11 февраля 2015 г.
![Больница ĕçĕпе интересленнĕ Больница ĕçĕпе интересленнĕ](../UserFiles/news/20150211/poseschenie_bolj_.glava_Preview.jpg)
Тунтикун район администрацийĕн пуçлăхĕ Валерий Фадеев Шăмăршăри тĕп больницăра пулса кунти медицина персоналĕн ĕçĕ-хĕлĕпе интересленнĕ. Валерий Петрович медицина ĕçченĕсемпе тата больницăра сипленекенсемпе курса калаçнă, палатăсене кĕрсе курнă. Пациентсем каланă тăрăх, вĕсем сиплев ĕçĕпе кăмăллă. Больницăра тỹлевсĕр сиплеççĕ, чирлисен хăш-пĕр эмелсене çеç туянма тивет. "Район администрацийĕ район территорийĕнче пурăнакан кашни çын сывлăхлă пултăр тесе тăрăшать, _ палăртнă Валерий Петрович. _ Эпир больница ĕçĕ-хĕлĕпе яланах интересленсе тăратпăр, сиплев пахалăхĕ çỹллĕ шайра пултăр тесе медперсоналтан çирĕп ыйтатпăр".
(Район администрацийĕн сайтĕнчен).