Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ производство - çĕнĕ ĕç вырăнĕ

07 февраля 2015 г.

"2015 çулта пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе патшалăх пулăшăвĕ памалли условисем инноваци технологийĕсене ĕçе кĕртни, производствăна модернизацилени тата техника тĕлĕшĕнчен пуянлатни, инноваци продукцийĕн тỹпине пысăклатни, производство калăпăшĕн тата ĕç тухăçлăхĕн ỹсĕмĕ, пысăк тухăçлă ĕç вырăнĕсем йĕркелени пулса тăрĕç". (Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне янă Çыруран).

Вак тата вăтам предпринимательлĕх Шăмăршă районĕнче мĕнлерех аталанса пырать-ха? Çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркеленеççĕ-и? "Шăмăршă хыпарĕ" хаçат корреспонденчĕ çак ыйтупа район администрацийĕн экономика пайĕн пуçлăхĕпе Эльвира ЖАМКОВАПА тĕл пулса калаçнă.

- Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне пирĕн районта пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхĕн 309 субъекчĕ ĕçленĕ. Эпĕ кунта "шутланса тăнă" сăмахран ятарласах пăрăнтăм, мĕншĕн тесен пирĕн предпринимательсем шутланса çеç тăмаççĕ, çаннисене тавăрсах ĕçлеççĕ, - терĕ Э.Жамкова.

- Эльвира Эмирзяновна, районта предпринимательсен йышĕ ỹссе пырать е йывăрлăхсенчен хăраса, çак ĕçе пăрахакансем те пур?

- 2014 çулта 62 уйрăм предпринимателе регистрациленĕ. Çак кăтарту, виçĕмçулхипе танлаштарсан, икĕ хут пысăкрах. Чăнах та, предпринимательлĕх ĕçне пăрахакансем те пур, анчах кунашкаллисен хисепĕ 2013 çултинчен виçĕ хут сахалрах.

- Предпринимательсем çинчен калаçнă май, çак йыша суту-илỹ тăвакансем çеç кĕмеççĕ пулĕ?

- Паллах, çук! "Предприниматель" сăмаха словарьте "ĕç пуçаруçи" тесе куçарнă. Пирĕн районта çак йышра 41 пĕчĕк предприяти тата 268 уйрăм предприниматель ĕçлеççĕ. Фермер (хресчен) хуçалăхĕсем - 59.

- Çак хастар йыш 2014 çулта мĕнле ĕçленĕ-ха?

- Хăйсен вăйĕпе туса кăларнă тавар е туса илнĕ продукцин, халăха панă çăмăллăхсен хисепĕ, укçа çине куçарсан, 187,7 миллион тенкĕпе танлашать. Çак кăтарту, 2013 çулхипе танлаштарсан, 3,5 процент пысăкрах. 2014 çулта 4 уйрăм предприниматель харпăр-хăй ĕçне йĕркелесе ячĕ. Пĕчĕк бизнес субъекчĕсем 3 çĕнĕ объект уçрĕç: керамзитобетон блокĕсем туса кăларакан цехпа тимĕртен тĕрлĕ япаласем (изделисем) хатĕрлекен цех (йĕркелекенĕ - А.Романов уйрăм предприниматель), брусчатка туса кăларакан цех (Х.Арутюнян уйрăм предприниматель) ĕçлеме пуçларĕç. Çак объектсене тума тата реконструкцилеме 3,62 миллион тенкĕ тăкакланă, 4 çĕнĕ ĕç вырăнĕ уçăлнă. Патирекре кондитер продукцийĕсем туса кăларакан цех уçăлсан 15 çĕнĕ ĕç вырăнĕ йĕркелеме май килĕ. Çак объект кăçалхи тăваттăмĕш кварталта хута каймалла. Район территорийĕнче çавăн пекех "РЭМИСС" çул-йĕр предприятийĕн производствăпа строительство бази те аталанать. Ку ĕç валли 100 миллион тенкĕ ытла уйăрнă. 2014 çулта предприяти пĕчĕк бетон завочĕ хута ячĕ, тимĕр-бетон конструкцисем туса кăларма пуçларĕ. Çак конструкцисене автомобиль çулĕсем тата кĕпер тăвакансем хапăл тусах туянаççĕ. Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх аталанни район бюджетне пуянлатма, пĕтĕмĕшле илсен вара халăх пурнăçне лайăхлатма пулăшать.

И.САЛАНДАЕВ калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика