Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сана манмастпăр, Василий Иванович!

14 февраля 2015 г.

Ырă çын - Василь Иванччă,

Йĕлтĕрпе ялан çỹрет.

"Юратсан спорта - аванччĕ!"

- Тет те, ярăнма чĕнет.

ÇАК йĕркесене эпĕ хĕрĕх çул каяллах ун чух халăх контролĕн районти комитетне ертсе пынă Василий Иванович Максимова халалланăччĕ. Хăй те çыракан çын пулнă май, Василий Иванович сăвăшăн алă тытсах тав турĕ. Çỹлерен çỹле çĕкленсе пычĕ пирĕн пултаруллă ентешĕмĕр: райĕçтăвкомĕн председателĕнчен Чăваш Республикин Президенчĕн Администраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ таранах çĕкленчĕ. Республика парламенчĕн депутачĕ пулса пирĕн район çыннисемшĕн ырми-канми тăрăшрĕ. Чăваш Енре лаша спортне аталантарассишĕн пысăк вăй хучĕ, спортăн çак енĕпе Шăмăршă урхамахĕсен чапĕ Мускав таран çĕкленчĕ... Ырă çын вилет - ырă ят юлать. Йывăр чире пула, В.И.Максимов 2012 çулхи февралĕн 7-мĕшĕнче ĕмĕрлĕхех куçне хупрĕ пулин те, Шăмăршă районĕнче пурăнакансем Василий Ивановича чĕререх тытаççĕ. Акă иртнĕ канмалли кун Шăмăршă районĕн хисеплĕ гражданинне, Анат Чаткас ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинне В.И.Максимова ĕмĕр асăнмалла тăвас тĕллевпе Анат Чаткасра вăл пурăннă çурт çине Асăну хăми вырнаçтарчĕç. Çак церемоние район администрацийĕн пуçлăхĕ Валерий Фадеев, район администрацийĕн организацилле пай пуçлăхĕ Лариса Портнова, Анат Чаткас ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Лариса Петрова тата тăван ял-йыш хутшăнчĕç.

И.АНАТКАС.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика