25 февраля 2015 г.
Этем сывлăхне сиен кỹрес тĕлĕшпе табак пĕрремĕш вырăнта тăрать. Ăслăлăхпа статистика кăтартăвĕсем çирĕплетнĕ тăрăх: - тĕнчере туртнипе çыхăннă сăлтавсене пула çуллен 3 миллиона яхăн çын вилет; - Раççейре 35-69 çулсенчи арçынсем вăхăтсăр вилнин тĕслĕхĕсен 42 проценчĕ табак туртнипе çыхăннă; - табак тĕтĕмĕ - тĕп канцерогенсенчен пĕри. Усал шыççа пула вилнин тĕслĕхĕсен виççĕмĕш пайĕ туртнипе çыхăннă; - пирус туртакан çынпа пĕр пỹлĕмре пурăнакан е ĕçлекен туртман çыннăн ỹпкен усал шыççипе чирлес хăрушлăх - 34 процент, чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе аптрас хăрушлăх 54 процент ỹсет. Ку енĕпе Чăваш Республикинче те лару-тăру çăмăл мар. Тĕпчевсем тăрăх хальхи вăхăтра арçынсен 50 проценчĕ тата хĕрарăмсен 15 проценчĕ туртни паллă. 20-29 çултисенчен 60 процента яхăн арçын тата 25 процент хĕрарăм туртать. Шел те, сигарет халăх пурнăçне çирĕп кĕрсе вырнаçнă. Сывлăха вăл мĕн тери аркатни пирки шухăшлакан сахал. Табак тĕтĕмĕнче сиенлĕ мĕнле япаласем пуррине тепĕр хут аса илтерер-ха. Вĕсем хĕрĕх тĕрлĕ: никотин, кỹкĕрт водорочĕ, уксус, кăткă, синиль йỹçĕкĕсем, этилен, изопрен, сĕрĕм тата кăмрăк йỹçĕкĕн газĕсем, тĕрлĕ сăмала, радиоактивлă полони тата ытти. Хăшĕсем канцерогенлă, шыçă чирĕсене пуçараççĕ. Ỹпкере пухăнса, юна лексе вĕсем аркатуллă витĕм кỹреççĕ. Сăмалаллă япаласем уйрăмах сиенлĕ, никотин вара - питĕ вăйлă наркăмăш. Унăн организма кĕнĕ виçин чĕрĕкĕ 7 çеккунтрах пуç мимине лекет. Табак наркăмăшĕсем тĕрлĕ чире яраççĕ. Çав шутра - бронхит, пневмони, гастрит, хырăмлăх язви, стенокарди, гипертони, ытти. Тĕслĕхрен, ỹпкен усал шыççипе туртакан çынсем туртманнисенчен 20 хут тăтăшрах чирлеççĕ. Туртнипе куç çивĕчлĕхĕ чакать, хăлха япăхрах илтме тытăнать. Ас туса юласси, тимлĕх япăхаççĕ, çын хăвăрт ывăнать, сăлтавсăрах тарăхать, пуçĕ ыратать. Чĕлĕмçĕсен "професси" чирĕ - эндартериит. Малтан ура ыратма пуçлать, унтан уксахлаттарать, каярахпа трофика кĕсенĕсемпе гангрена аталанаççĕ, хăш чухне урана татма тивет. Туртаканăн ĕмĕрĕ вăтамран 10-12 çул кĕскелет. Тĕнчере кашни çул туртнипе çыхăннă чирсене пула 100 пине яхăн çын вилет. Çак амак арлăх хăватне те витĕм кỹрет. Арçынсен ар вăйсăрлăхĕн 11 процент тĕслĕхĕнче туртни айăплă. Чĕлĕмçĕ хăй кăна мар-çке, унăн таврашĕнчи çынсем те сиенленеççĕ. Пĕлетĕр-и, ашшĕ-амăшĕнчен пĕри туртни те ачасен ăс-хакăл пултарулăхне япăх витĕм кỹрет. Пĕтĕм тĕнчери сывлăх организацийĕн кăтартăвĕсем тăрăх _ туртакан çемьери ачасем аталанăвĕпе тантăшĕсенчен 5-6 çул юлса пыраççĕ. Ашшĕ-амăшĕ хăш чухне ачин ыйхи, кăмăлĕ пăсăлнин, вĕренỹре ĕлкĕрсе пырайманнин сăлтавĕсене кăлăхах шырать. Сăлтавĕ - сигаретпа туслă ашшĕ-амăшĕнче, хăйсен тĕслĕхĕпе вăсем ачисене пĕчĕклех пассивлă, каярахпа активлă туртма хăнăхтараççĕ. Юлашки пилĕк çулта 8-10 çултисен хушшинче туртакансен йышĕ 30 процент ỹснĕ. Ку 30 çул тĕлне вăрах чирсем аталанни патне илсе пырать. Халĕ тата çăвара сигарет хыпнă хĕрарăмсемпе хĕрсене те час-часах курма пулать. Никотин вĕсен организмне мĕнле витĕм кỹрет-ха? Куçа чи малтанах тăрăнаканни - хĕрарăм хăйĕн илемне çухатни. Ỹчĕ япăхать, пĕркеленет, тĕксĕмленет, сасси хытать, шăлĕсем саралаççĕ, эмалĕ сиенленет. Хĕрарăмăн гормонсен шайлашăвĕ пăсăлать. Ар органĕсем шыçнипе час-часах аптранăран хĕсĕрлĕх аталанма, çие юлнисен ачи ỹкме е чирлĕ çуралма пултарать. Кăкăр ĕмĕртнĕ чухне те туртакан амăшĕсен ачисем - 100 проценчĕпех аллергиксем. Табакран мĕнле сивĕнмелле-ха? Чи малтан ку сире чăннипех кирлине йышăнмалла, сиенлĕ йăлапа кĕрешме хăвăрăн кăмăл пулмалла. Никотин пăхăнтарăвĕнчен хăтăлма пулăшакан темиçе сĕнỹпе паллаштаратпăр: 1. Туртма пăрахмалли куна çирĕп палăртса хурăр. 2. Сире сигарет сĕнекене туртма килĕшменнине пĕлтерекен хурава малтанах хатĕрлĕр. 3. Хăвăрпа пĕр шухăшлă çынна тупăр - иккĕн пĕрле чĕлĕмрен сивĕнме çăмăлрах. 4. Чăтма çук туртас килсен хĕвел çаврăнăш шĕкĕлчĕр, çăвара чăмлак, леденец хыпăр. 5-10 минутран туртас килни иртет. 5. Выç хырăмла тата апат çинĕ чухне ан туртăр. 6. Сигарета вĕçне çитичченех ан туртăр. 7. Вăй-хал ĕçĕ хыççăн та туртмалла мар. 8. Выртнă, руль умĕнче, апат сĕтелĕ хушшинче ларнă, вуланă, музыка итленĕ, телевизор курнă чухне туртмасан лайăхрах. 9. Сигарет пĕтрĕ-и? Никамран та ан ыйтăр. 10. Çỹлте асăннă сĕнỹсене пурнăçлама тытăннăранпа укçа-тенкĕ мĕн чухлĕ перекетлерĕр-ха? Унта хăвăр е çывăх çын валли парне туянăр. Сиенлĕ йăларан хăвăр тĕллĕн хăтăлаймасан Шупашкарти Ленин проспектĕнчи 25-мĕш çуртра вырнаçнă медицина психологи пулăшăвĕн уйрăмне консультацие кайма пултаратăр. Унăн телефонĕ: 62-63-63.
А.МОЛОСТВОВ,
врач-нарколог.