11 февраля 2015 г.
![Сывлăха пултăр, тăванăмăрсем! Сывлăха пултăр, тăванăмăрсем!](../UserFiles/news/20150211/lizhnya_rossii_Preview.jpg)
Хаçатра "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ - 2015" чупу вырсарникун ирпе 10 сехетре çеç пуçланасси çинчен пĕлтернĕччĕ пулин те, спортăн чăн-чăн тусĕсем Шăмăршă çумĕнчи илемлĕ вăрман уçланкине чылай маларах çитнĕ. Акă районăн хисеплĕ гражданинĕ, кире пуканĕ йăтассипе Тĕнче, Европа тата Раççей чемпионĕ Владимир Шуряков йĕлтĕр йĕрĕпе виçĕ-тăватă хутчен чупса тухма ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. Петр Угасин, Борис Калашников, Нина Харлампьева ĕç ветеранĕсем те - иртенепех йĕлтĕр çинче. - Пĕлтĕр, урана ыраттарнипе, "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ" ăмăртăва хутшăнаймарăм, - терĕ Н.Харлампьева, çулĕсем сахал мар пулин те "Шанс" хуçалăхра ферма заведующийĕнче ĕçлекенскер. - Ытти çулсенче хĕллехи пĕр ăмăртуран та юлман. Паян кунĕ те илемлĕ, çанталăк та сивĕ мар. ...Вăрман уçланкине çамрăксем те, ачасем те, аслă çулсенчи çынсем те йышлă пуçтарăннă. Шкулта вĕренекенсене вĕсен учителĕ, СССР спорт мастерĕн кандидачĕ Николай Куприянов мĕнле лайăхрах чупса тухмалли пирки сĕнỹсем парать. Кунтах - ĕç коллективĕсен командисем, ветерансем, спорт уявне курса савăнма килнисем... Вăрман уçланкинчи спорт тусĕсене "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ - 2015" чупу пуçланнă ятпа район администрацийĕн пуçлăхĕ Валерий Фадеев тата Чăваш Республикин çутçанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕн пĕрремĕш çумĕ Евгений Юшин ăшшăн саламларĕç, паянхи спорт уявĕ пурне те çирĕп сывлăх парнелессе шанса тăнине палăртрĕç. Чăн малтан старта Шăмăршăри вăтам шкулта вĕренекенсем тăчĕç. Вĕсем хыççăн 18 çултан пуçласа 39 çула çитичченхисем, унтан 40 çултан аслăраххисем ăмăртрĕç. Чи хакли - миçе минутра чупса тухни мар, йĕлтĕр йĕрĕ çине ватти-вĕтти тăни, çапла майпа спорт уявне илем кỹни. Ăмăртура палăрнисене Грамотăсемпе тата медальсемпе чысларĕç, "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ - 2015" чупăва хутшăнакансем валли ятарласа кăларнă калпак тăхăнтартрĕç. Вăрман уçланкинче илемлĕ юрă-кĕвĕ янăрани, суту-илỹ ĕçченĕсем вĕри чейпе тата техемлĕ шашлăкпа хăналани те чун-чĕрене савăнăç парнелерĕ. "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ - 2015" уяв районти кашни ял тăрăхĕнчех иртнĕ. Малтанласа шутласа пăхнă тăрăх, чупăва 2 пин çынна яхăн хутшăннă.
И.АНАТКАС.