Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пуçламăш классен эрни

25 февраля 2015 г.

Нумаях пулмасть Карапай Шăмăршăри вăтам шкулта "Пуçламăш классенче вĕренекенсен эрни" иртрĕ. Çак мероприятири тĕрлĕ конкурссене 1-4 классенче вĕренекенсем хаваспах хутшăнчĕç. Пĕрремĕш кун вĕсем "Çыру патши" конкурсра ăмăртрĕç. Кунта 3-мĕш класра вĕренекен Ольга Полякова пуринчен те пултаруллăрах пулни палăрчĕ. Çак кунах уроксем хыççăн, 4-мĕш класс учителĕ Н.В.Купташкина ертсе пынипе, пĕрлештернĕ икĕ команда вырăс чĕлхине лайăх пĕлессипе ăмăртрĕ. "Ăсчахсем" команда "Пĕр шухăшлисем" командăна 32:30 шутпа парăнтарчĕ. Конкурс пынă хушăрах куракансем валли те интереслĕ заданисем пулчĕç. Иккĕмĕш кун 1-мĕш класс ертỹçи А.В.Ермолаева "Ăс-хакăл вăййине" йĕркелерĕ. Шухăшлав пултарулăхĕпе çыхăннă çак вăйăра 1-мĕш класра вĕренекенсем хушшинче - Даниил Тимофеев, 2-мĕш класра - Юлия Старшова, 3-мĕш класра - Оля Полякова, 4-мĕш класра Максим Николаев çĕнтерỹçĕсем пулса тăчĕç. Çак кунах "Чи тирпейлĕ тетрадь" (математика предмечĕпе) конкурс иртрĕ. Çĕнтерекенĕ - 4-мĕш класра вĕренекен Дмитрий Яковлев. Виççĕмĕш кун "Юмах сăнарĕсем патĕнче - хăнара" пулчĕç пуçламăш классем. 2-мĕш класс учителĕ С.М.Столярова ертсе пынипе ачасем кăмăл туличченех юмах тĕнчинче çỹрерĕç, тĕрлĕ сăнарсене лайăх пĕлнине кăтартса пачĕç. Ытти классенчен ытларах очко пухса 4-мĕш класра вĕренекенсем çĕнтерỹçĕ ятне тивĕçрĕç. Тăваттăмĕш кун ачасем "Хаваслă стартсенче" вăй виçрĕç (ăмăртăва йĕркелекенĕ - 3-мĕш класс ертỹçи В.В.Медведева). Спорт вăййинче пĕрлештернĕ икĕ команда тупăшрĕ. "Чупуçăсем" "Сикевçĕсене" 4:1 шутпа çĕнтерчĕç. Çак кунах "Пулăшар кайăксене" ỹкерчĕксен куравĕ те пулчĕ. Выставкăна кашни класс питĕ илемлĕ тата композици тĕлĕшĕнчен интереслĕ ỹкерчĕксем тăратнă. Ку конкурсра 1-мĕш класра - Полина Мамонтова, 2-мĕш класра - Екатерина Петькова, 3-мĕш класра - Вячеслав Карпов, 4-мĕш класра Дмитрий Яковлев çĕнтерỹçĕсен шутне кĕчĕç. Пиллĕкмĕш кун ачасем хăйсем килте ăсталанă сырăшсене шкул пахчинчи йывăç турачĕсем çине тухса çакрĕç, кайăксем валли кĕрпе сапса пачĕç ( ачасем кашни кунах кайăксене апатпа тивĕçтереççĕ). Çак кунах шкул библиотекарĕ Р.А.Лукьянова 4-мĕш класра вĕренекенсем хушшинче В.Бианки кĕнекисем тăрăх викторина йĕркелерĕ. Ача-пăча писателĕн произведенийĕсенчи сăнарсене лайăх пĕлнине кăтартса, Максим Николаев - пĕрремĕш, Наталья Прохорова - иккĕмĕш, Юлия Нямаева виççĕмĕш вырăн йышăнчĕç. Улттăмĕш кун ачасем тĕрлĕ ỹкерчĕксемлĕ ребуссен конкурсĕнче ăмăртрĕç. Пуринчен те ытларах балл пухса, 4-мĕш класра вĕренекен Наталья Прохорова пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Пуçламăш классенче вĕренекенсем мероприятин тĕрлĕ конкурсĕсене тата вăйăсене хастар хутшăнчĕç, кашниех хăйĕн маттурлăхĕпе, пултарулăхĕпе палăрчĕ. Н.В.Купташкина, А.В.Ермолаева, С.М.Столярова, В.В.Медведева учительницăсем тата Р.А.Лукьянова библиотекарь пуçламăш классен эрни интереслĕ тата ачасемшĕн усăллă ирттĕр тесе нумай тăрăшрĕç.

Т.СТЕПАНОВА,

Карапай Шăмăршăри вăтам шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика