07 февраля 2015 г.
"...Паян ял тăрăхĕсен çулсене тытса тăма та, çулсем тума та укçа-тенкĕ çук. Йĕркеленнĕ лару-тăрăва тата районсенче пурăнакансен шухăш-туйăмне шута илсе эпĕ Чăваш Республикинчи халăх пурăнакан вырăнсенчи урамсемпе çул-йĕр тытăмĕн регионти пахалăх стандарчĕсене туса хатĕрлеме хушрăм". (Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне янă Çыруран).
Вырăс Чукал ялĕнчи Октябрь урамĕнчи пек япăх çул-йĕр районта урăх çук та пулĕ. Кĕрлĕ-çурлă çанталăкра пылчăк çăрăлать, çынсене тарăхтарать. Тем пекех чул сарса шанчăклă çул тăвасчĕ, анчах ял тăрăхĕн бюджечĕ ала пек шăтăк-çке... Çапах та ваттисем: "Халăх сурать - кỹлĕ пулать",- тесе калани çак урамра пурăнакансене шанăç кỹчĕ. Ĕç ветеранĕ, иртнĕ кунсенче кăна 80 çул тултарнă Николай Иванович Степанов пуçарнипе, халăхпа ниме тума шутларĕç. Çул тума кам мĕн чухлĕ укçа пама пултарать, çавăн чухлĕ пуçтарса пысăк ĕçе пуçăнчĕç. Хăйсемех техника тупрĕç, хĕле кĕнĕренпе 1200 тонна ытла чул турттарса хатĕрлеме пултарчĕç. Çак чул 500 метр çул сарма çитмелле. Çăва тухсан хăйăр турттарма, тăпра хăпартса çул тума шутлаççĕ Октябрь урамĕнче пурăнакансем. - Пирĕн ĕç - районти кашни ялшăнах ырă тĕслĕх, - тет Николай Степанов ĕç ветеранĕ. - Патшалăх пулăшасса çеç кĕтсе пурăнмалла мар, çул хамăр валли кирлĕ вĕт. Малтан чул сартăмăр, пыра-киле, тен, асфальтлă та пулăпăр-ха. "Шăмăршă хыпарĕ" хаçат маларах чукалсем хăйсен укçи-тенкипе ялти масар йĕри-тавра тимĕр карта тытни çинчен çырнăччĕ. Çак паха опытпа мĕншĕн ытти ялсенче усă курмалла мар-ха? Алексей Ильичевпа Сергей Угарин пек ырă кăмăллă предпринимательсем (иккĕшĕ пĕрле масар карти тытма 140 пин тенкĕ панă) тата та тупăнасса шанса тăратпăр. Район хаçачĕ тăван ял патриочĕсем çинчен çырма ăшă сăмахсем шеллемĕ.
С.ИВАНОВ.