Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 100 çултан та иртĕр, Елена Егоровна!

14 февраля 2015 г.

Шăмăршăра пурăнакан Елена Егоровна Прохорова 90 çула çитнине паллă турĕ. Çак ятпа ăна хаклă хăнасем - район администрацийĕн пуçлăхĕ Валерий Фадеев тата районти халăха социаллă хỹтлĕх паракан пай пуçлăхĕ Николай Ендиеров килне пырсах ăшшăн саламларĕç. Валерий Петрович юбиляра Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн тата район администрацийĕн Тав çырăвĕсене пачĕ. Елена Егоровна 1925 çулхи февралĕн 9-мĕшĕнче Энтĕрьел ялĕнче çуралнă. Унăн çамрăклăхĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенче иртнĕ. Колхозра чунтан тăрăшса ĕçленĕ, Улатăр çывăхĕнче окоп чавма хутшăннă. Вăрман каснă, "Свияжск-Ульяновск" чукун çула тунă çĕрте вăй хунă. Юлашки çирĕм çулне Шăмăршăри коммуналлă хуçалăх предприятийĕнче ĕçлесе ирттернĕ. Мăшăрĕпе 4 ывăл çуратса ỹстернĕ, пурте салтакра пулнă. Елена Егоровнăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсенче хастар ĕçленĕшĕн медальпе тата юбилей медалĕсемпе чысланă. Нумай пурăнăр, 100 çултан та иртĕр, хисеплĕ Елена Егоровна! Эпир Сирĕнпе мухтанатпăр, Эсир пурришĕн савăнатпăр.

(Район администрацийĕн сайтĕнчен).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика