Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Салтак - яланах салтак

21 февраля 2015 г.

Салтак - яланах салтак

Пирĕн, Мульдюковсен, йăхĕнче арçынсен пурнăçĕн пĕр пайĕ çĕршыва сыхлассипе çыхăннă. Граждан вăрçинчен асаттен икĕ ывăлĕ - Хĕветĕрпе Левентей - таврăнайман. Пысăк тетепе атте Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пулнă. Клементий Иванович, бронь пулнă пулсан та, хăй ирĕкĕпе Тăван çĕршыва хỹтĕлеме тухса кайнă, Тула хулишĕн тăшманпа çапăçса аманнă. Ун хыççăн тылра вăй хунă: йывăр çулсенче колхоз ертỹçи, счетовод, кладовщик пулнă. Михал тете, Клементий Ивановичăн ывăлĕ, хĕвелтухăçĕнче Петропавловск-Камчатскинче маттур моряк пулса службăра 3 çул çурă тăнă. Тепĕр ывăлĕ - Арсентий - иртнĕ ĕмĕрти 60-мĕш çулĕсенче Чехославакири пăлхава лăплантарма хутшăннă. Ун çинчен калама юратмастчĕ Арсений тете... Манăн атте- Викентий Иванович Мульдюков - мĕн виличчен вăрçă кунĕсене манаймастчĕ, куçĕсем шывланатчĕç. 1941 çулхи май пуçламăшĕнче ăна ака çинченех районти çар комиссариатне чĕнтернĕ. Вĕренме тесе Ярославльти тинĕс шкулне янă. Унпа пĕрле Хампик Михайли (Михаил Архипов), Тихăн Михалĕ (Михаил Власов) пулнă. Вăрçă пуçлансан Михаил Архипова Севастополе янă, Михаил Власовпа атте Хĕрлĕ Ялавлă Балти флотĕнче тинĕс пехотинецĕсем пулса тăшмана хирĕç кĕрешнĕ. Унтан Ленинград фронтĕнче блокадăра тăнă чух аманнă, Ладога кỹллин пăрне юнпа пĕветнĕ... Сывалнă хыççăн, Украина фронтĕнче фашистсене хĕвел анăçнелле хăваланă. Атте яланах Орел, Чернигов, Житомир хулисене ирĕке кăларнине, Киевшăн пынă хаяр çапăçура тепĕр хут аманнине аса илетчĕ. Çĕнтерỹпе киле таврăнсан та атте çар юррисем юрлатчĕ: Белоруссия родная, Украина золотая. Наше счастье молодое - Остальных мы штыками оградим! Ленинград мы не сдадим, И Москву-столицу! Через море перейдем - Станем на границу. Аттен аслă ывăлĕ Василий Викентьевич Мульдюков вăрçă пĕтсен хĕсметре тăнă. Вăл Австро-Венгрири Вена хулинче 7 çул çурă службăра пулнă. Тете аса илнĕ тăрăх, лару-тăру лăпкă пулман, вăрттăн персе пăрахма та пултарнă. Пирĕн тете пăхса ăмсанмалла арçынччĕ: йăрăс пỹллĕ, çирĕп кĕлеткеллĕ, килĕшỹллĕ сăн-питлĕ - чăн-чăн чăваш паттăрĕччĕ. Василий Викентьевич районти тĕрлĕ органсенче вăй хунă. Манăн Наполий тете (Николай Викентьевич Мульдюков) салтак службинче Байкал тăрăхĕнче пулнă. Килте Читаран чăтăмсăр виç кĕтеслĕ çырусем кĕтеттĕмĕр, самолет вĕçнине курсан: "Тете таврăнмасть-ши?" - тесе савăнаттăмăр. Пирĕн тете ачаранах спортпа туслă пулнă. Шăмăршăри вăтам шкултан вĕренсе тухсан, комсомол путевкипе (1957 ç.) Казахстана çерем çĕрсене уçма кайнă. Унăн ВЛКСМ Тĕп Комитечĕн наградисем те пурччĕ. Тете конькипе, йĕлтĕрпе районта иртекен ăмăртусенче малта пулнă. Улăм пĕрчисем çыпăçтарса шкатулкăсем тунă, гипсран кĕлеткесем ăсталанă (хăш-пĕр япалисем халĕ те сыхланса юлнă), фото ĕçĕпе те ăстаччĕ. Николай Викентьевич пĕр вăхăт Челябинск хулинче тракторсем тăвакан заводра вăй хунă. Салтак служби хыççăн тăван Шупашкарта пир-авăр комбинатĕнче, "Элара" заводра ĕçленĕ. Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче: Украинăра, Арменире, Литвара, Хĕвелтухăçĕнче командировкăра çỹренĕ. Ачасене питĕ юрататчĕ тете, тăван киле пулăшатчĕ. Ăçта пăхатăн - тете аса килет... Манăн ывăлăм Ваня (Иван Дмитриевич Мурзин) та çĕршыва хỹтĕлеме юрăхлă пулчĕ. Шăмăршăри лицейрен вĕренсе тухнă хыççăн, Шупашкарти ял хуçалăх академине пĕтерчĕ. Кăнтăр Урал çĕрĕ çинче хĕсметре тăчĕ. Ун хыççăн хăйĕн кун-çулне йĕрке хуралĕпе çыхăнтарчĕ. Тепĕр аслă пĕлỹ илсен полици лейтенанчĕ пулса кунĕн-çĕрĕн ырă çынсен канлĕхне сыхлать. Манăн аппан - Альбинăн - ывăлĕ Саша (Александр Станиславович Федоров) та кăçал шкул пĕтерсен, хăйĕн пурнăçне çĕршыва сыхлассипе çыхăнтарма шухăшларĕ. Вăл _ Воронежри Можаев ячĕллĕ Сывлăш - Çар академийĕн курсанчĕ. 2 метртан çỹллĕрех сăпайлă каччă хĕллехи каникула курма килсе ашшĕ-амăшне, тăвансене савăнтарчĕ. Яланах мирлĕ пурнăç, ырлăх-сывлăх сире, хаклă çыннăмăрсем!

Г.МУРЗИНА.

Виçпỹрт Шăмăршă ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика