Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕçĕн класранах - патриотла воспитани

14 февраля 2015 г.

Шкул ачишĕн, кĕçĕн класра вĕреннĕ чухнехи тапхăра - чи яваплă тапхăр тесе шутлатăп. Çак вăхăтра ача хăйĕн пултаруллăхĕпе, пулса пыракан ĕçĕсемпе савăнса, ăса ĕçе хывса çывăх çынсене хисеплеме, юратма, çутçанталăка упрама, хăйĕн вăйне шанса малалла аталанма çул хывать. Çапла вара чунпа та, вăйпа та килĕшỹллĕ ĕçлеме тытăнать. Ача хăйĕн сăмахĕсене ĕçпе çирĕплетет. Мĕн вăл - атте, анне, юлташ, ырă кăмăл, килĕшỹ, йывăрлăхра алла тăсма пĕлни, паттăрлăх, тăван ял, Тăван çĕршыв...Çак асамлă сăмахсен ăнлавĕсене чуна хурса пуçа ĕçлеттерме тытăнать. Тăнăç пурнăç чи малтанах çемьерен тытăнать. Апла пулсан чи хакли-_ "çемье" сăмахпа çыхăннă сăмахсем: çемьери килĕшỹ, таса кăвак тỹпе, ăшă пỹрт, пĕлỹ, пуласлăх... Кĕнеке вулани, тĕл пулусем, çавра сĕтелсем, презентацисем... ачасен ăс-тăнне аталантарнă çĕрте пысăк витĕм кỹреççĕ. Акă кăçал Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче фашистла Германие çапса аркатнăранпа 70 çул çитет. Çак çĕнтерỹ çăмăл пулман, паянхи кăвак тỹпешĕн, Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн нумай çын пуçĕсене хунă. Çав ятпа Пуянкассинчи шкулти кĕçĕн классенче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕпе И.Н.Петровпа тĕлпулу иртрĕ. Çак тĕлпулăва кĕçĕн классен ертỹçисем С.А.Ишмуллина, Н.Г.Спиридонова, Л.А.Дедокова йĕркелерĕç. Иван Николаевич тĕл пулура ачасен чунне те, тавра курăмне те пуянлатрĕ. Вăрçă вăхăтĕнче пулса иртнисене каласа парса ачасен пуçĕнчи шухăшĕсене самаях улăштарчĕ пулмалла. Ачасене пĕр-пĕринпе вăрçăнмасăр, туслă, Тăван çĕршыва юратса, аслисене сума суса пурăнмалла тесе пехиллерĕ. Патриотика теми паянхи пурнăçра питĕ кирлĕ тесе шутлатăп. Çак туйăма аталантарас тесе нумай вăй хумалла. Хамăр çемье, ял, район, республика, çĕршыв историне пĕлмесĕр пирĕн пуласлăх илемсĕр, çакна мĕн пĕчĕкрен вĕрентсе пымалла. Тăван çĕршыва хисеплекен - атте-аннене те хисеплĕ. Ватта сума сăвакан - хăй те сумлă пулать.

С.ИШМУЛЛИНА,

Пуянкассинчи вăтам шкулта кĕçĕн классене вĕрентекен.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика