Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕр ыйту та хуравсăр юлмĕ

21 февраля 2015 г.

Пĕр ыйту та хуравсăр юлмĕ

Юнкун районта Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртнĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Валерий Фадеев тата Чăваш Республикинчи сывлăха сыхлас ĕçпе социаллă аталану министрĕн çумĕ Наиля Зинетуллина Шăмăршăри тĕп больница тата 44-мĕш номерлĕ аптека коллективĕсемпе, район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ Владимир Петьков тата Чăваш Республикин çутçанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕн пĕрремĕш çумĕ Евгений Юшин Шăмăршăри вăтам шкулпа "Чăваш вăрманĕ" наци паркĕн коллективĕсемпе, Чăваш Республикинчи стандартизаципе метрологи регион центрĕн директорĕ Сергей Абрамов тата районти халăха социаллă пулăшу паракан пай пуçлăхĕ Николай Ендиеров Пăчăрлă Пашьел ял тăрăхĕнче пурăнакансемпе, Чăваш Республикинчи ветеринарипе фитосанитари надзорĕн федераци службин управленийĕн ертỹçин çумĕ Н.Романов тата район администрацийĕн ялхуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Владимир Алексеев Васан ял тăрăхĕнче пурăнакансемпе, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Аппарачĕн ертỹçи Анатолий Ухтияров тата район администрацийĕн вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Наталья Игнатьева Пуянкасси ял тăрăхĕнче пурăнакансемпе тата Виçпỹрт Шăмăршăри шкул-ача сачĕн коллективĕпе тĕл пулнă, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырупа паллаштарнă. Калаçура çавăн пекех Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин 2015 çула Литература çулĕ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев К.В.Иванов çулĕ тесе пĕлтерни, РФ Пенси системинчи çĕнĕлĕхсем пирки те сăмах пынă. Информаци ушкăнĕсем çынсене харпăр-хăй ыйтăвĕсемпе те йышăннă, ыйтусем çине панă хуравсемпе хаçатăн çитес номерĕсенче паллаштарăпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика