14 февраля 2015 г.
![Ĕçлесех тесен, ĕç тупма пулать Ĕçлесех тесен, ĕç тупма пулать](../UserFiles/news/20150216/chukali_sobranie_Preview.jpg)
Районта ял çыннисен пухăвĕсем пуçланчĕç. Вĕсенче район администрацийĕ тата ял тăрăхĕсен администрацийĕсем 2014 çулхи ĕçсем çинен отчет туса параççĕ. Февралĕн 10-мĕшĕнче çакăн пек пуху Чукал ял тăрăхĕнче иртрĕ. 2014 çулхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн тĕп кăтартăвĕсемпе ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Чугунов паллаштарчĕ. Чукал ял тăрăхĕн 2014 çулхи бюджечĕ тупăш енĕпе 2,12 миллион тенкĕ чухлĕ (2013 çулхи шайăн 97,2 проценчĕ) пурнăçланнă. Çав шутра хăйсен тупăшĕ - 273,1 пин тенкĕ (2013 çулхи шайăн 138,1 проценчĕ). Бюджет тăкакĕсем 2,15 миллион тенкĕпе (2013 çулхи шайăн 111 проценчĕ) танлашнă. Пухура тухса калаçнисем ял тăрăхĕн тупăшне ỹстермелли çăлкуçсене кăтартса пачĕç. Вĕсем çаксем: ял тăрăхĕн муниципаллă харпăрлăхĕнче шутланакан çĕр лаптăкĕсене арендăна илсе усă курнăшăн укçа тỹлеттересси, пурлăхшăн тата çĕршĕн тỹлемелли налуксене вăхăтра пуçтарасси, куçман пурлăхшăн налук тỹленĕ çĕрте çирĕп йĕрке туса хурасси. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Валерий Фадеев ял халăхне Шăмăршă районĕн 2014 çулхи аталанăвĕ çинчен каласа пачĕ. Валерий Петрович ял халăхне хумхантаракан ыйтусене те çивĕч çĕклерĕ. Уйрăммăн илсен, çынсене ĕçпе тивĕçтерес тата ялти тирпей-илем тăвас ыйтусем пурне те калаçтараççĕ. "Ялта ĕçсĕрлĕх ыйтăвĕ пулмалла мар, - терĕ Валерий Петрович. - Выльăх-чĕрлĕх ытларах усрама тăрăшмалла. Çĕр лаптăкĕ илесси пирки нимĕнле чăрмав та çук. Халĕ сĕт хакĕ те пысăк. Мĕншĕн укçа ĕçлесе тумалла мар-ха?" Ялта тирпей-илем тăвасси те - ял çыннисен тивĕçĕ. Ĕлĕкхи ырă йăлана каялла тавăрмалла: субботниксем йĕркелемелле, "Чи тирпейлĕ çурт", "Чи илемлĕ урам" конкурсем ирттермелле тата ытти те. Тирпейсĕр ялта пурăнма та илемлĕ мар, хăнасем умĕнче намăс пулмалла. Пуху ĕçне район прокурорĕ Сергей Егоров, район больницин тĕп врачĕ Ирина Смирнова, районти халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен пай пуçлăхĕ Николай Ендиеров, 42-мĕш пушар чаçĕн пуçлăхĕ Александр Фомин та хутшăнчĕç, ял çыннисен ыйтăвĕсем çине тулли хурав пачĕç. Тĕлпулăвăн савăнăçлă пайĕнче Валерий Фадеев ĕçре тата общество пурнăçĕнче ырă тĕслĕх кăтартакансене - Улмаллăри Николай Бондаревпа Чукалти Николай Степанова - район администрацийĕн Тав çырăвĕпе чысларĕ. Ял тăрăхĕн администрацийĕн Тав çырăвĕсене вара Нина Долгова, Вера Чашкина, Захар Савельев, Николай Безруков тата Раиса Лукьянова тивĕçрĕç. Пухăва пухăннисене ялти илемлĕ пултарулăх коллективĕсемпе шкул ачисем юрă-ташăпа савăнтарчĕç.
Н.БЕЗРУКОВ.