21 февраля 2015 г.
![Илĕртеççĕ ăна лейтенант çăлтăрĕсем Илĕртеççĕ ăна лейтенант çăлтăрĕсем](../UserFiles/news/20150224/idrisov_rumilj_Preview(3).jpg)
Шăмăршăри вăтам шкулăн аслă класĕсенче вĕреннĕ тапхăрта Румиль Идрисова çар профессийĕ илĕртме пуçланă. Çывăх тăванĕсем - Ринатпа (аслă лейтенант) Эдик (капитан) Чумаровсем Шăмăршăна черетлĕ отпуска килсен Румиле офицер службин романтики пирки нумай каласа панă, хăш-пĕр йывăрлăхсене те пытарса тăман. Çапла вара, унра офицер пулас ĕмĕт çуралнă. 2013 çулта Румиль вăтам шкулта лайăх паллăсемлĕ аттестат илсен документсене тỹрех Стратегилле пĕлтерĕшлĕ Ракета Çарĕсен Мускаври акдемине тăратнă. Экзаменсене ăнăçлă тытса, ытти нумай тĕрĕслев витĕр тухса тутар каччи курсант пулса тăнă. Румиль академири вĕренỹре лайăх ĕлкĕрсе пырать, баскетбол тата волейбол командисенче ăнăçлă вылять. 2014 çулхи майăн 9-мĕшĕнче ытти курсантсемпе пĕрле Мускавра иртнĕ Çĕнтерỹ парадне хутшăнма тивĕçлĕ пулнă. Çỹллĕ те яштака пỹллĕ Р.Идрисова кăçалхи Çĕнтерỹ парадне хутшăнма та суйласа илнĕ. Курсант кительне "Çĕнтерỹ парадне хутшăннăшăн" знак илем кỹрсе тăрать. Хальхи вăхăтра Румиль - каникул отпускĕнче. Черетлĕ отпуск хыççăн вăл çар стажировкине тухса каять. Хулпуççи çине лейтенант çăлтăрĕсемлĕ пакунсем çакма, Ракета Çарĕсенче çыхăну инженерĕ пулма ĕмĕтленекен каччăна академири вĕренỹре те, малашнехи службăра та ăнăçу сунатпăр.
И.МЕДВЕДЕВ.