18 февраля 2015 г.
Район çыннисен сывлăхĕ мĕнле шайра пуласси медперсонал профилактика ĕçне тỹрĕ кăмăлпа туса пынинчен тата сывă пурнăç йĕркине анлăн пропагандăланинчен нумай килет. Çавăн пекех инфекциллĕ мар чирсене (чĕре, онкологи, сахăр диабечĕ тата ытти те) диспансеризаци майĕпе маларах тупса палăртасси те пысăк пĕлтерĕшлĕ. "Районти тĕп больница район территорийĕнче пурăнакан 13369 çынна медицина пулăшăвĕ парать, - пĕлтерчĕ сывлăха сыхлас ĕçре вăй хуракансен канашлăвĕнче район больницин тĕп врачĕ Ирина Смирнова. - Çав шутра çитĕннисем 10489 çын (78,4 .), ачасем 2880-ăн (21,6.). Ĕçлеме пултаракан вăйпитти çынсен хисепĕ - 7234 çын (54,1.), аслă ăру çыннисем - 3255 çын (24,3.)". Район çыннисене районти тĕп больница квалификациллĕ медицина пулăшăвĕ парать. Кунти поликлиника сменăра 540 çынна йышăнма пултарать. Стационарта талăкĕпех сипленмелли 43 койка-вырăн, кăнтăрлахи вăхăтра сипленмелли 25 койка-вырăн пур. Кунсăр пуçне, пĕтĕмĕшле врач практикин офисĕнче кăнтăрлахи вăхăтра 13 койка-вырăнпа сиплеççĕ. Пĕтĕмĕшле врач практикин 6 уйрăмĕнче (вĕсенче 4 врач ĕçлет) тата 12 фельдшерпа акушер пунктĕнче çынсене малтанхи медицина пулăшăвĕ параççĕ. Районта демографи лару-тăрăвĕ япăхланнин сăлтавĕсене асăннă май, Ирина Смирнова диспансеризаци ĕçне анлăн туса пымаллине те палăртрĕ. 2014 çулта çитĕнсе çитнĕ 2688 çын сывлăхне тĕплĕн тĕрĕсленĕ. Диспансеризаци вăхăтĕнче пуçласа 431 чире, çав шутра 9 онкологи чирне тупса палăртнă. Канашлура тухса калаçнисем районта сывлăх сыхлавĕн ĕçне лайăхлатмалли майсене кăтартрĕç, лайăх сĕнỹсем пачĕç. Канашлу ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Валерий Фадеев хутшăнчĕ. Сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕсене Шăмăршă районĕн 2014 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн тĕп кăтартăвĕсемпе тата умра тăракан тĕллевсемпе паллаштарчĕ. Валерий Петрович çавăн пекех медицина персоналĕн ĕçне те хак пачĕ, ĕçри татса памалли ыйтусене пăлăртрĕ.
С.ЯКОВЛЕВ.