту-тупăшу ятне асăнса пĕтереймĕн. Пур енĕпе те маттуррисене вара асăнмасăр май çук. Акă вĕсем: А.Антонова, А.Стратилатова, А.Яковлева, Б.Мусеев, В.Кузьмин, Ю.Борисова, П.Якушова, Д.Емдиханова. Паллах, класс ертỹçисен ырми-канми ĕçĕ, тăрăшулăхĕ те шкул ачисен хастарлăхне ỹстерме пулăшать. ... "Туслăхăн" символĕ - тỹпере вĕçекен шурă кăвакарчăн. Ăна герб çине вырнаçтарнă. Мир кайăкĕ ăшне - шкул çуртне, унта - виçĕ тĕрлĕ тăхăннă ачасене ỹкернĕ. Нацисем хушшинчи танлăха, туслăха палăртать вăл. Шкул пурнăçĕшĕн чи кирлĕ паллă ку. "Туслăх" вăйĕ нихçан та ан иксĕлтĕрччĕ. Расна чĕлхеллĕ, тĕнлĕ, йăла-йĕркеллĕ вĕренекенсем пурнăçăн анлă çулĕ çине туслăх хакне ăнланса-туйса тухчăрччĕ.
З.СВЕКЛОВА,
Палтиел вăтам шкулĕнчи чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ.