Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Тăван ен ырлăхĕшĕн тăрăшса ĕçлер, саккуна пăхăнса, таса чунпа пурăнар»

16 февраля 2013 г.

Чăваш республикин Пуçлăхĕ М.В. Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çыру

Хисеплĕ депутатсем, хаклă ентешĕмĕрсем!

Иртнĕ çул Раççейшĕн те, Чăваш Еншĕн те пулăмсенчен пуян пулчĕ. Вĕсенчен уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлисене асăнса хăваратăп.

2012 çулхи пуш уйăхĕнче Владимир Владимирович Путина халăх 6 çула Раççей Федерацийĕн Президентне суйларĕ. Хăйĕн программăллă статйисенче, каярах вара çу уйăхĕнчи указĕсенче вăл çак тапхăрта пурнăçламалли тĕллевсене уççăн палăртрĕ.

Раççей Правительствин çĕнĕ йышĕ йĕркеленнĕ, регионсемпе федераци центрĕ хушшинчи хутшăнусен йĕркисем улшăнаççĕ, федераци субъекчĕсенчи влаç органĕсен ĕç тухăçлăхне хакламалли виçесем лайăхланса пыраççĕ.

Пирĕн патшалăх Пĕтĕм тĕнчери суту-илÿ организацине кĕнине пула çĕр-шыври тавар туса кăларакансен умне çĕнĕ тĕллевсем лартнă.

Граждан обществин институчĕсене малалла çирĕплетме май паракан политика реформисене туса ирттернĕ.

Раççей Президенчĕ Шупашкар хулине никĕсленĕренпе 550 çул тата Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине уявласси çинчен калакан Указа алă пуснă. Çак документ пирĕн республика Раççейĕн экономика, социаллă тата культура пурнăçĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнса тăнине ĕненмелле çирĕплетсе парать.

Указа пурнăçласа Раççей Федерацийĕн Правительстви хушу кăларнă, унта уяв мероприятийĕсен планне çирĕплетнĕ. Ун валли уйăракан укçа-тенкĕн пĕтĕмĕшле калăпăшĕ сахалтан та 25,8 миллиард тенкĕпе танлашать.

Çаксем пурте - Чăваш Ен малашне хăйĕн стратеги тĕллевĕсене пурнăçлама палăртакан çĕнĕ чăн майсем. Вĕсемех кун йĕркине çирĕплетеççĕ, пурнăçăн тĕрлĕ сферинче патшалăх политикине тепĕр хут пăхса тухма хистеççĕ. Çав хушăрах пирĕн ĕçĕмĕрĕн тĕп тĕллевĕ - Чăваш Ен халăхĕн пурнăç шайĕпе пахалăхне ÿстересси - улшăнмасть.

Çак çырăва хатĕрлеме мана çирĕпленнĕ ырă йăлапа республикăра пурăнакансем пулăшрĕç. Хама сĕнÿпе е ырă сăмахпа пулăшнă мĕн пур çынна пĕтĕм кăмăлтан тав тăватăп. Йĕри-тавра мĕн пулса иртнипе кăсăкланакан, тăван ен шăпишĕн хайсен яваплăхне туякан тата Чăваш Ен ырлăхĕшĕн ĕçлеме хатĕр çын нумай пулни савăнтарать. Шупашкарта пурăнакан Александр Казенов ман пата çырнă евĕр, "Пирĕн республикăри малашнехи телейлĕ пурнăç никĕсĕ вăл, чăн малтанах - ĕçлеме пултаракан кашни гражданинăн тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлакан инновациллĕ ĕçĕ".

2012 çул кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ май, пирĕн республикăшăн вăл, пĕтĕмĕшле илсен, ăнăçлă пулнине палăртатăп. Регионăн 2012 çулхи пĕтĕмĕшле продукчĕ, прогноз тăрăх, 207,5 миллиард тенкĕ шайне çитмелле, çакă 2011 çулхи кăтартăвăн 105,2: танлашать. Промышленноç производствин индексĕ 107,2: шайне çитнĕ (Раççейĕпе - 102,6:). Чăваш Ен машинăсемпе оборудованисем тăвас енĕпе 2012 çулта федерацин Атăлçи округĕнчи регионсен хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăннă. Раççейри кашни виççĕмĕш бульдозера, тавар турттармалли кашни çиччĕмĕш вакуна пирĕн республикăра туса кăлараççĕ.

Официаллă йĕркепе шута илнĕ ĕçсĕр граждансен йышĕ 2012 çул тăршшĕнче 31,5: чакнă. Шута илнĕ ĕçсĕррисен йышĕ чакса пынин хăвăртлăхĕпе Чăваш Ен Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен хушшинче 7-мĕш вырăн йышăнать.

Вак суту-илĕвĕн пĕтĕмĕшле çаврăнăшĕ 2012 çулта 109,3 миллиард тенкĕпе танлашнă, çакă, танлаштаруллă хаксемпе пăхас пулсан, 2011 çулхи калăпăшран 8,7: пысăкрах.

Аграри секторĕнче лайăх аталану сыхланса юлнă. 2012 çулта туса илнĕ ял хуçалăх продукцийĕн калăпăшĕн индексĕ 104,1: виçепе йĕркеленнĕ. Асăннă кăтарту енĕпе республика федерацин Атăлçи округĕнчи регионсен хушшинче 3-мĕш вырăнта. Çав хушăрах Раççей Федерацийĕн Экономика аталанăвĕн министерстви Чăваш Енре социаллă пĕлтерĕшлĕ апат-çимĕç продукчĕсен хакĕсем ÿсессин хăвăртлăхĕ Раççейри ытти регионпа танлаштарсан пĕчĕк пулнине палăртнă.

Пĕтĕмĕшле илсен, потребитель хакĕсем ÿсессин хăвăртлăхĕ чакнă, Чăваш Республикинче 2012 çулта инфляци шайĕ 5,8: танлашнă, 2011 çулта ку кăтарту 6,2: пулнă. Çакна тума конкурентлăха вăйлатма пулăшакан тата хаксене сăлтавсăр ÿсме ирĕк паман политикăна йĕркеллĕ тытса пыни май панă.

Çав вăхăтрах уйăхри малтан шутласа çирĕплетнĕ вăтам ĕç укçин виçи 16,10: ÿснĕ, пирвайхи хаклав тăрăх вăл 17301 тенкĕпе танлашнă. Уйăхри вăтам ĕç укçин виçи эпир кĕтнĕ пек пысăках пулманнине хирĕçленин усси çук. Сахал тупăш ыйтăвĕ те унчченхиллех çивĕч тăрать. Анчах та йĕркеллĕ ăс-тăнлă кашни çынах çакна питĕ лайăх пĕлет, чухăнлăха пĕр е икĕ çултах çĕнтерме çук. Эпир унпа майĕпен, утăмшарăн, çирĕп кăмăлпа, популистла йышăнусемпе заявленисем тумасăр кĕрешетпĕр. Халăхра: "Ахах тенипех пуяймăн", - теççĕ. Хамăр пурнăçа эпир тăрăшса ĕçлесе кăна лайăхлатаятпăр.

Пĕлтĕр влаç органĕсем, пĕтĕмĕшле илсен, хăйсен умĕнче тăракан задачăсене татса панă. Чăваш Ен ĕç тăвакан влаç органĕсен ĕç-хĕлĕн тата общество укçи-тенкине тытса пырассин тухăçлăхĕ енĕпе Раççейри чи лайăх регионсен йышне кĕчĕ. Çакăншăн хавхалантарни шучĕпе федераци бюджетĕнчен республикăна 150 миллион тенкĕ хушма укçа-тенкĕ уйăрса пачĕç. Федераци шайĕнче илнĕ лайăх хак ку, вăл эпир тĕрĕс çулпа утнине çирĕплетет.

Пĕлтĕр çулталăк тăршшĕпех Министрсен Кабинечĕ темиçе тĕп ыйтăва татса парас тĕлĕшпе çине тăрса ĕçлерĕ. Пĕрремĕшĕ - бюджет укçи-тенкине усăллă, çав шутра патшалăх тата муниципалитет заказĕсен тытăмĕ урлă та, тăкаклассине тивĕçтересси.

2011 çулхипе танлаштарсан, аукцион кăтартăвĕсем тăрăх вырнаçтарнă патшалăх заказĕсен шучĕ 1,6 хут ÿснĕ, вĕсен 70 процентран ытларах пайне электрон аукционĕсене вырнаçтарнă. Патшалăх заказне вырнаçтарнинчен йĕркеленекен бюджет тухăçлăхĕ 8,2: танлашнă, муниципалитет заказĕсене вырнаçтарнин кăтартăвĕ вара - 5,1:. Аукционсем ирттернине пула бюджет укçине, пĕтĕмĕшле илсен, 1 миллиард тенкĕ ытла перекетленĕ.

Çав вăхăтрах танлаштаруллă тишкерÿ конкурентлăха аталантарнин тата аукционсене тÿрĕ кăмăлпа ирттернин пĕлтерĕшне мĕн пур муниципалитетрах лайăх ăнланса илейменнине палăртать. Тĕслĕх вырăнне Улатăрти индустри паркне канализаципе тата шывпа тивĕçтермелли сетьсем тума тата юсаса çĕнетме муниципалитет заказĕсене вырнаçтарнине илсе кăтартатăп. Лотсен малтанхи пĕтĕмĕшле хакĕ çур миллиард тенке яхăн тăракан çак аукционсен тухăçлăхĕ вăтамран процент çурринчен те сахалрах. Асăннă конкурса йĕркеленине тата унăн пĕтĕмлетĕвĕсене эпĕ питех те япăх хак паратăп.

Çакнашкал фактсем тĕрлĕ сăлтавран йĕркеленеççĕ. Хăш-пĕр тÿре ĕлĕкхилле ĕçлеме хăнăхнă, тухăçлăх çинчен шутламасăр укçа-тенкĕн пысăк калăпăшне ĕçе кĕртме тăрăшать. Кунта коррупци саманчĕсем те пулма пултараççĕ, конкурс комиссийĕн хăш-пĕр членĕсем аукциона хутшăнакан уйрăм çынсемпе çыхăннине пула, тĕрлĕ сăлтав тупса, конкурентсене сирме пулăшаççĕ. Тата тепĕр сăлтав вăл - муниципалитет заказĕн тытăмне централизациленине чакарни, муниципалитетсенче полномочиллĕ органсем пулманни, çакă бюджет тухăçлăхне кăна мар, çавăн пекех муниципалитет контракчĕсен пахалăхĕ тата вĕсене пурнăçламалли срок çине те япăх витĕм кÿрет.

Уйрăмах çакна палăртса хăварас тетĕп: заказсене вырнаçтарассишĕн тата контрактсене малалла пурнăçлассишĕн влаç органĕсем яваплă шутланаççĕ. Унчченхи "пуян çулсем" тапхăрĕнче тĕрлĕ проект валли бюджетран калама çук пысăк укçа-тенкĕ уйăрнă, анчах та пур пĕрех кĕтекен кăтартусене тума май килмен вăхăтсем хыçа тăрса юлчĕç. Унтан та ытларах, инвестицисене коммерци тытăмĕсем вăрласа пĕтернĕ, активсене илсе тухнă, предприятисене искусствăлла майпа панкрута кăларнă фактсем паллă. Çавнашкал тĕслĕхсем малашне те пуласран асăрханса конкурс требованийĕсене тата та çирĕплетмелле, контрактсене пит шанчăклах мар пурнăçлакансемпе тăвас йăлана пăрахăçламалла.

Пирĕн республикăра тÿрĕ мар кăмăллă подрядчиксене цивилизациллĕ майпа явап тыттармалли мерăсемпе вăрах вăхăт хушши усă курмасăр тăнă. Вĕсенчен хашĕ-пĕри çавна май хăйĕн тивĕçĕсене пурнăçламасан та юрать тесе шутлама хăнăхнă. Ку вара пачах та апла мар. Килĕшÿсене пĕр кăлтăксăр пурнăçламалла, Чăваш Енре пурăнакан çынсем хăйсене шантарнă ырлăхсемпе вăхăтра усă курма пултарччăр. Йĕркене пăсакансене патшалăхăн çирĕплетнĕ контракчĕсен условийĕсемпе килĕшÿллĕн ним иккĕленмесĕр штрафлама тытăнаççĕ. Пĕлтĕртенпе кунашкал мелпе усă курасси ăнăçлăн пурнăçланса пырать тата лайăх кăтартусем кÿрет.

Республикăра патшалăх заказне полномочиллĕ орган урлă вырнаçтарнин лайăх опычĕ пур. Çавăнпа та муниципалитетсене 2013 çулта нумай укçа-тенкĕ хывмалли пысăк объектсем тума, реконструкцилеме тата тĕпрен юсама конкурс йĕркелесе ирттерме Чăваш Республикин Конкуренци политики тата тарифсем енĕпе ĕçлекен патшалăх службипе килĕшÿсем çирĕплетме сĕннĕ.

Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки калаçнă май, çак тема паян чи çивĕччисен шутĕнче пулнине палăртатăп. Халăхăн социаллă кăмăл-туйăмĕ ытларах муниципалитетсем хăйсен полномочийĕсене тухăçлă пурнăçланинчен килет. Анчах та пурнăç çакна кăтартса парать, ял тăрăхĕсен администрацийĕсем тата пуçлăхĕсем кулленхи çивĕч ыйтусене пур чухне те кирлĕ пек татса пама пултараймаççĕ. Ытларах чухне вĕсен ресурс никĕсĕ вăйсăр, кадрсен вăй-хăвачĕ хавшак, поселенисенче коммуналлă инфраструктура тытăмĕ кивелсе çитнĕ, социаллă объектсене тĕпрен юсамалла.

Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен муниципалитет пĕрлĕхĕсене пысăклатас ыйтăва пăхса тухма вăхăт çитнĕ тесе шутлатăп. Хальхи условисенче территорисене аталантармалли тĕп вăй пулма пултаракан, экономика тĕлĕшĕнчен ăнăçлă ĕçлекен муниципалитетсен пĕлтерĕшĕ ÿсет. çавăнпа та муниципалитетсен пĕрлĕхĕсене пысăклатни экономикăн тата демографин объективлă туртăмĕсем тивĕçлĕн палăрни пулса тăрать. Ку ĕçе анлăн сÿтсе явса, граждансен шухăшĕсене шута илсе тата вĕсен прависене хĕсĕрлемесĕр туса ирттермелле.

Пысăклатасси çинчен йышăну тусан халăха муниципалитет тата патшалăх пулăшăвне парассин пахалăхĕ тата унпа усă курмалли майсем сыхланса юлмалла кăна мар, унчченхинчен те лайăхрах пулмалла. çакăн валли тĕслĕх библиотекăсен никĕсĕ çинче "пĕр чÿрече" йĕркепе ĕçлекен нумай функциллĕ центрсем туса хурĕç.

ХИСЕПЛĔ ДЕПУТАТСЕМ!

Влаç органĕсемшĕн инвестици илĕртÿлĕхне ÿстересси çивĕч тĕллев пулса тăрать. Эпĕ çакна халиччен те нумай хутчен каланă, татах та аса илтеретĕп, республикăри власть органĕсем тата вĕсен должноçри çыннисем тÿрĕ кăмăллă инвесторсемшĕн шанчăклă пулăшакансем шутланаççĕ. Пирĕн хăй çине яваплăхпа теветкеллĕх илме, экономика аталанăвне укçа-тенкĕ хывма, хăйĕн ĕçне йĕркелеме, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем тума хатĕр мĕн пур çынна май килнĕ таран пулăшса пымалла.

Инвестици ĕç-хĕлне хастарлатма республика тата муниципалитет харпăрлăхĕнчи ирĕклĕ çĕр лаптăкĕсем çинчен тĕплĕн пĕлтерекен даннăйсен пĕрлехи бази йĕркеленет. Административлă процедурăсене иртмелли вăхăта кĕскетес тĕллевпе строительство ĕçĕсене пурнăçлама ирĕк илмелли "çул карттине" туса хатĕрленĕ. Ку документ çĕр лаптăкне уйăрса памалли, проект докуменчĕсене хатĕрлемелли, энергетика объекчĕсен çумне çыхăнтармалли техника условийĕсене илмелли чи пысăк сроксене палăртать.

Инвесторсем региона шанасси ытларах чухне унăн кредит рейтингĕ пысăк шайра пулнинчен те килет. Эпĕ тулли кăмăлпа çакна палăртатăп: Чăваш Республикин кăçалхи рейтингĕ пысăк, ăна тĕнчери ятлă-сумлă икĕ - Fitch тата Moody'. - агентство панă. Вĕсен лайăх хакне ытларах бюджет укçи-тенкипе тухăçлă усă курнине, парăм шайне чакарнине пула тивĕçнĕ. Чăваш Республикин патшалăх парăмне тивĕçтерме яракан перекетленĕ укçа-тенкĕ шучĕ 2012 çулта 181,8 миллион тенкĕпе танлашнă.

Бюджет тăкакĕсен тухăçлăхне ÿстерес тата Раççейри чи уçă финанс тытăмĕсенчен пĕрне туса хурас тĕллевпе Чăваш Ен йышĕпе нумай мар регион шутĕнче вăрах вăхăтлăх тĕллевлĕ программăсенчен патшалăх программисем çине куçасси пирки йышăну çирĕплетрĕ. çакна тума кирлĕ нормативлă право никĕсне хатĕрлесе çитернĕ.

Паян Чăваш Ен территорийĕнче патшалăхăн тата федерацин тĕллевлĕ 17 программи пурнăçланать. 2012 çулта программăна кĕнĕ тата программăна кĕмен ĕçсене укçа-тенкĕпе тивĕçтерме федераци бюджетĕнчен 14 миллиард та 161,8 миллион тенкĕ уйăрнă, ку вăл 2011 çулхинчен 21,1: пысăкрах. Çав шутран патшалăх инвестицийĕсем 8 миллиард та 698 миллион тенкĕпе танлашнă, çакă çулталăк маларахри кăтартуран 1,8 хут пысăкрах.

Çав вăхăтрах пирĕн федераци бюджетĕнчен явăçтаракан инвестици калăпăшне ÿстермелли резер çителĕклĕ. Сăмахран, Правительствăн инвестици проекчĕсем енĕпе ĕçлекен комиссийĕ "Йăлари хытă каяшсене тирпейлесси тата чавса чикесси" инвестици проектне федераци шайĕнче ырланă. Шыв хуçалăх комплексне аталантармалли регион шайĕнчи программа конкурс урлă иртнĕ, унта экологи пĕлтерĕшлĕ чылай объекта кĕртнĕ. çав шутра çавал шывĕ çинче ейÿ сарăласран хÿтелекен сооруженисем тăвасси те. Федерацин пулăшу программине лекме Канаш тата çĕмĕрле монохуласен шанăç пур.

Атăл леш енне "Газпром" АУО инвестици программине кĕртесси çинчен калаçса татăлнă. Газ кĕртнĕ хыççăн, çак ĕçе 2013-2015 çулсенче туса ирттермелле, асăннă территори туризм, сывлăх сыхлавĕ тата пурăнмалли çурт-йĕр строительстви тĕлĕшĕнчен инвестицин пысăк проекчĕсене пурнăçлама уйрăмах илĕртÿллĕ пулса тăрать.

Пирĕн республикăшăн истори пĕлтерĕшлĕ Шупашкар ГЭСĕпе çыхăннă ыйтăва ăнăçлă татса парас шанăç пур. Шупашкар шыв управĕн шайне çĕклессипе çыхăннă лару-тăру тавра нумай сас-хура çÿрет, ăна политика сĕмĕ пама та, унпа пусахламалли мел пек усă курма та хăтланаççĕ. Каварсене хирĕç тăмалли майсен шутĕнче Атăл шывĕн шайне ÿстерни мĕнлерех теветкеллĕх кăларса тăратма пултарнине демократилле майпа сÿтсе явни пулнине палăртмалла. çавнашкал сÿтсе явнин, çавăн пекех пĕтĕм тĕнчери никама пăхăнман ятлă-сумлă экспертиза хаклавĕн пĕтĕмлетĕвĕсем Атăл тăрăхĕнчи пĕтĕм регион ырлăхĕшĕн тăвакан чи тĕрĕс йышăну никĕсне хывĕç.

Социаллă пурнăçпа экономикăн кал-кал аталанăвĕ пайăр инвестици укçи-тенки тăтăшах хушăнса тăмасăр, ÿсĕм вырăнĕсене туса хуракан инновациллĕ, пысăк тухăçлă проектсене пурнăçламасăр йĕркеленеймест. Раççей Пĕтĕм тĕнчери суту-илÿ организацине кĕнĕ условисенче республикăри ĕç тăвакан влаç органĕсен, муниципалитет пĕрлĕхĕсен тата организацисен тĕп вăй-халне хăвăрт аталанакан территорисем, кластер пĕрлĕхĕсем туса хума тата инновациллĕ инфратытăма аталантарма ямалла.

Чăваш Ен инвестици вăй-хăватне пурнăçа кĕртме, унăн экономикин конкурентлăхне ÿстерме 2013 çулта Чăваш Республикин отрасльсен хушшинчи геоинформаци тытăмне йĕркелес тĕлĕшпе тăвакан ĕç малалла тăсăлĕ. Ăна йĕркелени тата унпа усă курни республика экономикин аталанăвне тишкерессине, прогноз тăвассине тата стратегилле планлассине палăрмаллах хăвăртлатать тата лайăхрах пахалăхлă тума пулăшать.

Хальхи вăхăтра Чăваш Енре пĕтĕмĕшле хакĕ 300 миллиард ытла тенкĕпе танлашакан 350 яхăн инвестици проекчĕ пурнăçланать. 2012 çулта çавнашкал проектсене "Шупашкарти "Çеçпĕл" предприяти", "Канашри автоагрегат завочĕ", "Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ", "Çĕмĕрлери ятарлă автомобильсен завочĕ", "Етĕрне сĕт", "ТУС" организацисенче пурнăçлама тытăннă.

Çĕр-шыври апат-çимĕç промышленноçĕн флагманĕсенчен пĕри шутланакан "АККОНД" АУО комплекслă çĕнетĕве малалла тăсать. Пĕлтĕр асăннă предприяти производствăна аталантарма 1 миллиард тенкĕ ытла инвестици хывнă, çакă 500 ытла хушма ĕç вырăнĕ йĕркелеме май панă. Юлашки 10 çулта "АККОНД" АУО хăйĕн хăватне ÿстерсе пырать тата туса кăларакан продукци ассортиментне анлăлатать. Унăн инвестици хастарлăхĕ ял хуçалăхĕнче те лайăх палăрать, кунта 2008 çултанпа "АККОНД-агро" проект пурнăçланать.

Инноваци продукцийĕ туса кăларни предприятисен конкурентлăхне ÿстерме пулăшакан пĕлтерĕшлĕ мел шутланать. Промышленноçра çĕнĕ ăрури материалсемпе тата производство ĕçне автоматламалли майсемпе ытларах усă курмалла.

2012 çулхи юпа уйăхĕнче Министрсен Кабинечĕ "Чăваш Республикинче инновациллĕ, çав шутра нанотехнологиллĕ продукци кирлĕлĕхне хавхалантармалли мерăсем çинчен" йышăну çирĕплетрĕ. Унпа килĕшÿллĕн 2013 çултан пуçласа патшалăх çулталăк хушшинче туянакан таварсен пĕтĕмĕшле калапăшĕнчи инноваци продукцийĕн тÿпи 7: кая мар пулать. 2014 çултан пуçласа вара - 10: кая мар. Кивелнĕ тавар туса кăларни тупăшлă пулма пултарайман тата çĕнĕ йышши таварсене кăлармасăр тăма май çук условисем йĕркеленеççĕ.

Чăваш Ен предприятийĕсен стратегиллĕ ĕçтешĕсен йышĕ ÿсни савăнтарать. Газпромпа "Раççейри чукун çулĕсем" акционерсен уçă обществисĕр пуçне çав йыша РОСНАНО, РусГидро тата Росатом евĕр хăватлă организацисем кĕнĕ. Çавнашкал килĕштерсе ĕçлени çĕнĕ, импорта улăштаракан тавар тĕсĕсене туса хатĕрлеме лайăх малашлăх уçать. Тухăçлă хутшăнса ĕçленин питех те аван тĕслĕхĕ вырăнне "Гален" ТМЯО тата "РОСНАНО" АУО хушшинче йĕркеленнĕ туслă çыхăнăва илсе кăтартма пулать. Шупашкарти электроаппарат завочĕ те Раççей Вĕренÿ тата наука министерствипе нефтьпе газ промышленноçĕ валли çĕнĕ япаласем туса хатĕрлеме бюджет укçине явăçтарас тĕлĕшпе ăнăçлă çыхăнса ĕçлет.

Çĕнĕ технологисене тухăçлăн ĕçĕ кĕртесси, тăкаксене чакарасси, ĕç тухăçлăхне ÿстересси пысăк ăсталăхлă ĕçченсем пурри-çуккинчен ытларах килет. Енчен те предприяти ертÿçи хăйĕн ĕçченĕсене вĕрентсе хатĕрлес тата вĕсен ăсталăхне ÿстерес пирки пит тăрăшмасть, вĕсене тивĕçлĕ ĕç укçи тÿлеме кирлех мар тесе шутлать пулсан, унашкал предприяти çитĕнÿ тăвайманни куç кĕрет. Ырă тĕслĕх вырăнне территорири инновациллĕ электротехника кластерне кĕрекен предприятисен ертÿçисем тытса пыракан тухăçлă кадр политикине илсе кăтартас тетĕп. Вĕсем анлăн шухăшлаççĕ, малашлăха курса, кадрсене студент чухнех производствăна явăçтарса ĕçлеççĕ.

Бизнеса кадрсене вĕрентес ĕçре хавхалантарас тĕллевпе вĕренÿ учрежденийĕсенче професси пĕлĕвĕ парас тата (е) ăсталăха ÿстерес енĕпе паракан пулăшу ĕçĕсемшĕн тÿленипе çыхăннă тăкаксен пĕр пайне саплаштарасси малалла та пурнăçланса пырĕ.

Чăваш Ен экономикишĕн агропромышленноç комплексĕ пĕлтерĕшлĕ отрасль шутланать. Ял хуçалăх таварĕсем туса илекенсене тата ял хуçалăх организацийĕсене пулăшма уйăрнă бюджет укçи-тенкин пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 2012 çулта 2,11 миллиард тенкĕпе е 2011 çулхи кăтарту тĕлĕшпе 106,8: танлашнă.

Республика йăлана кĕнĕ пекех федерацин Атăлçи округне кĕрекен регионсем хушшинче пĕр лаптăк единици пуçне туса илекен продукци енĕпе малтисен йышĕнче тăрать. Ял хуçалăх çĕрĕсен 100 гектар лаптăкĕ пуçне аш-какай туса илессипе Чăваш Ен 2-мĕш вырăн (11,3 тонна, ку вăл ФАО-ĕнчи вăтам кăтартуран 1,8 хут пысăкрах), сĕт туса илессипе - 1-мĕш вырăн (52,8 тонна, 2,5 хут пысăкрах) йышăнать.

Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçре "Вăрнарти аш-какай комбиначĕ", "Çĕрпÿ Беконĕ", "АККОНД-агро", "Чăваш бройлерĕ", "Тутаркассинчи чăх-чĕп фабрики", Муркаш районĕнчичĕп фабрики", Муркаш районĕнчи "Путь Ильича" агрофирма" анлă проектсем пурнăçлаççĕ.

Ялта пĕчĕк калăпăшлă хуçалăхсем аталанаççĕ. 2012 çулта вĕсем 4,4 миллиард тенкĕлĕх çăмăллăхлă кредитсем явăçтарнă. Çакă виçĕм çулхинчен 40: пысăкрах. Пирĕн ял ĕçченĕсен тупăшĕсем ÿсни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Сăмахран, 2012 çулта кил хуçалăхĕсем хуçалăхри пĕр çын пуçне усă куракан ресурссем 15 пин тенкĕ таран е çулталăк маларахри кăтартупа танлаштарсан 14,5: чухлĕ ÿснĕ.

Паян хастар та ĕçчен, яваплăха туякан ял çамрăкĕсен пурнăçра хăйсен пултарулăхне тÿрре кăларма чăн майсем пур, вĕсем малашлăхалла шанчăклăн пăхаççĕ. Килти хушма хуçалăх хуçисем хăйсен ĕç кăтартăвĕсене лайăх туйса илсе аталанура черетлĕ утăм тăваççĕ, килти хушма хуçалăх никĕсĕ çинче хресчен (фермер) хуçалăхĕсем туса хураççĕ. 2012 çулта çавнашкал 270 хуçалăх йĕркеленнĕ, вĕсенчен 60 процента яхăн йышĕ ял хуçалăх производствине аталантарма çăмăллăхлă кредитсем явăçтарнă.

Хăйсен уссине çирĕплетсе панă патшалăх паракан пулăшу мерисем кăçал та сыхланса юлĕç. Анчах та Раççей Пĕтĕм тĕнчери суту-илÿ организацине кĕнĕ условисенче производствăна тÿрремĕн субсиди парса пулăшмалли майсенчен майĕпен урăх тĕрлĕ пулăшу формисем çине куçма палăртнă.

Аграри отраслĕ инвесторсемшĕн илĕртÿллĕ шутланать. Чăваш Енре экологи тĕлĕшĕнчен шанчăклă апат-çимĕç тата технологисен рынокне аталантарма пĕтĕм май пур. Паянхи куна республикăн таса апат-çимĕç продукцийĕн коллективлă брендне тăвассипе çыхăннă йĕркелÿ ĕçĕсене туса ирттернĕ, "Чăваш биопродукчĕ" суту-илÿ паллине регистрациленĕ, экологи тĕлĕшĕнчен таса апат-çимĕç сутакан ятарлă лавккасем уçнă.

Агропромышленноç комплексĕн организацийĕсен умне хăйсем пăхса ÿстерекен тата туса илекен продукцие сертификацилес ĕçе 2013 çулта малалла тăсма тĕллев лартатăп. Мĕншĕн тесен çакă продукцине рынока кăлармалли тĕп çул тата яланхи туянакана тупма пулăшакан лайăх мел пулса тăрать.

Чăваш Ен пĕчĕк тата вăтам бизнеса патшалăх пулăшăвĕ памалли программăна тухăçлă пурнăçлассипе Раççейри чи лайăх сакăр регион шутне кĕнине палăртма кăмăллă. Предпринимательлĕхе пулăшу паракан инфратытăма йĕркелес ĕç вĕçленнĕ. Пилĕк бизнес-инкубатор, икĕ технопарк ĕçе кĕнĕ, Чăваш Республикин Гаранти фондне, Пĕчĕк бизнеса пулăшу паракан агентствăна, Инноваци центрне, Субконтрактаци центрне, нанотехнологисем енĕпе специализациленекен тата сайра тĕл пулакан тĕпчев оборудованийĕпе пуянлатнă. Ушкăнпа усă курмалли центр йĕркеленĕ. 2013 çулта Патăрьел салинче тата Сĕнтĕрвăрри хулинче инкубаторсем тума палăртнă.

Предпринимательлĕхе патшалăх енчен паракан пулăшу калăпăшĕ 2009 çулхи 156 миллион тенкĕрен 2012 çулта 405 миллион ытла тенкĕ таран пысăкланнă. Çавна пула пĕлтĕр пĕчĕк тата вăтам бизнес субъекчĕсенчен кĕрекен налук укçи-тенки калăпăшĕ кал-кал хушăнса пыни палăрчĕ тата вăл 1,9 миллиарда яхăн тенкĕпе танлашрĕ (2011 çулта - 1,5 миллиард тенке яхăн).

2013 çулта предпринимательлĕхе пулăшу памалли мĕн пур майсем сыхланса юлаççĕ тата анлăланаççĕ те. Сăмахран, шкул çулне çитичченхи ÿсĕмри ачасене пăхса тата асăрхаса тăрас енĕпе пурнăçлакан проектсене пулăшу памалли виçе пĕр илекен пуçне 600 пин тенкĕ таран ÿсет. Çавăн пекех инноваци компанийĕсене, ют патшалăха тавар сутакансене, лизинг илекенсене паракан пулăшу калăпăшĕсене ÿстерме палăртнă.

Предпринимательлĕх пуçарăвĕ аталанса пынипе пĕрлех республикăра производство лаптăкĕсемпе тивĕçтерес енĕпе çивĕч ыйту тухса тăчĕ. Кăçал промышленноç (индустри) паркне тăвас ĕçе пуçлама палăртнă, вăл пĕчĕк тата вăтам производствăсене компактлă майпа вырнаçтарма май парать.

ХИСЕПЛĔ ДЕПУТАТСЕМ, ЧĔННĔ ХĂНАСЕМ!

Раççей Президенчĕ Владимир Владимирович Путин палăртнă тăрăх, "…хуть хăш Правительствăн, хуть хăш çĕр-шыври хуть хăш ертÿлĕхĕн ĕç кăтартăвĕ, экономика сферинчи ĕç кăтартăвĕ социаллă пурнăç сферинче тăвакан, çынсене пурнăç улшăннине тата лайăх еннелле улшăннине туйса илме пулăшакан тивĕçлĕ кăтартусем пулса тăмалла".

Экономика задачисене татса пани, предпринимательлĕхе аталантарни, инвестици программисене пурнăçлани, бюджет тупăшĕсем ÿсни Чăваш Ен Правительствишĕн пĕртен-пĕр тĕллев мар. Макроэкономика кăтартăвĕсем лайăхланнипе пĕрлех республикăра пурăнакан халăхăн пурнăç шайĕпе унăн пахалăхĕ те ÿссе пымалла.

2012 çул тăршшĕнче эпир бюджет сферинче ĕçлекенсен ĕç укçине тапхăрăн-тапхăрăн ÿстерессине пурнăçларăмăр. Вĕрентекенсен уйăхри вăтам ĕç ÿкçи 15 655 тенкĕпе танлашрĕ, ку вăл 2011 çулхинчен 28: пысăкрах. Шкулчченхи учрежденисенче ĕçлекен воспитательсен ĕç укçи асăннă тапхăрта 34 процента çити ÿссе 10 278 тенке çитнĕ.

2013 çулхи I кварталта пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕренÿ учрежденийĕсенче ĕçлекен педагогика ĕçченĕсен уйăхри вăтам ĕç укçине экономикăри вăтам ĕç укçи шайне çитерме палăртнă. Ача сачĕсенче тăрăшакан воспитательсемпе педагогсен уйăхри вăтам ĕç укçине Чăваш Республикинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан сферăри вăтам ĕç укçи шайне иртсе пыракан çул хушшинче çитерме палăртса хунă.

Сывлăха сыхлас ĕçе модернизацилемелли программа шайĕнче врачсене тата медицинăн вăтам сыпăкри ĕçченĕсене хушма тÿлев пама палăртнине пула республикăри врачсен малтан шутласа çирĕплетнĕ уйăхри вăтам ĕç укçи 2012 çулхи чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 23 503 тенкĕпе танлашнă, медицинăн вăтам сыпăкри ĕçченĕсен вара - 13 502 тенкĕпе. 2018 çул тĕлне врачсен вăтам ĕç укçи регионти вăтам ĕç укçи шайĕнчен икĕ хут, вăтам тата кĕçĕн сыпăкри ĕçченсен ĕç укçи - пĕрре çурă хут пысăкрах пулĕ.

Культура ĕçченĕсен ĕç укçи 2012 çулта вăтамран 22: ÿснĕ. Ку кăтарту енĕпе Чăваш Ен федерацин Атăлçи округĕнчи чи лайăх регионсен шутне кĕрет. Раççей Федерацийĕн Президенчĕ лартнă тĕллевсене шута илсе 2013 çулта культура учрежденийĕсен ĕçченĕсен ĕç укçи 15: ÿсмелле, 2018 çул тĕлне унăн виçи республикăри вăтам ĕç укçи виçипе танлашмалла.

Çакна хушса хурас тетĕп, Чăваш Енре - муниципалитетăн ача-пăча 47 ÿнер шкулĕ, вĕсенче 15031 ача вĕренет. 1-9 классенче вĕренекен ачасен ÿнер шкулне çÿрекен йышĕ 14: танлашнă. Ку енĕпе эпир Раççей Федерацийĕнче малти вырăнсенче тăратпăр.

Республика халăхăн çăмăллăхсемпе усă куракан ушкăнĕсем тĕлĕшпе хăй çине илнĕ обязательствăсене туллин пурнăçлать. Çакă, уйрăммăн илсен, ветерансене, тыл ĕçченĕсене, реабилитациленĕ тата политика репрессийĕсенчен хур курнă çынсене социаллă пулăшу парассине пырса тивет.

Регионти çăмăллăхсемпе усă куракансене социаллă пулăшу пама уйăракан укçа-тенкĕ калăпăшĕ çулсерен ÿссе пырать. Асăннă тĕллевсем валли 2012 çулта республика бюджетĕнчен 1,8 миллиард тенкĕ уйăрнă. Ÿсĕм, 2011 çулхи 1,6 миллиард тенкĕпе танлаштарсан, 12,5: шутланать. 2013 çулта ун валли 1,9 миллиард тенкĕ тăкаклама палăртса хунă. Кашни тăваттăмĕш çемьех пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн тÿлеме вăл е ку майпа патшалăх пулăшăвне илсе тăрать.

2012 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа Чăваш Енре "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ята илме ирĕк пур граждансен ушкăнĕсен переченьне пысăклатнă. Ĕç ветеранĕсем валли палăртнă социаллă пулăшу мерисене илмелли правăна пысăк ĕç стажĕллĕ - хĕрарăмсемшĕн 40 çултан, арçынсемшĕн 45 çултан кая мар - граждансем тивĕçнĕ. Паянхи куна "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ята стаж тăрăх 19 пин ытла ветеран илнĕ. Çул шайне хĕрарăмсемшĕн 35 çул, арçынсемшĕн 40 çул таран чакарасси малашлăхра тумалли тепĕр утăм шутланать.

Нумай ачаллă çемьесене пулăшма 100 пин тенкĕпе танлашакан республикăн амăшĕн (çемье) капиталĕн хушма социаллă пулăшу мерине çирĕплетнĕ. Ăна çемьесем 2012 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа виççĕмĕш е ун хыççăнхи ачасем çуралсан илсе тăраççĕ. 1950 ытла сертификат панă та ĕнтĕ, çав шутран 114 çемье республикăн амăшĕн (çемье) капиталĕпе хăйсен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатма усă курнă.

2013 çулта ача амăшĕсене пулăшас тата ача çураласлăха ÿстерес тĕллевлĕ социаллă политика вăйланать. Çакăн валли кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа виççĕмĕш е ун хыççăнхи ачасем çуралсан кашни уйăхра укçа-тенкĕ тÿлевĕ уйăрса параççĕ. Ăна Чăваш Республикинчи çын пуçне тивекен вăтам тупăшран сахалрах тупăш илекен çемьесене ачасем валли çирĕплетнĕ пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçе шайĕпе тÿлеççĕ. Малтанхи хаклав тăрăх, çав тÿлеве 2013 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа виççĕмĕш е ун хыççăнхи ача çуратнă çемьесем 100 процента яхăнах илсе тăрĕç.

Пирĕн тĕллев ветерансемпе сусăр çынсемшĕн, ватă çынсемпе нумай ачаллă çемьесемшĕн палăртнă социаллă гарантисене сыхласа хăварасси кăна мар, вĕсене социаллă хÿтлĕх памалли майсене тăтăшах вăйлатса пырасси те пулса тăрать.

Ача çураласлăха хавхалантармалли тухăçлă мерăсем йышăннине пула Чăваш Енре демографин тĕп кăтартăвĕсен кал-кал аталанăвĕ палăрмаллах улшăнчĕ. Тулли кăмăлпа çакна палăртатăп, 2012 çулта, юлашки 20 çулта пĕрремĕш хут, халăх хăй халлĕн чакса пыни ÿсĕмпе ылмашăнчĕ. Юлашки хут кунашкалли 1992 çулта пулнă. Иртнĕ çул пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх ÿсĕм шайĕ 1000 çын пуçне Ç 0,7 кăтартупа танлашнă, кĕтекен пурнăç тăршшĕ вара - 70,6 çулпа.

Общество аталанăвĕн шайĕ вăл хавшак сывлăхлă çынсем çине мĕнлерех кăмăлпа пăхнинчен килет. "Ырлăхра самант кăна пулатăн - пĕтĕм хурлăхна манатăн", - тет халăх ăсĕ. Хальхи вăхăтра Чăваш Енре 90,2 пин сусăр çын пурăнать. Юлашки çулсенче вĕсене ĕçе вырнаçтармалли тухăçлă тытăм йĕркеленĕ, обществăпа пĕрлешме чаракан чăрмавсене сирес тĕлĕшпе нумай ĕç туса ирттернĕ. Республика ку енĕпе тунă çитĕнÿсене Раççей Правительствин Председателĕ Дмитрий Анатольевич Медведев палăртса хăварнă.

Анчах та ыйтăва тĕппипех татса парасси инçе-ха. Професси пĕлĕвĕ паракан тытăмра усă курма лайăх хутлăх йĕркелес, специализациленĕ ĕç вырăнĕсем, килти условисенче пĕлÿ илмелли майсем тăвас ыйту çивĕч тăрать. Унсăр пуçне пурнăçра тĕрлĕ сăлтава пула сусăра тухнă тата квалификацине улăштарас текен çынсем илекен профессисен тата вĕсене вĕренÿ енĕпе паракан пулăшу ĕçĕсен спектрне анлăлатмалла.

Социологи тĕпчевĕсем çакна кăтартаççĕ, ал-ури кирлĕ пек ĕçлемен граждансен 60: общество транспорчĕпе усă курнă чухне, 48: вара - тавар туяннă чухне тĕрлĕ чăрмавпа тĕл пулать. Куç курманран сусăра тухнисен иккĕ виççĕмĕш пайĕ хăйсене спорт сооруженийĕсемпе кану вырăнĕсене кĕрсе çÿреме йывăррине е пачах та май çуккине палăртать.

Çак çивĕч ыйтусене татса пама Республикăри професси пĕлĕвĕ паракан специализациленĕ центр туса хума, сусăр çынсене професси илме пулăшмалли ыйтусене çутатма массăллă информаци хатĕрĕсене хастартарах явăçтарма палăртнă.

Реабилитацилекен хăватлă база кирлĕ. Вăл тĕрлĕ профильлĕ специалистсен вăй-халне йĕркелесе тăма, диагностика пулăшăвне кирлĕ шая çĕклеме, реабилитаци ĕçĕсене йĕркелÿ тата наукăпа методика тĕлĕшĕнчен комплекслă майпа тивĕçтерме пулăшĕ.

2011-2012 çулсенче Сывлăха сыхлас ĕçе модернизацилемелли программа шайĕнче ача çуратмалли çуртсене 100 проценчĕпех юсанă, ял халăхне пулăшу паракан районсен хушшинчи центрсене вара - 80).

Медицина учрежденийĕсен тухăçлă ĕçне, хальхи вăхăтри технологисене ĕçе кĕртнине, паракан медицина пулăшăвĕн пахалăхне ÿстернине пула эпир лайăх кăтартусем тума пултартăмăр. Чĕрепе юн тымарĕсен, онкологи чирĕсемпе тытăмлăн кĕрешни юлашки ултă çулта вилеслĕх шайне чакарма пулăшрĕ, юн çаврăнăшĕн тытăмĕн чирĕсене пула вилессине 16,2:, палăракан шыçăсенчен - 9,1:, туберкулезран - 44,4:.

Сывлăха сыхлас ĕçе модернизацилемелли программăна тухăçлă пурнăçланăшăн Чăваш Ен 2012 çулхи юпа уйăхĕнче 145,8 миллион тенкĕ хушма укçа илчĕ. Ăна республикăри 6 сиплев учрежденине юсама, куçăмлă сывлăх центрĕ, халăха тата ачасене диспансеризаци тумалли куçăмлă комплекссем туянма, васкавлă медицина пулăшăвĕ памалли 43 санитари автомашини туянма янă.

Ман Указпа килĕшÿллĕн 2013-2015 çулсенче ял поселенийĕсен территорийĕнче модульлĕ фельдшерпа акушер пункчĕсем уçăлмалла. Çакă ял çыннисен сывлăхне упрас тата çирĕплетес енĕпе ĕçлекен тытăма лайăхлатать, медицинăн паха пулăшăвĕпе усă курма меллĕ майсем йĕркелет тата ăна хăй вăхăтлă тума пулăшать.

Пысăк технологиллĕ медицина малалла аталанать. Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕн никĕсĕ çинче паракан пысăк технологиллĕ пулăшăва пула республика асăннă сферăра малти вырăна тухрĕ.

Çав хушăрах унта усă куракан мĕн пур протез - ют çĕр-шывăн. Пултаруллă та пуçаруллă предпринимательсене уйрăм çынпа патшалăх ĕçтешлĕхне йĕркелесе лайăх пахалăхлă протезсене хамăр çĕр-шывра туса кăларас пирки шухăшласа пăхма сĕнетĕп. Унсăр пуçне, медицина отраслĕнче инвестици явăçтарма илĕртÿллĕ тата темиçе çул-йĕр пур. Медицина каяшĕсене çĕнĕрен ĕçе кĕртмелли завод тума вăхăт çитнĕ. Республика Правительстви пайăр инвесторсен ĕçлĕ сĕнĕвĕсене пăхса тухма тата асăннă проектсене пурнăçлас ĕçре пулăшма хатĕр.

Халăха сиплеме каякан тăкаксене чакарас тата наци сывлăхĕ çирĕп пултăр тесен, чирсене асăрхаттарассине вăйлатмалли паллă. Шел пулин те, пирĕн граждансем вăрах вăхăт хушши хăйсен сывлăхĕ çине çиелтен пăхса пурăннă. Паян иртнĕ тапхăрти йăнăшсене тÿрлетме тивет.

Лайăх йĕркеленĕ пропаганда ĕçне пула обществăра табак туртас йăлана сивлес туртăм палăра пуçларĕ, республикăри ытларах та ытларах çын сывă пурнăç йĕркине суйласа илет. Ку лайăх туртăм. Халĕ тепĕр, чăннипех те çивĕч тăракан ыйтăва - халăх ĕçке ерсе пынине - татса пама вăхăт çитрĕ.

Пурнăç çакна кăтартса парать, чару майĕсем çак ĕçре кĕтнĕ пек усă памаççĕ, уссинчен ытларах сиен кÿреççĕ. Ĕçкĕпе пуçарнă кĕрешÿре чăн малтанах ăнлантару ĕçне лайăх шайра туса пымалла, йĕркеленнĕ стереотипсене аркатмалла. XXI ĕмĕрте эрех-сăра ĕçесси пирĕншĕн халăх йăли шутланать текен кивелнĕ шухăшлава йĕркеллĕ ăспа-тăнпа йышăнма май çук. Ĕçекен çын хальхи саманара конкурентлă пулма пултараймасть, эрех-сăра вара питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ "сывлăх", "ăнăçлă карьера", "çемье телейĕ", "ытлă-çитлĕ пурнăç", "пултарулăха тÿрре кăларни" йышши ăнлавсемпе пачах та килĕшсе тăмасть.

Çитĕннĕ çынсем валли кăна мар, чăн малтанах çамрăксем валли ĕçкĕлĕхе хирĕç тухăçлă кампани йĕркелемелле. Халăха спортпа туслашма явăçтарас, сывă пурнăç йĕркин пĕлтерĕшне тата унăн уссине ăнлантарас енĕпе тăвакан ĕç пахалăхне тата та çÿллĕрех шая çĕклемелле. Поэтăн "Чунна кахалланма ан пар!" текен самахĕсем пирĕншĕн тĕп лозунг пулса тăмалла.

Пропаганда ĕçне вăйлатнипе пĕрлех республика Правительствин тата муниципалитет пĕрлĕхĕсен пуçлăхĕсен саккуна пăсса сутăнакан эрех-сăра çаврăнăшĕпе кĕрешес ĕçре административлă хушма мерăсем йышăнмалла.

Паян республикăра спортпа туслашма пĕтĕм май пур. Яллă районсенче ишмелли бассейнсемпе тата универсаллă залсемпе тивĕçтернĕ хальхи вăхăтри физкультурăпа спорт комплексĕсем тумалли программăна пурнăçланă. Пĕтĕм шайри бюджетсенчен вĕсене тума 2,5 миллиард ытла укçа-тенкĕ уйăрнă. Хулара пурăнакансем ыйтнипе Шупашкарта хальхи вăхăтри çĕнĕ спорт комплексĕсем çĕкленеççĕ.

Çынна хастар пулма, сывă пурнăç йĕркине йышăнма çамрăкранах вĕрентмелле. çавăнпа та республикăра ачасемпе çамрăксен спортне аталантарасси тĕп вырăнта тăрать. Юлашки çулсенче тунă мĕн пур физкультурăпа спорт комплексĕсене ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕсене панă. Çакăн пек тĕллев лартнă - 3 çул хушшинче шкул çулĕнчи кашни иккĕмĕш ачанах ачасемпе çамрăксен спортне явăçтармалла.

Çав вăхăтрах хăш-пĕр спорт организацийĕсенче ĕç çине çиелтен пăхнине те асăнмасăр иртме çук. Ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕсенче тăрăшакан тренерсене ĕçшĕн тÿлессине улăштарма вăхăт çитнĕ, вĕсен ĕç укçи ĕç кăтартăвĕпе тÿрремĕнех çыхăнса тăмалла. Чылай чухне тренерсем палăртакан кăтартусем секцисене чăнласах çÿрекен ачасен шучĕпе килĕшсе тăмаççĕ. Цифрăсемпе çавнашкал ирĕклĕн усă курма юрамасть - хамăра улталама кирлĕ мар. Физкультурăпа спорт комплексĕсем республикăри вăтам кăтартуран сахалрах шайри хăватлăхпа ĕçлекен муниципалитетсенчи вырăнти хăй тытăмлах органĕсен спорт учрежденийĕсемпе халăх сывлăхне çирĕплетес тĕлĕшпе тухăçлăрах усă курмалли мерăсем йышăнмалла.

Ачасем хушшинче сывă пурнăç йĕркине сăмахпа кăна "пропагандăлакан" хăш-пĕр мăн çынсен икĕ питлĕхне тĕпрен пĕтермелле. Спорт шкулĕсенчи табак туртакан тренерсене, çавăн пекех вĕренÿ тата медицина учрежденийĕсен директорĕсене асăрхаттарнă е çав сиенлĕ йăларан хăтăлаççĕ, е вĕсен хăйсем валли урăх ĕç вырăнĕ шырама тивет. Эпĕ Чăваш Енри ачасем аслисенчен ырă тĕслĕх илсе тĕреклĕ те çирĕп сывлăхлă тата вăйлă пулса ÿсессе шанатăп.

2012 çулта Чăваш Ен спротсменĕсем Лондонри (Великобритани) XXX Олимп тата XIV Паралимп вăййисенче ăнăçлă ăмăртрĕç. Олимпиадăра марафонта чупса бронза медале çĕнсе илнĕ Татьяна Архипова тата Паралимп вăййисенче чупса виçĕ хут чемпион пулса тăнă Елена Иванова хăйсен хушамачĕсене тĕнчери спорт çул çыравне çырса хучĕç. Эдера Лаврентьева тата Артем Щербаков çамрăк самбистсем те хăйсем çинчен тивĕçлипе пĕлтерчĕç, вĕсем çамрăксен тĕнчери чемпионатĕнче чăваш самбо историйĕнче пуçласа ылтăн медаль çĕнсе илчĕç.

Кăçал Раççейри пĕрлештернĕ командăсен официаллă списокне спортăн 25 тĕсĕпе Чăваш Республикин 145 спортсменне, çав шутра сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшак шутланакан 16 спортсмена, кĕртнĕ. Пирĕн çавнашкал атлетсен шучĕ тăтăшах ÿссе пытăр тата вĕсен хушшинче уйрăмах пултаруллисем, лидерсемпе чемпионсем тупăнсах тăччăр тесе çине тăрса тăрăшмалла.

Хамăрăн спортсменсене - Раççей Федерацийĕн пĕрлештернĕ командисен кандидачĕсене 2014 çулта Сочи хулинче иртекен хĕллехи XXII Олимп вăййисене тата хĕллехи XI Паралимп вăййисене хутшăнма ăнăçлăн хатĕрлесси пĕлтерĕшлĕ тĕллев шутланать. Вĕсене кашни уйăхрах стипенди уйăрса пама палăртнă.

Республикăра Пĕтĕм Раççейри тата Европа шайĕнчи ăмăртусем час-часах иртеççĕ. Пĕлтĕр Шупашкарта умлă-хыçлă иккĕмĕш çул çăмăл атлетика енĕпе иртнĕ Раççей чемпионачĕ унта хутшăннисемшĕн тата куракансемшĕн манăçми пулăм пек асра юлчĕ. Пĕтĕм Раççейри çăмăл атлетика федерацийĕн президенчĕ Валентин Балахничев палăртнă тăрăх Чăваш çĕрĕ çитĕнÿсемпе çĕнтерÿсен символĕ пулса тăчĕ, Шупашкар вара пысăк шайри ăмăртусем ирттермелли питĕ лайăх вырăн пулнине тепĕр хут çирĕплетрĕ.

Пысăк пĕлтерĕшлĕ спорт ăмăртăвĕсене йĕркелесе ирттерес ĕçри çÿллĕ шайри яваплăх, Чăваш Ен хăнасене яланах ăшă кăмăлпа кĕтсе илни пирĕн республика тĕп хулине çăмăл атлетика енĕпе Европăн командăсен чемпионатне ирттермелли правăна çĕнсе илме пулăшрĕç. 2015 çулта Шупашкара Европăри 12 çĕр-шывран 1200 яхăн чи вăйлă спортсмен, массăллă информаци хатĕрĕсен 500 ытла представителĕ, пĕтĕмпе вара 5 пине яхăн хăнапа çăмăл атлетика форумне хутшăнакансем килеççĕ. Эпир вĕсене пурне те тивĕçлипе кĕтсе илесси, ăмăртусем вара чи çÿллĕ йĕркелÿ шайĕнче иртесси пирки эпĕ пĕрре те иккĕленместĕп.

Сывлăха сыхлас ĕç тытăмĕн тухăçлăхне ÿстерес, ачасемпе çамрăксен спортне аталантарас, сывă пурнăç йĕркине пропагандăлас енĕпе тунă япăхах мар кăтартусене палăртнă хыççăн пăшăрхантаракан лару-тăру çинчен те асăнса хăвармасăр пултараймастăп. Ку вăл çул çинчи транспорт инкекĕсене пула вилекенсен йышĕ çаплипех пысăк пулни.

Çул-йĕр çинчи транспорт инкекĕсене пула вилеслĕхе чакарасси паĕсене пула вилеслĕхе чакарасси паракан медицина пулăшăвĕн шайĕнчен кăна килмест. Лару-тăрăва йĕркене кĕртме, чăн малтанах, çуран çÿрекенсен тата водительсен çул-йĕр çинчи культура шайне ÿстермелле.

Çул-йĕр хăрушсăрлăхне тивĕçтермелли, çул çинчи транспорт инкекĕсене сирмелли, "Васкавлă медицина пулăшăвĕн" службисен ĕç тухăçлăхне ÿстермелли майсенчен пĕри ГЛОНАСС технологийĕсене ĕçе кĕртни пулса тăрать. Сăмахран, çак тытăмпа усă курнине пула ялта "Васкавлă пулăшу" бригадине чĕннĕ хыççăн вăл вырăна пырса çитекен вăтам вăхăт 18 минутпа танлашнă, нормăпа пăхнă вăхăт вара 20 минут.

Çул-йĕр хăрушсăрлăхне ÿстерме çулсен пахалăхне лайăхлатмалла. çул-йĕр ĕçĕ-хĕлĕ валли 2012 çулта бюджетран уйăрса панă укçа-тенкĕн пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 2092,2 миллион тенкĕпе танлашнă, 135,9 километр çул-йĕре юсанă. Пуçласа мĕн пур муниципалитетах, тĕп хулана - Шупашкара кăна мар, картишсене юсама укçа-тенкĕ уйăрса панă. 2012 çулта пĕтĕмпе 253 картиш территорине тата вĕсен патне пымалли 158 çула юсанă.

2013 çулта ку енĕпе тумалли ĕçсем малалла тăсăлĕç, Çулталăк вĕçнелле вара республикăри халăх пурăнакан вырăнсем тăрăх иртекен федераци трассисен мĕн пур лаптăкнех çутăпа тивĕçтерĕç.

Республикăри вĕренÿ тытăмне çирĕплетме тата аталантарма 2012 çулта 2,3 миллиарда яхăн укçа-тенкĕ янă, модернизаци программи шайĕнче кашни виççĕмĕш шкулах тĕпрен юсанă.

"Авангард" банкпа пĕрле шкул ачисен апатланăвĕшĕн укçасăр татăлмалли проект пурнăçланать, унăн уссине ачасен ашшĕ-амăшĕ палăртнă та ĕнтĕ. Асăннă тытăма пула ачасем хăйсен укçине кирлĕ-кирлĕ мар апат-çимĕç илсе пĕтермеççĕ, ашшĕ-амăшĕпе вĕрентекенсем вара шкул ачисем вĕри апата вăхăтра çинине асăрхаса тăма пултараççĕ.

Анчах та, вĕренÿ тытăмне лайăхлатнине пăхмасăр, Чăваш Ен экономикин тĕп отраслĕсем валли ăста кадрсем хатĕрлес ыйту çаплипех çивĕч тăрать. Республикăри аслă шкулсем ĕç рынокĕнче кирлĕлĕхпе палăрсах кайман юристсемпе экономистсене вĕрентсе кăларма пăрахман-ха. Çав вăхăтрах машинăсем туса кăларакан тата электротехника промышленноçĕнчи предприятисем, унти ĕç укçи ресубликăри вăтам ĕç укçи шайĕнчен 2-3 хут пысăкрах, кадрсем çитменни палăрать.

Çакнашкал шайлашусăрлăх сăлтавĕ шкул пĕтерекен ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕ професси суйласа илессипе çыхăннă. 11 класс пĕтерекен çамрăксен 70 процентран ытла йышĕ аслă шкулсене вĕренме кĕрет, 20 проценчĕ кăна професси училищисемпе техникумсене, колледжсене суйласа илет.

Професси пĕлĕвĕ паракан тытăма ĕç рынокĕнчи хальхи вăхăтри кирлĕлĕхе шута илсе йĕркелемелле. Инновациллĕ вĕренÿ модельне пурнăçлас, ĕç специальноçĕсен хисепне ÿстерес тĕлĕшпе республика бюджечĕн укçи-тенки шучĕпе пуçламăш професси пĕлĕвĕ тата вăтам професси пĕлĕвĕ паракан учрежденисенче кадрсене вĕрентсе хатĕрлемелли калăпăша тата профильсене 2013 çулта республикăра пуçласа конкурс никĕсĕ çинче йĕркелеççĕ.

Пулас инженерсемпе конструкторсене шкулта вĕреннĕ вăхăтрах хатĕрлеме тытăнас тесен çамрăксене математика пĕлĕвĕпе кăсăклантармалла, çавăн пекех ăслăлăхпа техника задачисене татса пама хăнăхтармалла.

2012 çулта тухнă Указпа килĕшÿллĕн Чăваш Енри шкулсенчен вĕренсе тухакан, патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕнче математикăпа тата физикăпа 75 е унтан та ытларах балл пухнă, республикăри професси пĕлĕвĕ паракан учреждение вĕренме кĕнĕ çамрăксене хушма стипенди параççĕ. Унсăр пуçне 35 шкулта инженер класĕсем йĕркеленĕ. Кăçал республикăра аслă классенче вĕренекен пĕтĕм ачасен виççĕмĕш пайĕ физикăпа математика профилĕпе ăс пухать.

"Интеграл" технопарк хутшăннипе республикăра унччентерех пурте лайăх пĕлнĕ çамрăк техниксен станцийĕ евĕр çамрăксен наукăпа техника пултарулăх центрĕсем йĕркеленеççĕ. Шупашкарти 55-мĕш шкулта 7 "а" класра вĕренекен Илья Васильев вара ачасене техникăпа тата ăс-хакăл ĕçĕпе кăсăклантарассине ача садĕнченех тытăнма сĕнет. Çак çырăва хатĕрленĕ вăхăтра Илья ман пата çыру çырса ячĕ, унта вăл çулĕпе çамрăк пулнине пăхмасăр, токарь тата фрезерлă станоксемпе ĕçлеме пĕлни, дельтапланпа вĕçни, авиамодельсем ăсталани çинчен пĕлтернĕ. Вăл халех Чăваш Енре самолетсем валли детальсем туса кăларакан производство йĕркелесе ярасси пирки шухăшлать.

Çавнашкал пуçаруллă, çирĕп тĕллевлĕ ачасем вĕренеççĕ чăваш шкулĕсенче, çавăнпа та пирĕн республикăн малашлăхĕ лайăх пуласси пирки шантарсах калама пулать. Пултаруллă ачасене пулăшса пыма инновациллĕ вĕренÿ учрежденийĕсен тытăмне йĕркеленĕ, тĕрлĕ шайри ăс-хакăлпа пултарулăх конкурсĕсем иртеççĕ, пысăк талантлă ачасене пулăшса тата асăрхаса тăмалли пайăр программăсем пурнăçланаççĕ, пурлăх тата мораль тĕлĕшĕнчен пулăшу памалли майсене ĕçĕ кĕртнĕ. Çак çул-йĕр енĕпе Чăваш Ен малта пырать, çакна Раççей Патшалăх Канашĕн Президиумĕн ларăвĕ Шупашкарта иртни лайăх çирĕплетсе пачĕ, унта пирĕн опытпа çĕр-шыври ытти регион та паллашрĕ.

Шкулчченхи вĕренĕве аталантарасси çине эпир унчченхинчен чылай ытларах тимлĕхпе пăхма пуçларăмăр. Ача сачĕ вăл - кирек мĕнле ачашăн та пурнăçпа паллашмалли пĕрремĕш картлашка, унта вăл хăйне ыттисен хушшинче тытма вĕренет, ушкăнри хутшăну культурине ăша хывать. Унăн вăй-халĕпе кăмăл-сипечĕн малашнехи аталанăвĕн никĕсĕ шăпах ача садĕнче йĕркеленет.

Аса илтеретĕп: Чăваш Республикинче юлашки çирĕм çулта шкулчченхи ача-пăча валли çĕнĕ пĕр вĕренÿ учрежденине те хута яман. Вĕсене анлăн тăвасси пĕлтĕр пуçланчĕ, çĕнĕ 8 ача сачĕ хута кайнă. Унсăр пуçне шкулсенчи пушă пÿлĕмсенче 975 вырăнлă 39 ушкăн ĕçлеме пуçланă. Пĕлтĕр шкулчченхи вĕренÿ сферинче пĕтĕмпе 3514 çĕнĕ вырăн йĕркеленĕ.

Шкулчченхи вĕренĕвĕн урăхларах майлă формисем аталанаççĕ. Республикăра хальхи вăхăтра муниципалитет вĕренÿ учрежденийĕн тытăмлă пайĕ шутланакан 14 çемье тата килти 2 ача сачĕ ĕçлет.

Министрсен Кабинечĕпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен умне виçĕ çул хушшинче хальхи вăхăтри ача сачĕн 54 çуртне туса хута яма, пушă пÿлĕмсем пур пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенче хушма 2550 вырăн тата уйрăм çын тытса тăракан ача сачĕсенче 1040 вырăн йĕркелеме тĕллев лартнă.

Чăваш Ен Раççей Федерацийĕн субъекчĕсенчен пĕрремĕш пулса шкулчченхи вĕренÿ учрежденийĕсем тума тата юсаса çĕнетме укçа-тенкĕ уйăрассипе çыхăннă проекта Пĕтĕм тĕнчери финанс корпорацийĕпе пĕрле пурнăçлама тытăнчĕ. Пĕлтĕр çав тĕллевсем валли 500 миллион тенкĕпе танлашакан вăрах вăхăтлăх кредитпа усă курнă. Кăçал эпир 8 çулта парса татмалли майпа тата 500 миллион тенкĕлĕх кредит укçи-тенкине явăçтарма палăртатпăр.

Яваплă йышăнăва пурнăçлатпăрах. 2013 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне Чăваш Республикинчи 3 çултан пуçласа 7 çула çитичченхи ачасене, 2015 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне вара - 1,5 çултан пуçласа 7 çула çитичченхи ачасене вырăнсемпе тивĕçтеретпĕр.

Шел пулин те, ачасен ашшĕ-амăшĕшĕн савăнăçлă хыпар пĕлтернипе пĕрлех çитменлĕхсем пирки те асăнса хăварма тивет. Шупашкар районĕнчи Кÿкеç поселокĕнче тата Шупашкарти Гладков урамĕнче шкулчченхи вĕренÿ учрежденийĕсем тумалли сроксем тăсăлса кайнă. Подрядчиксен япăх ĕçне пула пĕлтĕр 500-е яхăн пепке ача садне каяйман.

ХИСЕПЛĔ ДЕПУТАТСЕМ!

2020 çулччен хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма шутлакан Раççейри çемьесен 60 процентне пурăнма юрăхлă тата хăтлă çурт-йĕрпе тивĕçтерме палăртнă. Раççей Федерацийĕн Президенчĕ лартнă çак тĕллев, паллах, пурнăçланмалла.

Чăваш Ен пурăнмалли çурт-йĕр тăвас ĕç хăвăртлăхне ÿстерсе пырассипе чылай çул хушши ĕнтĕ лидер-регионсен шутне кĕрет. Пĕр çын пуçне хута яракан пурăнмалли çурт-йĕр лаптăкĕ енĕпе республика федерацин Атăлçи округĕнчи регионсем хушшинче малта пырать (1000 çын пуçне 709 тăв.м). Строительство материалĕсем туса кăларакан отрасль туса хунă, вăл ăнăçлă ĕçлет. Красноармейски районĕнче "Трак керамики" проект хута кайсан строительство организацийĕсене питех те кирлĕ пиччĕн кирпĕч çителĕклĕ пулать, хальлĕхе ăна кÿршĕ регионсенчен кÿреççĕ. Çапла майпа миллиард çурă яхăн укçа-тенкĕ Чăваш Ен экономикинче юлать.

2012 çулта банксем тата "Чăваш Республикин Ипотека корпорацийĕ" АУО 7,5 миллиард кивçен укçа-тенкĕ уйăрса панă. 7584 гражданин кредит тата заем илнĕ. çĕкленекен е туянакан пурăнмалли çурт-йĕрĕн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 323,7 пин тăваткал метрпа танлашнă.

Чăваш Енре йĕркеленсе çитнĕ патшалăх тÿрремĕн паракан пулăшăва пула 2012 çулта 3,5 пине яхăн çемье хăйсемшĕн хваттер ытăвне татса панă. Вĕсенчен пине яхăнăшĕ - çамрăк çемьесем.

Тата 2,6 пин çамрăк çемье маларах туяннă пурăнмалли çурт-йĕршĕн тÿлеме илнĕ кредитсем енĕпе процентсем тÿлеме бюджетран пулăшу илнĕ. Республикăн пурăнмалли çурт-йĕр строительствин сферинче çаврăнакан кашни тăваттăмĕш тенкĕ - бюджетăн.

Унпа пĕрлех пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене официаллă йĕркепе лайăхлатма кирлĕ çемьесен йышĕ 75 пине яхăн, çав шутран 40 процента яхăн пайĕ пурăнмалли çурт-йĕр черетĕнче 10 çул ытла тăрать.

Пире проблемăллă, çав шутра пая кĕрсе тунă объектсемшĕн, эпир вĕсене туса пĕтерме пултараймастпăр имĕш, час-часах критиклеççĕ. Тулли яваплăхпа çапла пĕлтеретĕп, пур пек йывăрлăхсене пăхмасăр, çивĕч ыйтусене татса паратпăрах. Конкурс производствин ĕçĕсене вĕçленĕ хыççăн вăйсене пĕрлештернине пула çĕнĕ хулара строительство ĕçĕсем вырăнтан тапранчĕç. 2012 çулта кунта çĕнĕ çул хывнă, 14 пин тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр хута янă.

Пурăнма юрăхлă çурт-йĕр тăвас ĕçре конкурентлă лайăх хутлăх туса хума Чăваш Ен Правительстви пурăнмалли çурт-йĕр строительстви валли ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсен пысăк лаптăкне уйăрса парасси çинчен калакан йышăнăва ырланă. Паянхи куна çĕрпе усă куракан çурт лартакансем килĕшÿри обязательствăсен пĕрре вуннăмĕш пайне кăна пурнăçланă. Вĕсен тĕлĕшпе эпир çирĕп политика тытса пырăпăр тата пурăнмалли çурт-йĕр тума уйăрса панă çĕрсемпе тухăçлă усă курассине тивĕçтерĕпĕр. Çирĕплетнĕ йышăнăва пурнăçламаннисен тĕлĕшпе çакăн пек йĕркепе усă курăпăр, "Пултараймасан - вĕрентĕпĕр, ĕçлес темесен - хистесе ĕçлеттерĕпĕр". çакна астуса юлма тата суя ĕмĕтсенчен хăтăлма сĕнетĕп.

2013 çулта Чăваш Енре сахал хутлă уйрăм çын валли тăвакан çуртсене тата эконом класлă нумай хваттерлĕ пурăнмалли çурт-йĕре комплекслă майпа тума тытăнаççĕ. Ку енĕпе республика Раççей Регионсен аталанăвĕн министерстви пурнăçлакан пилотлă проекта кĕнĕ. Сахал бюджетлă çурт-йĕре массăллă майпа туни чăн малтанах республикăри сахал тупăшлă çынсене хваттер ыйтăвне татса пама пулăшĕ.

Экспертсен хаклавĕ тăрăх, патшалăхăн тата муниципалитетăн инженери инфратытăмĕпе тивĕçтернĕ çĕр лаптăкĕсене пурăнмалли çурт-йĕр лартма уйăрса пани туса пĕтернĕ çурт-йĕрĕн хăй хаклăхне коммерциллĕ уса куракан çурт-йĕрĕн рынокри вăтам хакĕнчен 15-25 процент чакарма май парать. Чăваш Республикин патшалăх харпăрлăхĕнчи тата муниципалитет харпăрлăхĕнчи çĕрсен резервне йĕркелеме тытăннă. çурт-йĕр лартакансене çав çĕрсенчен эконом класлă, 1 тăваткал метрĕ рынокри вăтам хакран 20 йÿнерех пулакан пурăнмалли çурт-йĕре комплекслă майпа лартма çĕр лаптăкĕсем уйăрса пама палăртнă.

Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен сахал хутлă пурăнмалли çурт-йĕр лартмалли территорисене комплекслă майпа алла илмелли муниципалитет программисене туса хатĕрлемелле тата йышăнмалла, çавăн пекех пурăнмалли çурт-йĕр тума уйăрса панă çĕр лаптăкĕсемпе тухăçлă усă курнине тĕрĕслесе тăрас енĕпе мерăсем çирĕплетмелле.

Пурăнмалли çурт-йĕр тăвассине хавхалантарма граждансен çурт-йĕр тĕлĕшĕнчи коммерциллĕ мар пĕрлешĕвĕсем, унта çурт-йĕрпе строительство кооперативĕсем те кĕреççĕ, пулăшĕç. Пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатас шутлă граждансене патшалăх пулăшăвĕ памалли хушма майсене ĕçе кĕртме палăртнă. Çав шута Чăваш Республикин патшалăхăн хаклă хучĕсене кăлармалли май та кĕрет.

Асăннă мерăсем тата ытти йышăнусем пурăнмалли çурт-йĕр сферинче конкурентлă тухăçлă хутлăх йĕркелеме май парĕç.

Сахал тупăшлă граждансене усă курма меллĕ майпа арендăна паракан пурăнмалли çурт-йĕр рынокне йĕркелес ĕç малалла тăсăлать, патшалăхăн коммерциллĕ майпа усă куракан пурăнмалли çурт-йĕр фондне йĕркелемелли вырăн анлăланать. çавнашкал çурт-йĕре малашне Шупашкарпа çĕнĕ Шупашкар хулисенче кăна мар, мĕн пур хула округĕпе муниципаллă районтах тума тытăнаççĕ.

Республикăра пурăнакан кашни çын интереснех пырса тивекен пĕлтерĕшлĕ тĕллевсенчен пĕри вăл пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх комплексĕ тухăçлă ĕçлессине тивĕçтересси пулса тăрать.

Ку сферăра лайăх кăтартусем тунă. Нумай хваттерлĕ çуртсен канашĕсем йĕркеленеççĕ, вĕсем паракан коммуналлă пулăшÿ ĕçĕсен пахалăхне тĕрĕслесе тăраççĕ. "Чăваш Республикин Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх интернет-порталне" йĕркелесе ĕçе кĕртнĕ, вăл управляющи компанисен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен калакан информаципе халăх уççăн паллашса тăрассине тивĕçтерет. Хăлăха хÿтелес шутпа хаксене 2013 çулăн иккĕмĕш çур çуллăхĕнче индексацилесси çинчен йышăну тунă, çакă инфляци 2013 çул пуçламăшĕнчех ÿсессине чарма май парать.

2013 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕччен поселенисене, хула округĕсене шыв парса тăмалли тата шыв юхтарса кăлармалли, çавăн пекех ăшăпа тивĕçтермелли схемăсене туса хатĕрлесе çирĕплетмелле.

Кăçал Патшалăхăн пурăнмалли çурт-йĕр инспекцийĕн вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе пĕрле муниципалитет çурт-йĕрне тĕрĕслесе тăракан тытăма республика саккунĕсен требованийĕсемпе килĕшÿллĕн ĕçе кĕртес тĕлĕшпе хастартарах ĕçлемелле. Коммуналлă сферăри лару-тăрăва ĕç тăвакан влаç органĕсен, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен тата пурăнмалли çурт-йĕр харпăрлăхçисен пĕрлехи вăйĕпе кăна лайăхлатма, кашни çуртпа кашни картишĕнче йĕрке тума, пурăнмалли майсене хăтлăлатма, энерги ресурсĕсемшĕн тÿлессине йĕркене кĕртме тата пулăшу ĕçĕсен пахалăхне ÿстерме пулать.

Чăваш Ен çĕр айĕнчи усăллă япаласемпе пуян регионсен шутне кĕмест. Çавăнпа та пирĕн пур пек ресурссемпе, чăн малтанах çĕрпе, май пур таран чи пысăк тухăçлăхпа усă курмалла.

Лайăх тата тĕллевлĕн ĕçленине пула 2008 çултан пуçласа ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ усă курман 116 пин гектар ытла çĕр лаптăкне çаврăнăша кĕртнĕ. Анчах та хăш-пĕр харпăрçăсем хăйсен çĕрĕсене çаплипех хыт-хура ÿстерме тытса тăраççĕ. Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем çинче никам ирĕк памасăрах пурăнмалли çурт-йĕр туса лартнă тĕслĕхсем те час-часах тĕл пулаççĕ.

Ман хушусемпе килĕшÿллĕн пайçăсен çĕрĕсен тĕлĕшпе тунă килĕшÿсенче саккуна пăснă тĕслĕхсене тишкереççĕ. Тĕслĕхрен, Муркаш тата Шупашкар районĕсенче ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр лаптăкĕсемпе тĕллевлĕн усă курманнине, халăхран вĕсене каярах сутса ярас шутпа кăна туяннине тĕпчесе пĕлнĕ. Хальхи вăхăтра çавнашкал тĕслĕхсем тăрăх Чăваш Ен Пурлăх министерстви тăратнă тавăç требованийĕсене тивĕçтерни çинчен калакан суд йышăнăвĕсем вăя кĕнĕ, асăннă килĕшÿсене тăвас тĕлĕшпе пуçару тунисен ĕçĕсене право сыхлакан органсем тĕпчеççĕ.

Çĕрпе çыхăннă ыйтусемпе малашне те саккуна пăсакан кирек кам тĕлĕшпе те, унăн статусне пăхмасăр, çирĕп право йышăнăвĕсем палăртĕç, республикăн тата граждансен пăснă прависене каялла тавăрĕç.

Çĕрĕн кашни гектарĕпе тĕллевлĕн усă курмалла! Ку ыйту экономикăпа та, политикăпа та, кăмăл-сипетпе те тÿрремĕнех çыхăнса тăрать, мĕншĕн тесен регионăн ырă ячĕ тата апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕ те унранах килет.

х х х

Гражданла общество йĕркелес тата патшалăх паракан пулăшу ĕçĕсен пахалăхне ÿстерес çул-йĕр малалла пурнăçланать. Паянхи куна Чăвш Енре 98 "чÿречеллĕ" нумай функциллĕ 20 центра шута илнĕ тата вĕсем ăнăçлă ĕçлеççĕ. Кăçал районсенче 18 "чÿречеллĕ" 6 НФЦ уçма палăртнă.

2015 çул тĕлне граждансен 90 процентран кая мар йышĕ хăйсем пурăнакан вырăнта 1 "чÿрече" йĕркепе пулăшу илме тытăнĕ. Çакăн валли мĕн пур муниципалитетра тата хушма 350 "чÿрече" йĕркелемелле. Асăннă ĕçе халь ĕçлекен пур пек тĕслĕх библиотекăсен никĕсĕ çинче туса ирттерме палăртнă, çакă бюджетăн 90 миллиона яхăн укçи-тенкине перекетлеме май парать.

Республикăра Общество палатине, Этем прависемпе тата Ача прависемпе ĕçлекен уполномоченнăйсен институчĕсене йĕркеленĕ, вĕсем аван ĕçлеççĕ. Предпринимательсен прависене хÿтĕлес енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй должноçне туса хуни çавнашкал тепĕр тĕрĕс утăм шутланать. Тивĕçлĕ Указа эпĕ ĕнер алă пусрăм.

Иртнĕ çултан пуçласа политика партийĕсене регистрацилемелли йĕрке ансатланчĕ, паянхи куна Чăваш Ен территорийĕнче Пĕтĕм Раççейри политика партийĕсен регионти 24 уйрăмне шута илнĕ. Республика Правительстви мĕн пур политика вăйĕсемпех усăллă диалог ирттерме хатĕр.

2012 çулта коммерциллĕ мар 70 общество организацийĕ грант мелĕпе пĕтĕмĕшле 16 миллион тенкĕлĕх пулăшу илнĕ. Эпĕ хамăн демократие çул парас, сăмах ирĕклĕхне çирĕплетес тата аталантарас çул-йĕре çирĕппĕн тытса пыратăп. Чăваш Ен влаç органĕсем прессăшăн уçă тата халăх интересĕсене пырса тивекен çивĕч ыйтусем тĕлĕшпе журналистсен ыйтăвĕсене хуравлама яланах хатĕр. Хам енчен эпĕ массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсене професси тивĕçне парăнса ĕçлеме, граждансен тĕрĕс информаци илмелли правине пăхăнма, объективлă тата социаллă яваплăхлă пулма чĕнсе калатăп. Пирĕн халăх: "Пĕр хĕлхемпе ял çунать, çын сăмахĕпе çын вилет", - тенине асра тытăр.

ХИСЕПЛĔ ДЕПУТАТСЕМ, ЧĔННĔ ХĂНАСЕМ!

Сăмахăма вĕçленĕ май, Чăваш Республикишĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ шутланакан йышăну - "Шупашкар хулине йĕркеленĕренпе 550 çул тата Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине уявласси çинчен" калакан Раççей Президенчĕн Указĕ пирки кăштах асăнса хăварас тетĕп.

Юбилей датисене уявлама хатĕрленес ĕçе Чăваш Енре пурăнакан кашни çемьепе кашни çыннăнах хутшăнмалла. Республикăна инвестицисем явăçтарма, тирпей-илем кĕртессине, юбилей объекчĕсене тăвассине тата вĕсене юсаса çĕнетессине тивĕçтерме, çавăн пекех уяв мероприятийĕсене массăллă информаци хатĕрĕсенче çутатса тăма экономикăпа управлени тытăмĕн тата ăс-хакăлăн вăй-хăватне пĕр тĕвве пĕрлештермелле. Мультипликативлă эффект кÿнипе пĕрлех çакă Чăваш Енĕн лайăх имиджне йĕркелеме пулăшать. Ансаттинчен тытăнмалла - пирĕншĕн йăлана кĕнĕ ырă ниме мелĕпе уса курса хамăр подъездра, картишĕнче, урамра йĕрке тумалла, çурт умĕнчи пахчара чечек лартса ÿстермелле, чалăшса кайнă хÿмене тÿрлетсе лартмалла, çуртăн мал енне сăрласа илем кÿмелле. Тăван ен тасалăхĕ тата типтерлĕхĕ куçа савăнтарать, ырă шанăç кÿрет, халăх кăмăл-туйăмне çĕклет, ыранхи куна шанчăклăн кĕтме вăй-хал хушать.

Раççейре 2013 çула Тавралăха хÿтĕлемелли çулталăк тесе пĕлтернĕ. "Тавралăх" текен ăнлав çут çанталăкпа экологи аспекчĕсене кăна уçăмлатмасть, вăл тата та анлăрах. Эпĕ моральпе кăмăл-сипетĕн тĕп паллисем - чĕре ăшши, ырă кăмăллăх, тимлĕх, ыттисене хисеплени, тÿрĕ кăмăллăх, хăйĕн пурнăçне ыттисемшĕн пама хатĕр пулни - çинче никĕсленсе тăракан "чун экологине" сыхласа упрасси пирĕншĕн кашниншĕн, çавăн пекех пĕтĕм обществăшăн та уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ тесе шутлатăп. Темле йывăр пулсан та, пирĕн вĕсене сыхласа хăвармаллах. Хамăршăн, ачасемшĕн, Чăваш Ен пуласлăхĕшĕн. Кашни çын чун-чĕринчех çутă тĕттĕме çĕнтерме, ырă вара усала парăнтарма пултартăр тесен, Тăван çĕр-шыв ырлăхĕшĕн тăрăшса ĕçлер, саккуна пăхăнса, таса чунпа пурăнар. Пирĕн пĕрлехи çитĕнÿсен никĕсĕ - çакăнта.

Итленĕшĕн пысăк тав.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика