21 февраля 2015 г.
Энтĕрьелĕнчи Денис Харитонов Шăмăршăри вăтам шкултан вĕренсе тухсан Шупашкарти строительство техникумне вĕренме кĕнĕ. Пĕр çулталăк ытларах вĕренсен, 2014 çулхи ноябрьте, виççĕмĕш курс студентне çар службине илнĕ. Денис Ленинградри çыхăну специалисчĕн вĕренỹ курсне пĕтернĕренпе çак облаçри çар чаçĕнче службăра тăрать. Вăл çыхăну подразделенийĕнче çар специальноçне лайăх пĕлнипе, çирĕп дисциплинăпа палăрса тăрать. Хăйĕн тивĕçне Çар присяги хушнă пек пурнăçласа пыракан салтака командирсем те, юлташĕсем те хисеплеççĕ. Денисăн ашшĕпе амăшĕ - Юрий Васильевичпа Галина Георгиевна патне çар чаçĕн командирĕ нумаях пулмасть Тав çырăвĕ яни те çакна лайăх çирĕплетет. Тăван çĕршывăн шанчăклă хỹтĕлевçисене ỹстерсе çитĕнтернĕшĕн полковник Харитоновсене чун-чĕререн тав тунă, ырлăх-сывлăх, вăрăм ĕмĕр суннă. Хăйсен ывăлĕ çар тивĕçне кирлĕ пек туса пыни, службăра маттур салтак пулса тăни, паллах, Харитоновсене питĕ савăнтарать. Сăмах май каласан, вĕсен аслă ывăлĕ те, Василий, 2006-2008 çулсенче Сывлăш Çарĕсен Вăйĕсенче салтак тивĕçне пурнăçланă, водитель пулнă. Хăйĕн ĕçĕнче лайăх специалист пулнăшăн чаç командирĕ ăна Грамотăпа чысланă. Кил хуçи те, Юрий Васильевич, хăй вăхăтĕнче Германире çар службинче тăнă. Тăван çĕршыва хỹтĕлесси хисеплĕ тивĕç пулни, салтакран çамрăксем чăн-чăн арçынсем пулса таврăнни пирки ашшĕ хăйĕн ывăлĕсене пĕчĕкренех ăнлантарса ỹстернĕ. Харитоновсен çемйинчи арçынсем пурте маттур салтаксем пулни - хисепе тивĕçлĕ ырă пулăм. Денис салтакран таврăнсан техникумра малалла вĕренме ĕмĕтленет.
И.АНАНЬЕВ.