14 февраля 2015 г.
![Тирпейлĕ ял хамăршăнах илемлĕ Тирпейлĕ ял хамăршăнах илемлĕ](../UserFiles/news/20150216/baishevo_sobranie_Preview.jpg)
Пăчăрлă Пашьел ял тăрăхĕнче пурăнакансен пухăвĕнче чăн малтан ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Угарин сăмах илчĕ. Вăл 2014 çулта туса ирттернĕ ĕçсем çинчен отчет туса пачĕ, лайăххине асăннипе пĕрлех çитменлĕхсене те пытарса хăвармарĕ. Асанкасси тата Пăчăрлă Пашьел ялĕсенче тирпей-илем тăвасси çинчен каланă май, Валерий Васильевич ял çыннисен хастарлăхĕ чакни пирки пăшăрханнине палăртрĕ: "Çул хĕррисене, çырма-çатрана таçтан аякран килсе вараламаççĕ вĕт-ха, хамăр ял çыннисемех çỹп-çапа пырса тăкаççĕ. Мĕншĕн çакна курман-илтмен пек пулатпăр? Ял илемлĕ пуласси хамăртан килмест-и-ха, ентешсем?". Район администрацийĕн пуçлăхĕ Валерий Фадеев район экономикипе социаллă пурнăçĕ 2014 çулта мĕнле аталанни çинчен отчет туса пачĕ, ял çыннисен ыйтăвĕсем çине туллин хуравларĕ. Халăха çулсене юсасси, электроэнергипе чăрмавсăр тивĕçтересси, шыв ыйтăвĕ хумхантарать. Валерий Петрович çак ыйтусене контроле илме шантарчĕ, нумай проблемăна вырăнтах татса пама май пуррине те палăртрĕ. Халăх умĕнче çавăн пекех район больницин тĕп врачĕ Ирина Смирновапа районти халăха социаллă хỹтлĕх паракан пай пуçлăхĕ Николай Ендиеров та тухса калаçрĕç, ыйтусем çине хуравларĕç. Валерий Фадеев нумай çул хушши тỹрĕ кăмăлпа тăрăшса ĕçленĕшĕн тата общество пурнăçне хастар хутшăннăшăн Тамара Кудряшова медицина ĕçченне район администрацийĕн Хисеп грамотипе, ял çыннисен пĕр ушкăнне Тав çырăвĕпе чысларĕ.
И.МОСКАЛЕВ.