25 февраля 2015 г.
Çак кунсенче Етĕрне хулинчи "Присурье" физкультурăпа спорт комплексĕнче республикăри VII Хĕллехи спорт вăййисене савăнăçлă лару-тăрура уçнă. Кăçалхи вăйăсене Аслă Çĕнтерỹ 70 çул тултарнине халалланă. "Присурье" ФСК спорт залĕнче ял çыннисем хушшинче кире пуканĕ йăтса мала тухассишĕн ăмăрту иртнĕ. Арçынсем 24 килограмлă, хĕрсемпе хĕрарăмсем 16 килограмлă пукансене йăтнă. Шăмăршă районĕн чысне кире пуканĕ йăтассипе Тĕнче, Европа тата Раççей чемпионĕ ятсене тивĕçнĕ Шăмăршăри вăтам шкул учителĕ Константин Кусаинов, полицин Шăмăршăри уйрăмĕнчи пай пуçлăхĕ, полици майорĕ Наиль Тепитов тата пирĕн ентеш, хальхи вăхăтра Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче вĕренекен Ксения Алюкова хỹтĕленĕ. Çивĕч тупăшура 95 килограма çитичченхи йывăрăшлĕ спортсменсем хушшинче Константин Кусаинов çĕнтерỹçĕ пулса тăнă. Наиль Тепитов 85 килограма çитичченхи йывăрăшлĕ спортсменсен ăмăртăвĕнче кĕмĕл медале тивĕçнĕ, Ксения Алюкова çăмăл виçере тăваттăмĕш вырăн йышăннă. Районти кире пуканĕн спортне юратакансем республикăри ăмăртăва хатĕрленме пысăк пулăшу панăшăн Тĕнче, Европа, Раççей чемпионне Владимир Шурякова тата полицин Шăмăршăри уйрăмĕн ертỹçине Сергей Агеева чунтан тав тăваççĕ.
С.ГАЛКИН.