07 февраля 2015 г.
![Ватлăх мăнуксемпе илемлĕ Ватлăх мăнуксемпе илемлĕ](../UserFiles/news/20150210/skvorcova_90_let_Preview.jpg)
Кивĕ Чукал ялĕнче пурăнакан Татьяна Андреевна Скворцова хăйне телейлĕ çын тесе шутлать. Унăн куç тулли савăнăçĕ - ачисемпе мăнукĕсенче. Мăшăрĕпе Никонор Ефремовичпа ултă ача çитĕнтернĕ ( шел икĕ ывăлĕн кун-çулĕ кĕске пулнă). Паянхи кун Татьяна Андреевнăна виçĕ хĕрĕ, пĕр ывăлĕ, вунтăватă мăнукĕ, вунçичĕ кĕçĕн мăнукĕ савăнтарса пурăнаççĕ. Татьяна Андреевна пурнăçа юратать, тăванĕсемпе те, ял-йышпа та ырă сунса калаçать. Ялти шкулта çичĕ класс пĕтернĕ вăл. Вăрçă çулĕсенче Мускав облаçĕнче торф кăларнă, Улатăр çывăхĕнче окоп чавнă. Вăрçă хыççăн тивĕçлĕ канăва тухиччен колхозра ĕçленĕ. Февралĕн 5-мĕшĕнче Татьяна Андреевна Скворцова 90 çул тултарчĕ. Çак ятпа Татьяна Андреевнăна районти социаллă хỹтлĕх паракан пай пуçлăхĕ Н.И.Ендиеров, Кивĕ Чукал ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.В.Чамеев ăшшăн саламларĕç, ырлăх-сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунчĕç. Н.И.Ендиеров юбиляра Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн тата район администрацийĕн пуçлăхĕн Валерий Фадеевăн Тав çырăвĕсене парса савăнтарчĕ.
Кивĕ Чукал ял тăрăхĕн сайтĕнчен.