Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăçтан "ватă" тейĕн-ха ăна?

11 февраля 2015 г.

Ăçтан "ватă" тейĕн-ха ăна?

Шăмăршă районĕнче хăçан та пулин Гиннесс рекорчĕсен кĕнекине туса хурас пулсан, унта эпĕ Карапай Шăмăршăра пурăнакан Геннадий Степановăн хушаматне кĕртме сĕнĕттĕм. Паян - февралĕн 11-мĕшĕнче - 75 çул тултаракан Геннадий Александрович халĕ те вăрман турттаракан "Урал" автомашинăпа ĕçлет. 50 çул ытла - руль умĕнче! Республикăра, тен, çĕршывăмăрта та çитмĕл пиллĕкри ветеран водительте ĕçленĕ тĕслĕхсем нумай мар пулĕ. Чăннипех те Турă çирĕп вăй-хал, иксĕлми чăтăмлăхпа тỹсĕмлĕх тата... çынлăх панă Геннадий Александровича. Çапла, унăн çынлăхне (вырăсла - человечность) чăн малтан палăртас килет манăн. Хăйĕн пурнăçĕнче миçе çынна пулăшман-ши, йывăр чухне алă парса çĕклеме тăрăшман-ши çак сăпайлă арçын? Ял çыннисем Геннадий Степанов пирки ыррине çеç каланинчен ним тĕлĕнмелли çук. Çынна усал тума, кỹрентерме, улталама пачах та пĕлмест вăл. Ашшĕн - Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен йывăр аманса таврăннă Александр Леонидовичăн чун халалне - "Ырă пул та, ăслă пул, ачам, ĕçрен ан хăра" сăмахсене - чĕре варринче ĕмĕр тăршшĕпех упрать. Геннадий Александровичăн ĕç кĕнекинче виçĕ йĕрке çеç çырăннă: тăван колхозра вăй хунă, вăрман пунктĕнче 37 çул тăрăшнă, юлашки çулсенче "Строитель" ОООра ĕçлет. Яланах - руль умĕнче. Çамрăк чухне Тинĕс-çар Флотĕнче службăра тăнăскер, Геннадий Степанов пур ĕçе те моряк хастарлăхĕпе пуçăнать тата çын кăмăлне каймалла чунтан вăй хурать. Ас тăватăп-ха, вăрман пунктĕнче ĕçленĕ чухне Геннадий Степанов водитель пĕр çулталăкра 5 çулхи плана тултарни çинчен пĕлсен, республика хаçатĕнчен журналист персе çитнĕччĕ. Ир-ирех вăрмана тухса кайнă та, рейсран сĕм-тĕттĕмле çеç таврăнчĕ. Сăпайлăскер, хăй çинчен пĕр сăмах та каласшăн мар. Ỹкĕтлесен-ỹкĕтлесен тин хамăра кирлине ыйтса пĕлкелерĕмĕр. Икĕ хаçатра та Геннадий Александровича мухтаса çырнăччĕ. Ĕçри хастарлăхшăн ăна В.И.Ленин 100 çул тултарнă ятпа кăларнă медальпе, виçĕ хутчен "Социализмла ăмăрту çĕнтерỹçи", çичĕ хутчен "Коммунизмла ĕç ударникĕ" знаксемпе, нумай-нумай Хисеп грамотипе чысланă. Геннадий Степановăн сăнỹкерчĕкĕсене районти тата тăван предприятири Хисеп хăмисем çине вырнаçтарнă. Шел, хальхи вăхăтра ĕç паттăрĕсене мухтакан Хисеп хăмисем çук, халăх умĕнче чыс-хисеп тăвассине кантурта укçа парса хавхалантарасси улăштарчĕ. Шел... "Çын умĕнче халăхпа чыслани темле пысăк укçаран та хаклăрах", - теменччĕ-и-ха паллă çĕр ĕçченĕ Терентий Мальцев академик? Мăшăрĕпе - Лидия Сергеевнăпа виçĕ хĕр çуратса ỹстернĕ, çунат парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Ĕç ветеранĕсене виçĕ мăнукĕ савăнăç парнелеççĕ. Сăмах май, Геннадий Александровичпа Лидия Сергеевна пĕрлешнĕренпе çак кунсенче 50 çул çитрĕ. Юбилейпе ылтăн туя ачисемпе тата мăнукĕсемпе, мĕнпур тăванĕпе, çывăх çыннисемпе пĕрле чаплăн паллă тăваççĕ çак шăматкун Степановсем. Ашшĕ пирки тĕрленчĕк çырма хатĕрленнине пĕлсен, Иринăпа Алевтина тата Надежда мана унта çак сăмахсене кĕртме сĕнчĕç: "Аттеçĕм, эсĕ - çĕр çинче пĕрре. Эсĕ чăваш юманĕ пек çирĕплĕхỹпе çемье тĕрекĕ пултăн, çăка пек çепĕç кăмăлупа пире ырра вĕрентсе ỹстертĕн. Эсĕ - ялта хисеплĕ, ĕçỹнте - чыслă, çемьере - ырă ятлă. Сана тав тума сăмах та çитес çук, аттемĕр! 100 çул ытла пурăн, çирĕп сывлăхлă, телейлĕ пул!" Çак сăмахсем çумне урăх мĕн хушса калайăн-ха? Вăй патăр, сана, Геннадий Александрович!

И.САЛАНДАЕВ.

Карапай Шăмăршă ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика