Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нина Портнова: "Фермăра ĕçленĕ юрласа кăна"

11 февраля 2015 г.

Нина Портнова: "Фермăра ĕçленĕ юрласа кăна"

Нина Николаевна Портновăна 40 çула яхăн паллатăп. Районта та малта пыракан ферма коллективне ертсе пыратчĕ, социализмла ăмăрту çĕнтерỹçисен республикăри слечĕн делегачĕ те пулчĕ. СССР летчик-космонавчĕпе, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕпе А.Г.Николаевпа пĕрле сăн ỹкерттернине халĕ те пысăк савăнăçпа аса илет. Февралĕн 10-мĕшĕнче Нина Николаевна хăйĕн юбилейне - çуралнăранпа 65 çул çитнине паллă турĕ. Çавра юбилей умĕн ĕç ветеранĕпе тĕл пулса калаçрăм. - Нина Николаевна, хăвăрăн ачалăхăрпа çамрăклăхăра аса илеймĕр-ши? - Эпĕ 1950 çулта Карапай Шăмăршă ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. Анне çап-çамрăклах - 24 çултах çĕре кĕрсен мана, тăлăхскере, усрава илнĕ, çапла вара 1951 çултанпа Ярăславра пурăнма пуçларăм. Тăван мар аттепе анне мана çав тери юрататчĕç. Ачалăхăм илемлĕ иртрĕ тесе калас килет. Малтан ялти шкулта, унтан Васан шкулĕнче вĕрентĕм. Хĕрупраçа тăхăнмалли-тумланмалли кирлĕ-çке: 8 класс пĕтерсенех фермăра доярка пулса ĕçлеме тытăнтăм. Ĕçе савăнса-юрласа утаттăм, ĕнесенчен ытларах сĕт суса ăмăртура мала тухас килетчĕ. - Сирĕн мăшăрăра лайăх астăваттăм: Петр Портнов электрика "Гвардеец" хуçалăх ертỹçисем те мухтатчĕç... Вăрттăнлăх мар пулсан, унпа ăçта паллашнине каласа параймăр-ши? - 1966 çулта 50-мĕш мехколонна Шăмăршă районне электричество кĕртме килнĕччĕ. Электриксен ушкăнĕн бригадирĕ - çамрăк та хитре каччă - мана куç хыврĕ пулмалла: туслăн çỹреме тытăнтăмăр. Туслăх юратăва куçрĕ. 1967 çулта Елчĕк районĕнчи Аслă Пăла Тимешре - Петьăн тăван ялĕнче - туй туса пĕрлешрĕмĕр. Иксĕмĕр те вĕсен ялĕнчи "Родина" колхоз ферминче - эпĕ дояркăра, Петя электрикра - ĕçлеме пуçларăмăр. Иксĕмĕре те колхозра хисеплетчĕç, эпĕ дояркăсен ăмăртăвĕнче малта пынă. Хамăн ĕçе тем пек килĕштерсен те, эпĕ техник-осеменаторпа ветеринари фельдшерĕн ĕçĕ çине ăмсанса пăхаттăм. Манăн çак специальноçсене вĕренсе фермăра ĕçлес килетчĕ. "Мĕншĕн вĕренме кайман-ши?" - тесе вăрттăн выртса йĕни те пулнă. - Çапах та Сирĕн ĕмĕтĕр пурнăçланнă-пурнăçланнах вĕт-ха. Мĕнле майпа каялла Ярăслав ялне çаврăнса килтĕр? - Малтанах асăннăччĕ ĕнтĕ, мана Карапай Шăмăршă ялĕнчен ултă уйăхра чухнех усрава илсе Ярăслав ялне илсе килнĕ. Тăван мар атте çĕре кĕрсен, анне пĕчченех тăрса юлать... 80 çула çитнĕ карчăка пăхакан кирлĕ пулнипе, мăшăрăмпа иксĕмĕр те Ярăслава куçса килтĕмĕр. Петя электрика вырнаçрĕ, эпĕ фермăра вăй хутăм. Телейĕм пулчĕ çав: Дмитрий Ильич Чеменев председатель сĕннипе Патăрьелĕнчи профтехучилищĕрен ветеринари фельдшерĕн специальноçне илсе тухрăм. 1974 çулта техник-осеменатора, 1976 çулта лаборанткăна вĕрентĕм. Вара çак специальноçсемпе Ярăславри фермăра çанăсене тавăрсах ĕçлеме пуçларăм. 18 çул ферма заведующийĕн йывăр та канăçсăр лавне туртса пытăм. - Пĕрле ĕçленĕ çынсен ят-хушаматне манман пулĕ-ха? - Ăçтан манайăн вĕсене - ĕçри шанчăклă юлташсене! Ун чух пирĕн коллектив 47 çынран тăратчĕ. Евдокия Митрофанова, Александра Ильина, Дарья Розова, Ирина Русская тата ытти дояркăсене, Анатолий Фролов кочегарпа унăн мăшăрне - флягăсене тап-таса çуса тăнă Августинăна, Василий Тихонов, Петр Тихонов кĕтỹçсене тата ытти ĕçченсене паян та ырăпа кăна аса илетĕп. - Нина Николаевна, Сирĕн "Социализмла ăмăрту çĕнтерỹçи", "Коммунизмла ĕç ударникĕ" знаксем тата Ача амăшĕн медалĕ пуррине, Сире "Ĕç ветеранĕ" ят панине лайăх пĕлетĕп. Хисеп грамотисем те - пĕчĕк арча тулли. "Районти чи лайăх техник-осеменатор" ята тивĕçнĕччĕ. Кăмăллă-и Эсир хăвăрăн пурнăçăрпа? - Çав тери кăмăллă. Юратнă мăшăрпа ( вăл вăхăтсăр çĕре кĕнишĕн чунтан хурланатăп) ултă ача çуратса пиллĕкĕшне чипер те сывă ỹстертĕмĕр. Халĕ ачасем пурте хăйсен пурнăçри вырăнне тупнă ĕнтĕ. 15 мăнук çуратса мана пысăк савăнăç парнелерĕç. Хам тăлăх пулнă пулин те, ман тĕле ырă çынсем нумай тĕл пулчĕç. "Гвардеец" тата "Шемуршинский" хуçалăхсене ертсе пынă Дмитрий Ильич Чеменева, Михаил Иванович Захарова, Иван Антонович Журавлева, Владимир Николаевич Никифорова ырăпа аса илетĕп. Михаил Лермонтов сăвăç калашле: "Да, были люди в наше время!" 65 çула çитрĕм пулин те, килти хуçалăхра ĕне, вăкăр, сурăхсем, чăх-чĕп усратăп. Ĕне сĕчĕ сутмалăх та пулать. Çĕр улми, пахча-çимĕç çитĕнтеретĕп, икĕ пахча çулса утă хатĕрлетĕп. - Сывлăхăр яланах çирĕп пултăр, ачăрсемпе мăнукăрсем савăнтарсах тăччĕр, Нина Николаевна! - Тавах ырă сăмахăршăн. Сире те ыррине çеç сунатăп. "Шăмăршă хыпарĕ" маншăн - чи юратнă хаçат. Журналистсем ĕçпе вăрçă ветеранĕсем çинчен çырма манманшăн вĕсене чĕререн тав тăватăп.

И.САЛАНДАЕВ калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика