Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Картишне кĕрсен, мĕн сас лайăх?

18 февраля 2015 г.

Картишне кĕрсен, мĕн сас лайăх?

Тĕрĕс, выльăх-чĕрлĕх сасси. Ĕне, сурăх, сысна усрасан, чăх-чĕппе хур-кăвакала юратса пăхсан çемье сĕтелĕ те яланах тулли. Анат Чаткас ял тăрăхĕн администрацийĕ ял çыннисем выльăх-чĕрлĕх ытларах усраччĕр, хăйсене уйăрса панă çĕр лаптăкĕпе тухăçлă усă курччĕр тесе сахал мар тăрашать. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Лариса Петрова отчетлă докладра асăннă тăрăх, çулталăк хушшинче килти хушма хуçалăха аталантарма 45 хуçалăх пурĕ 11,3 миллион тенкĕ çăмăллăхлă кредит илнĕ. "АПК аталанăвĕ" наци проекчĕ пурнăçа кĕме пуçланăранпа вара 292 çын 60,9 миллион тенкĕ кредит илсе ăратлă выльăх-чĕрлĕх туяннă, вите-хуралтă çĕнетнĕ. Ялта 5 фермер хуçалăхĕ ĕçлет. "Восход" СХПК правленийĕ те килти хушма хуçалăхсене выльăх апачĕпе пулăшма тăрăшать. Докладра ялсене тирпей-илем кĕртес, çулсене юртан тасатса тăрас тата юсас ыйтусене те манса кайман. Тухса калаçакансем те ял илемлĕрех, халăх пурнăçĕ çăмăлрах пултăр тесе вырăнти влаç органĕн мĕн тумалли пирки паха сĕнỹсем пачĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Валерий Фадеев ял çыннисене районăн 2014 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономики мĕнле аталанни çинчен каласа пачĕ, халăх ыйтăвĕсем çине туллин хуравларĕ. "Йывăрлăхсем пур, вĕсем малашне те тупăнсах тăрĕç,- терĕ Валерий Петрович. - Анчах ял çынни нихăçан та патшалăх пулăшасса çеç шанса пурăнмасть, ырлăх-пурлăха хамăр алăпа ĕçлесе тумалла. Килти хушма хуçалăха аталантарни, выльăх-чĕрлĕх йышлă упрани çемье экономикине тĕреклетнипе пĕрлех ĕçсĕрлĕх ыйтăвне татса пама та пулăшать". Пухура район больницин тĕп врачĕн çумĕ Нина Ильина, 42-мĕш номерлĕ пушар чаçĕн пуçлăхĕ Александр Фомин, полицин районти уйрăмĕн ертỹçи Сергей Агеев, район çыннисен социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен пай пуçлăхĕ Николай Ендиеров та сăмах илчĕç, ял халăхĕн ыйтăвĕсем çине хуравларĕç. Тĕлпулăвăн савăнăçлă пайĕнче Валерий Фадеев ял пурнăçĕнче ырă тĕслĕх кăтартакан çынсене район администрацийĕн Хисеп грамотипе тата Тав çырăвĕпе чысларĕ. Ял халăхне Анат Чаткасри "Чебурашка" ача садне çỹрекенсемпе шкул ачисем тата Культура çурчĕ çумĕнчи илемлĕ пултарулăх коллективĕ юрă-ташăпа савăнтарчĕçН.ПИМЕНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика