25 февраля 2015 г.
Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов, 2014 çулхи ĕçсем çинчен отчет тунă май, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырури йĕркесене асăнчĕ: "Пурте пĕрле, çине тăрса ĕçлесе, хамăрăн вăя шанса, обществăри пĕрлĕхе тата çирĕплĕхе упраса, йывăр вăхăтра пĕр-пĕрне пулăшса эпир Чăваш Енĕн кашни çемйишĕн, кашни çыннишĕн тата тулăхрах, тăнăç пурнăç тума пултаратпăр". Иртсе кайнă çулталăкра ырă ĕçсем сахал мар пулнă. Карапай Шăмăршăпа Çĕнĕ Тăрăн ялĕсене, тăван тавралăха тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе нумай тăрăшнă. Çулсене юсанă, вăрçăпа ĕç ветеранĕсене пулăшнă. Ял тăрăхĕнчи 500 ытла хуçалăхра 1254 çын пурăнать. Ялти "Василек" садике 63 ача çỹрет. Ачасене садике явăçтарасси 85,1 процентпа (районта - 62 процент) танлашать. Халăха ĕçсĕрлĕх хăратмасть. 21 уйрăм предприниматель ĕçлет, çав шутра - 12 фермер хуçалăхĕ. 2014 çулта Х.Арутюнян предприниматель брусчатка туса кăларакан цех уçнă. 4 фермер хуçалăхĕ 100 гектар е ытларах та çĕре акса-лартса тупăш илет. Патшалăх паракан çăмăллăхлă кредита илсе, фермерсем 10 çĕнĕ МТЗ трактор, пĕр Дон-1500 комбайн туяннă. "Алякка", "Мария", "Иванова Т.Г.", "Кузьмич" хуçалăхсем ĕçре çитĕнỹ хыççăн çитĕнỹ тăваççĕ. Пĕлтĕр О.Хлюкин фермер патшалăхăн 7 миллион тенкĕлĕх грантне тивĕçнĕ. Çак укçапа Олег Анатольевич сăвăнакан 100 ĕне выльăх вырнаçмалăх ферма йĕркеленĕ, ăна хальхи ыйтусене тивĕçтерекен çĕнĕ оборудованипе пуянлатнă. 2014 çулта 90 çын килти хушма хуçалăха аталантарма патшалăхран 20,8 миллион тенкĕ çăмăллăхлă кредит илнĕ. "АПК аталанăвĕ" наци проекчĕ пурнăçланăранпа вара 755 хуçалăх 157,5 миллион тенкĕ çăмăллăхлă кредит илсе ăратлă выльăх-чĕрлĕх туяннă, вите-хуралтă туса лартнă. Ял тăрăхĕн территорийĕнче массăллă спорта аталантарассишĕн нумай тăрăшаççĕ. Тĕрĕссипе, кашни эрнерех спорт ăмăртăвĕсем иртеççĕ, вĕсене çамрăксем те, аслăрах çулхисем те хастар хутшăнаççĕ. Ялта каçхине çутатса тăракан хоккей площадки пур. Волейбол площадкипе футбол уйĕ те - районта чи лайăххисен шутĕнче. Шашка-шахмат вăййи те анлă сарăлнă. Ял тăрăхĕ районти физкультурăпа спорт олимпиадинче те çулленех ырă тĕслĕх кăтартать. "Спорта юратакан халăхăн малашлăхĕ пур,- терĕ ял пухăвĕнче сăмах илсе район администрацийĕн пуçлăхĕ Валерий Фадеев. - Карапайсемпе тăрăнсем ĕçлеме юратаççĕ, пурнăçри йывăрлăхсене пĕрлехи вăйпа çĕнтерсе пыраççĕ". Валерий Петрович ял çыннисене районăн 2014 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн тĕп кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ, умра тăракан тĕллевсем çинчен каласа пачĕ. Ял çыннисен ыйтăвĕсем çине тĕплĕн хуравларĕ, çийĕнчех татса пама май çук ыйтусене контроле илесси çинчен пĕлтерчĕ. Пухура ĕçре тата общество пурнăçĕнче ырă тĕслĕх кăтартакансене район администрацийĕн Тав çырăвĕпе чысларĕç. Ялти илемлĕ пултарулăх коллективĕ юрă-ташăпа савăнăç парнелерĕ.
Г.ПЕТЬКОВА.