16 февраля 2013 г.
ХĔЛ вĕçĕнче вĕçен кайăксене апат енĕпе уйрăмах йывăр тивет. Çавна май вĕсем валли йывăçсем е кил-çурт таврашĕнче сырăшсем çакни пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Виçпÿрт Шăмăршăри пуçламăш шкул-ача сачĕн территорийĕнчи йывăçсем çинче сырăшсем сахал мар. Вĕсене пĕчĕк ачасен ашшĕсем пĕлтĕр те, кăçал та туса çакрĕç.
Ача сачĕн аслă тата кĕçĕн ушкăнĕсенчи ачасем хăйсен воспитателĕсемпе пĕрле сырăшсем çине хĕл пуçланнăранпах куллен кĕрпе тата çăкăрпа сало татăкĕсем хурса параççĕ. Кайăксем апатланнине пĕчĕккисем кăмăллăн сăнаса тăраççĕ, ырă ĕç тунăшăн чунтан савăнаççĕ.