16 февраля 2013 г.
РАЙОНТА кăна мар, ытти çĕрте те çĕнтерÿçĕсем пулса тăраççĕ çак хĕрсем. Вĕсене вун-вун ăмăртура курма пулать. Хальхинче Алина Муллинапа Полина Егорова кÿршĕллĕ Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Çĕнĕ Упи ялĕнче Лазарь Дергунова, социализмла ĕç Геройне халалласа ирттернĕ йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвне хутшăннă.
Вăтам çулхисен ушкăнĕнче 3 километрлă дистанцие хыçа хăварса Алина финиша пĕрремĕш çитнĕ. Полина вара 5 километра ыттисенчен маларах парăнтарнă, çĕнтерÿçĕ пулса тăнă.