Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Февралĕн 18-мĕшĕнче - Информаци кунĕ

14 февраля 2015 г.

Февралĕн 18-мĕшĕнче - юнкун - республикăра, çав шутра пирĕн районта та Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртет. Шупашкартан килнĕ тата районта йĕркеленĕ информаци ушкăнĕсем ĕç коллективĕсенче тата ял халăхĕпе тĕл пулса кун йĕркинчи ыйтусемпе калаçу ирттерĕç, граждансен ыйтăвĕсем çине тулли хурав парĕç. Информаци кунĕн тĕп темисем çаксем: Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.В.Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çыру; Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В.В.Путин 2015 çулта Литература çулне ирттерес тĕлĕшпе йышăннă Указа пурнăçа кĕртесси; РФ Пенси системинчи çĕнĕлĕхсем. Шупашкартан пирĕн района халăхпа тĕл пулса калаçма Чăваш Республикин çутçанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕн пĕрремĕш çумĕ Е.Юшин (ушкăн ертỹçи), Чăваш Республикинчи стандартизаципе метрологи регион центрĕн директорĕ С.Абрамов, республикăри онкологи диспансерĕн клиникин тĕп врачĕн çумĕ И.Долгов, "Юрма" Агрохолдинг" ООО генеральнăй директорĕ В.Ермолаев, Чăваш Республикинчи сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕн çумĕ Н.Зинетуллина, Чăваш Республикинчи ветеринарипе фитосанитари надзорĕн федераци службин управленийĕн ертỹçин çумĕ Н.Романов тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Аппарачĕн ертỹçи А.Ухтияров килеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика