25 февраля 2015 г.
Çĕршыв экономикине çĕнетсе лайăхлатас, инноваци тытăмне вăйлăрах аталантарас ыйтусем яланах пĕлтерĕшлĕ пулнă. Хальхи вăхăтра Раççее хирĕçле йышăннă санкцисем хыççăн перекетлĕхпе, тухăçлăхпа палăракан çĕнĕ йышши производствăсене хамăр патра йĕркелесе янине, паллах, нимĕн те çитмест. Çакна февралĕн 17-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкара пуçтарăннă сумлă хăнасем те палăртнă. Унта Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи экономикăна модернизацилессипе тата инноваци майĕпе аталантарассипе ĕçлекен Канаш президиумĕн ларăвĕ иртнĕ. Ăна Раççей Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев ертсе пынă. Ăслă çынсемсĕр çĕршыв çĕнĕлĕх çулĕ çине тăрайманни паллă. Ăс-хакăл пурлăхĕ - пысăк пуянлăх. Ăна хỹтĕлесси патшалăхшăн усăллă тăвасси, унăн витĕмне ỹстересси калаçтарнă ларăва пуçтарăннисене. Аса илтеретпĕр: 2014 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен Раççей Федерацийĕн Граждан кодексне кĕртнĕ улшăнусем вăя кĕнĕ. Вĕсем шăпах ăсхакăл пурлăхне пырса тивеççĕ. Ларăва çавăн пекех Раççей Правительствин Председателĕн çумĕ Аркадий Дворкович, Раççей Президенчĕн пулăшуçи Андрей Белоусов, вĕренỹпе ăслăлăх министрĕ Дмитрий Ливанов, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, регион ертỹçисем, ăслăлăхпа тĕпчев институчĕсен пуçлăхĕсем тата ыттисем хутшăннă. Çĕнĕлĕх çулĕпе аталанакан предприятисен шутĕнче - "Хĕвел" пĕрлешỹ. Ăна 2009 çулта "Ренова" патшалăх компанийĕпе акционерсен "Роснано" пĕрлешĕвĕ йĕркеленнĕ. Унăн уйрăмĕсенчен пĕри шăпах Чăваш Енри Çĕнĕ Шупашкарта вырнаçнă. Заводра хĕвел çутипе усă курса электричество панелĕсем кăларасшăн. Хальхи вăхăтра сăнавлă партисем туса кăлараççĕ. Иккĕмĕш çур çултан завод палăртнă хăватлăх çине куçса çулталăкне 700 пин ытла хĕвел модулĕ кăларма тытăнмалла. Раççей Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев çак завод продукцийĕпе те паллашнă.