28 февраля 2015 г.
Район администрацийĕнче тунтикун иртнĕ планеркăра район администрацийĕн пуçлăхĕ Валерий Фадеев умра тăракан тĕллевсене çивĕчлетрĕ. Чи пысăк задачăсенчен пĕри - çурхи ака-суха ĕçĕсене тĕплĕн хатĕрленнипе кĕтсе илесси. Район администрацийĕн ялхуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Владимир Алексеев пĕлтернĕ тăрăх, çураки валли 2150 тонна вăрлăх хатĕрленĕ. Тĕрĕслỹ кăтартăвĕсем мĕнпур вăрлăхăн 80 проценчĕ кондицие ларнине çирĕплетеççĕ: "Исток", "Колос" ОООсенче, "Восход", "Искра" СХПКсенче, "Мир" ЗАОра, О.Хлюкин, Т.Иванова, В.Симурзин фермерсен хуçалăхĕсенче пур вăрлăх та акма юрăхлă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ ял хуçалăх техникине юсассине хăвăртлатмаллине, минерал удобренийĕсемпе çунтармалли-сĕрмелли материалсене халĕрех хатерлемеллине асăрхаттарсах каларĕ. "Çуракине кĕске вăхăтра тата лайăх пахалăхпа ирттерме чăрмавсем пулмалла мар, - терĕ Валерий Петрович. - Пĕр гектар çĕр те акăнмасăр ан юлтăр. Ку тĕлĕшпе çĕр хуçисенчен çирĕп ыйтатпăр".