18 февраля 2015 г.
Çак кунсенче агропромышленноç комплексĕн ыйтăвĕпе ĕçлекен, апат-çимĕç рынокĕнчи улшăнăва асăрхаса тăракан правительство комиссийĕн ларăвĕ иртнĕ. Унта ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, районсенчи ялхуçалăх управленийĕн, апат-çимĕç тата тирпейлекен предприятисен ертỹçисем хутшăннă. Ютран турттармасăр, вырăнтипе тăранар Ларăва уçнă май ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ - ялхуçалăх министрĕ Сергей Павлов Раççей Правительстви 2020 çулччен ялхуçалăхне аталантармалли патшалăх программине улшăнусем кĕртнине пĕлтернĕ. Сăмахран, документа 5 хушма программăпа пуянлатнă, АПК отрасльне пулăшма укçа татах уйăрма пăхнă. Кредитăн процент ставкине субсидилессине упраса хăварнă. Вăрлăх центрне тăвас, ялхуçалăх кооперацийĕсене пулăшас тĕлĕшпе те çĕнĕлĕхсем пур. Сĕтшĕн субсиди уйăрмалли йĕркере хăш-пĕр критерисене - сĕт сорчĕ, ĕне тухăçлăхĕ...- кăларнипе патшалăх пулăшăвĕпе ытларах та усă курма пултарĕç. - Программа тĕллевĕ - ют патшалăхран апат-çимĕç турттармасăр, вырăнтах аш-какай, сĕт, пахча-çимĕç, çĕрулми вăрлăхĕ, улма-çырла ылтарах туса илсе халăха тивĕçтересси, - тенĕ Сергей Павлов.
Хаксем пирки
ÇУР АКИ çывхарать. Кăçал 565 пин гектар акса-лартса хăвармалла (2014 çулхин 101,1 проценчĕ), çав шутра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем - 281 пин, çĕрулми - 36,2 пин, пахча-çимĕç 4,6 пин гектар йышăнмалла. Çур аки ирттерме пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхне 48,7 пин тонна янтăланă, çав шутра кондицие ларни 30,7 пин тонна (64 процент). Республикăри хуçалăхсем 3,4 пин тонна минерал удобренийĕ кỹрсе килнĕ (кирлин 17 проценчĕ). Удобрени вăхăтра туянайманни заводсем хака 20-60 процент хăпартса янипе те çыхăннă. Виçесĕр кармашакан хаксене хăваласа çитме йывăр. Заводсем таварăн 90 процентне чикĕ енне ăсатаççĕ, хаксене валютăпа палăртаççĕ. ГСМ, ялхуçалăх техники те вĕçĕмсĕр хакланса пырать. Акă, республикăри дилер компанийĕсенче МТЗ-82 трактор 938 пин тенке çитнĕ. Ку пĕлтĕрхинчен 142 процент хаклăрах. Лаша кỹлсе сухана тухмалли кăна юлĕ капла! Çурхи ĕçсене ирттерме (саппас пайĕсем, ГСМ, удобрени, вăрлăх, ỹсен-тăрана хỹтĕлемелли хатĕрсем туянма) 1,8 млрд тенкĕ кирлĕ, çав шутра кредит укçи-тенки - 1,3 млрд тенкĕ. Пĕлтĕрхинчен 30 процент ытларах укçа хатĕрлеме тивет. Предприяти ертỹçисене Перекет банкĕ унччен илнĕ кредитсен процент ставкине тăруках ỹстерсе яни пăшăрхантарать. Ларура çивĕч ыйтăва - хаксем хăпарса кайнине - çине-çинех хускатнă. Çăкăр-булка изделийĕсене хатĕрлесе кăларакан предприятисене çăнăх хакланса кайни пăшăрхантарать. Çăнăха ют çĕршывран мар, вырăнтанах туянатпăр мар-им? Министр республикăра çăкăр 2 процент хакланнине палăртнă. Элеваторта тырă çителĕклех пултăр тесе ăна 12 тенкĕпе йышăнма тытăннă. Апат-çимĕç фондĕнче те тырă çителĕклех. Чĕртавара аякран турттармасăр вырăнтах туянма сĕннĕ Сергей Павлов. Производствăна ỹстерсе пырса ĕççыннисен шалăвне хăпартма ыйтнă вăл. "Ыран паянхинчен лайăхрах пурăнасчĕ", - тенĕ министр.
Л.НИКИТИНА.