Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçчен алăра ĕç вĕрет

21 февраля 2015 г.

Малтикасра пурăнакан Вячеслав Тимофеева ялта "ăста кăмакаçă" тесе хаклаççĕ. Хăйĕн пурнăçĕнче миçе кăна кăмака туман-ши вăл? Яла "кăвак çулăм" çитсен, газ кăмакисем тума та ăнах шаннă. "Ỹркенмен - ăста пулнă", - тенĕ пек, Вячеслав Васильевич нихăçан та "аллине пăсман". Мăшăрĕ - Ирина Александровна - 24 çул хушши Пуянкассинчи ача садĕнче ĕçленĕ. Штатсене чакарнă май, хăй калашле, "ирĕклĕ кайăк" пулса тăнă. Пĕр шутласан: упăшкипе арăмĕ иккĕшĕ те ĕçсĕр тăрса юлнă темелле. Анчах та Тимофеевсем çапла каланине шалт та палт хирĕçлеççĕ: - Вара, ялта мĕнле ĕç çук пултăр? - тет Вячеслав Васильевич. - Акă эпир ир тăрса каçчен ĕçлесен те пурне те туса пĕтерейместпĕр. Килкарти мар - пĕчĕк ферма вĕт пирĕн! Чăн сăмахăн суйи çук: Тимофеевсем ĕне, икĕ вăкăрпа пĕр тына пăру, икĕ сына аçипе виçĕ сысна ами, хур-кăвакалпа кăркка, чăх-чĕп усраççĕ. Сыснисене çăвăрлаттарса çура илеççĕ, вĕсене сутса укçа-тенкĕ тăваççĕ. - Сыснасен йышĕ вăтăр-хĕрĕх пуçа та çитет, - каласа парать Ирина Александровна. - Пирĕн çурасене ял çыннисем çеç мар, ютран килсе те хапăлах туянаççĕ. Тимофеевсем ăратлăха çĕнетсех тăраççĕ. Акă Ульяновск облаçĕнчи Чартаклă районĕнчен "ростовская" ăратлă сысна аçи туяннă. Аш нумай паракан ăрата ĕрчетни тупăшлă пуласса шанаççĕ Вячеславпа Ирина. - Çакăн чухлĕ выльăх-чĕрлĕх валли апатне ăçтан тупса пĕтеретĕр? - ыйтрăм эпĕ Тимофеевсенчен. - Сысна çурисем сутса тунă укçапа тырă туянатпăр, - хуравларĕ Ирина. - Выльăх чĕкĕнтĕрĕпе сахăр чĕкĕнтĕрĕ, пĕр çул ỹсекен курăк акса çитĕнтеретпĕр. Ỹркенмелле кăна мар: выльăх çими хатĕрлеме халĕ унчченхинчен чылай çăмăлрах. ... Тимофеевсен выльăх картишĕнче пăрусем чупса çỹреççĕ, сыснасем нĕриклетеççĕ. хурсем шуйхашаççĕ, кăрккасем кăрăклатаççĕ, автан авăтать... Чăнах та, пĕчĕк ферма пекех. Хресчен ырлăх-пурлăха ĕçлесе тăвать. Тимофеевсем пек харсăр çынсене ют патшалăхсен нимĕнле санкцийĕ те хăратаймасть. Пурăнмалăх, аталанмалăх укçа-тенкĕ картишĕнче "чупса"çỹрет...

И.САЛАНДАЕВ.

Кахăрлă Шăхаль ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика