Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эх, илемлĕ юррисем, килĕшỹллĕ ташшисем

25 февраля 2015 г.

Аслă Çĕнтерỹ юбилейне халалласа эрнекун районти Культура керменĕнче вăрçă вăхăтĕнчи, çар тематикипе çыхăннă ытти юрăсен фестивалĕ иртрĕ. Çак концерта курма халăх йышлă пухăнчĕ. Концерт программине ачасен "Антонина" халăх ташă коллективĕ "Манăçми çулсене аса илсе пуçа таятпăр" композиципе уçрĕ. Шăмăршăри вăтам шкулти музыка учителĕ К.Анисимов ертсе пыракан кадетсен хорĕ мăнаçлă шăрантарнă "Песня о Российской армии" юрра та ăшшăн йышăнчĕ тулли зал. Карапай Шăмăршăри А.Измайлова, Кивĕ Чукалти Н.Иванов, Шăмăршăри Е.Воронцова, П.Бельцов солистсем уйрăммăн юрлани, Н.Плехановапа Р.Кудрявцева, Пăчăрлă Пашьелĕнчи К.Тюнюковапа Т.Старшинина, Кивĕ Чукалти Н.Безруковпа Л.Савельева, Палтиелĕнчи Николайпа Татьяна Долговсем дуэтпа шăрантарни те программăна илем кỹчĕ. Карапай Шăмăршăри, Пăчăрлă Пашьелĕнчи, Чукалти, Кивĕ Чукалти хĕрарăмсен ансамблĕсен, Шăмăршăри "Ромашка", "Сказка", "Аленушка" ача сачĕсенчи воспитательсен тата пĕчĕккисен вокал ушкăнĕсен, Ача-пăча искусство шкулĕнче вĕренекенсен "Улыбка" ансамблĕн юррисем те чунра ăшă туйăмсем хăварчĕç. Тĕрлĕ ташăсем программăна туллирех те интереслĕрех тума май пачĕç. "Антонина" ташă коллективĕн "Марш", "Попурри", "Казачок", Шăмăршă вăтам шкулĕнчи ташă ушкăнĕн ("Ташлакан шкул") "Весна 45 года", "Майский вальс" ташшисем кашнийĕн кăмăлне çĕклерĕç. Концерт программине Т.Долговапа И.Тимофеева ăнăçлă ертсе пычĕç. Фестивале хутшăннă ансамбльсемпе солистсем район администрацийĕн социаллă аталану пайĕн Грамотине тивĕçрĕç.

Т.СЕРГУНОВА,

районти организаципе методика центрĕн методисчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика