18 февраля 2015 г.
Çитмĕлмĕш çулсен вĕçĕ. Эпĕ тарла-тарла Шупашкар архивĕсенче чакаланатăп, хамăн диплом ĕçĕ валли материал пуçтаратăп. В.В. Бараев-Сĕркке пултарулăхне тĕпченĕ май, ăна çывăх пĕлнĕ нумай çынпа тĕл пулса калаçма тиврĕ. Александр Кăлканпа, Серафима Ефимовапа, Василий Ржановпа, Алтын-Башпа калаçни халĕ те асрах. Диплом ĕçĕн наука ертỹçи Николай Дедушкин сĕннипе, эп çырнине литература енчен хаклама Илпек Микулайĕ килĕшрĕ. - Машинкăпа çаптармасăр йышăнмастăп! - терĕ тỹрех Илпек. - Чăх урипе çырнă япаласене вулама куç вăйĕ çитмест. Машинкăпа çаптарсан 100 страница ытла пуçтарăнчĕ. Çак хут тĕркине хăра-хăра Илпек пурăнакан хваттере илсе кайрăм. Халăх писателĕ-çке, хăваласа ямĕ-и? Николай Филиппович хальхинче çав тери ăшшăн йышăнчĕ, чей ĕçме те сĕнчĕ. Хăш ялта çуралнине, ăçта ĕçленине пĕлсен, халăх писателĕн сăн-пичĕ татах та çуталчĕ. - Упи пасарне пĕлмен чăваш пулман! - хавхаланса калаçрĕ Илпек. - Эсĕ Шăмăршă хаçатĕнче пирĕн ял çыннисемпе Падиаров Кульккапа тата Бараев Арçентипе пĕрле ĕçлетĕн апла? Аван, питĕ аван! Николай Филиппович Владимир Бараев-Сĕркке сăвăçпа пĕрле выляса-кулса ỹсни, пĕрле вĕренни, Тимĕре вăрçа ăсатни çинчен каласа пачĕ. - Питĕ пултаруллă çынччĕ. - терĕ Илпек. - Шел, юнлă вăрçă татрĕ пурнăçне. Темиçе кĕнеке кăлармалли çынччĕ. Калаçнă чухне: "Николай Филиппович!" тесе темиçе хут та чĕннĕрен-и, Илпек аллине сулса çапла каларĕ: - Миккалай тете тесе чĕн. Хамăрла, Шăмăршăлла пултăр! Пирĕн енче, чăнах та, Николай вырăнне Миккалай, Коля вырăнне Куля е Кулькка, Алексей вырăнне Элекçей тесе калаççĕ. "Тете" тени, Илпек каланă тăрăх, темрен те хаклăрах, çывăхрах имĕш. Илпек Микулайĕпе татах та тĕл пулнă эпĕ, кашнинчех ентешĕпе чунне уçса калаçатчĕ. Çĕнĕ роман çырма пуçлани çинчен те пĕлтернĕччĕ. Вĕçлеймерĕ халăх писателĕ пуçăннă ĕçне, йывăр чирлесе выртнă хыççăн ĕмĕрлĕхех куçне хупрĕ.
Иван САЛАНТАЙ.