Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăхпа - куçа-куçăн

18 февраля 2015 г.

Районти ял тăрăхĕсенче отчетлă пухусем малалла пыраççĕ. Февралĕн 12-мĕшĕнче çакăн пек пуху Палтиел ял тăрăхĕнче пулса иртрĕ. 2014 çулта пурнăçланă ĕçсем çинчен халăх умĕнче ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Кешаф Сейфутдинов отчет туса пачĕ. Ял тăрăхĕн аталанăвĕн тĕп çул-йĕрĕ ял хуçалăх производстви пулса тăрать. Палтиелпе Патрирекре, "Мир" тата "Искра" ял хуçалăх предприятийĕсемсĕр пуçне, 11 хресчен (фермер) хуçалăхĕ ĕçлет. Икĕ ял çыннисем те килти хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх нумай усраççĕ. Хăйсенчен ытлашши ял хуçалăх продукчĕсене предпринимателе сутса укçа-тенкĕ ĕçлесе тăваççĕ. Пухура ял тăрăхĕнчи çитменлĕхсене те çĕклерĕç, урамсенче тирпей-илемшĕн ытларах тăрăшмаллине палăртрĕç. Çамрăксен пысăк пайĕ ялта çирĕпленсе юлманнипе, демографи ыйтăвĕ те çивĕч тăрать. Сывă пурнăç йĕркине çирĕплетессишĕн те депутатсемпе ялти актив çителĕксĕр тăрăшаççĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Валерий Фадеев пухăва пуçтарăннисене районăн 2014 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕпе , 2015 çулхи тĕллевсемпе тĕплĕн паллаштарчĕ. "Влаç органĕсен пĕтĕм ĕçĕ-хĕлĕ халăх пурнăçне лайăхлатассипе тачă çыхăннă, - терĕ Валерий Петрович. - Пирĕншĕн пур ыйту та пĕлтерĕшлĕ, вак-тĕвекрен пысăк çитменлĕхсем пулма пултараççĕ. Ялта ĕçсĕрлĕх пулмалла мар, чăннипех ĕçлес туйăмлисене пулăшатпăр. Чăнах та, эпĕ сире çăмăл пурнăç шантармастăп. анчах йывăрлăхсене парăнмасăр, ыррине шанса пурăнма чĕнсе калатăп". Пуху ĕçне район пуçлăхĕ Менир Хамдеев, район прокурорĕ Сергей Егоров, Шăмăршă районĕнчи пушар надзорĕн пайĕн ертỹçи Александр Кляжев хутшăнчĕç, ял çыннисен ыйтăвĕсем çине хуравларĕç. Ĕçре тата общество пурнăçĕнче ырă тĕслĕх кăтартакан ял çыннисене пухура район администрацийĕпе ял тăрăхĕн администрацийĕн Тав çырăвĕпе чысларĕç.

Н.ДОЛГОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика