Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Коллектив чысне çĕклет

18 февраля 2015 г.

Коллектив чысне çĕклет

Кашни ĕç коллективĕнчех чун-чĕререн тăрăшакан, сăпайлă та ырă кăмăллă çынсем пур. Районти тĕп больницăран сипленсе тухнисем çамрăк хирурга Алексей Любимова мухтанине пĕрре кăна илтмен. Кунта иртнĕ çултанпа çеç ĕçлет пулин те, Алексей Николаевич ырă ята тивĕç пулнă. Акă эпĕ пĕлтĕрхи декабрь уйăхĕнче йывăр чирлесе ỹкрĕм. Тухтăрсем пỹсĕр (грыжа) тесе диагноз лартрĕç. Мана Алексей Николаевич операци тăвасси çинчен пĕлсен, чунтан савăнтăм. Чăнах та, операци питĕ лайăх иртрĕ. Çичĕ сехетренех ура çине тăтăм. Алексей Николаевич кашни сехетрех палатăна пыратчĕ, манăн сывлăхпа интересленетчĕ. Ăшă кулăпа, çепĕç сăмахпа кăмăла çĕклетчĕ, пурăнма хавхалантаратчĕ. Операци тума хутшăннă Игорь Поляков тухтăрпа Людмила Лукьянова медицина сестрине те чĕререн тав тăватăп. Районти тĕп больницăра Любимовсен çемье династийĕ вăй илнине паян пурте ырлаççĕ. Алексей Николаевичăн амăшĕ - Анна Алексеевна - куç тухтăрĕ. Çав тери ăшă кăмăллă, çынна ырă сунакан лайăх специалист вăл. Ывăлĕ - Алексей Николаевич - амăшĕ пекех ылтăн алăллă çын. Любимовсен династийĕ коллектив чысне çĕклет, районти тĕп больницăра хăйсен профессине чунтан юратакан çынсем ĕçленине çирĕплетсе парать.

В.ЕГОРОВ,

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вăрман ĕçченĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика