25 февраля 2015 г.
Февралĕн 19-20-мĕшĕсенче Шупашкарти "Николаевский" суту-илỹ комплексĕнче Регионсен пĕрлехи йăлана кĕнĕ "Çĕрулми - 2015" курав иртнĕ. Ăна кăçалхипе 7-мĕш хут йĕркеленĕ. Курава 70 яхăн представитель хутшăннă. Çак шутрах Мускавран тата Мускав облаçĕнчен, Санкт-Петербургран, Тюмень, Чулхула, Самар, Кострома облаçĕсенчен, Çурçĕр Осети - Алани, Тутар республикисенчен тата ыт.те. Унсăр пуçне Беларуçран та. Çак фирмăсемпе компанисем çĕрулми çитĕнтерес ĕçре чи паха технологисемпе усă кураççĕ. Вĕсем курава чи лайăх сортсене тăратнă. Куравра çĕрулмине вăрлăх валли çеç мар, çимелĕх те туянма май пулнă. Унсăр пуçне пахчаçимĕç те сутнă.