25 февраля 2015 г.
ФЕВРАЛĔН 20-мĕшĕнче район администрацийĕн ЗАГС пайĕнче 14 çула çитнĕ çамрăксене савăнăçлă лару-тăрура Раççей Федерацийĕн гражданинĕн паспортне панă.
х х х
ИРТНĔ эрнекун Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕнче ялти фермерсен канашлăвĕ иртнĕ, ун ĕçне район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ В.Алексеев, управленин тĕп специалисчĕ В.Севрюгин, Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствипе "Россельхозбанк" представителĕсем хутшăннă. Кун йĕркинчи тĕп ыйту - çуракине хатĕрлесси. Канашлура вăрлăх, удобрени тата çунтармалли-сĕрмелли материалсем туянма патшалăх çăмăллăхлă кредит парасси пирки те калаçу пынă.