Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Салтакри пекех хастар

28 февраля 2015 г.

Службăра пиçĕхнĕ çынсем халăхра яланах хисеплĕ пулнă. Çар тивĕçне пурнăçланă арçынсем халĕ те - пысăк сумра. Ку вăл малашне те çаплах пулĕ. Çар ретĕнче пулса арçынсем пуçа пĕкмесĕр тỹп-тỹрĕ утма, тĕрлĕ йывăрлăхсене чăтăмлăн çĕнтерсе пыма хăнăхаççĕ. Салтак формине хывсан та службăра пулнă çынна тỹрех çăмăл уттинченех уйăрса илме пулать. Кун пирки илемлĕ юрă та хывнă: Пускай не носишь ты теперь Армейский свой наряд. Но люди все же говорят: "Солдат всегда солдат". Хăш-пĕрисем вара салтак кительне хывсан тỹрех районти шалти ĕçсен уйрăмне ĕçлеме килнĕ. Салтакра служба йывăрлăхĕсене çĕнтерсе пыма, дисциплинăна çирĕп пăхăнма хăнăхнăскерсем, вĕсем право йĕркин хуралĕнче те лайăхпа палăрса тăраççĕ, хăйсен тивĕçне тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ. Çак кăларăмра эпир полицин районти уйрăмĕнче тăрăшакан хăш-пĕр сотрудниксем çинчен каласа паратпăр.

Çĕнĕ Тăрăнти Владимир Димитриева Йошкар-Олари политехника университетне пĕтернĕ хыççăн, 1995 çулхи декабрьте, çар службине кайма повестка панă. Часах вăл Шалти Çарсен Мускав хулинчи ятарлă батальонĕнче салтак тивĕçне пурнăçлама пуçланă. Аслă пĕлỹ илнине тата пултарулăхне кура каччăна пĕр уйăхранах отделени командирĕ пулма çирĕплетнĕ. Батальонти салтаксем пĕчĕк ушкăнсене пайланса УАЗ-469 автомашинăпа Мускав урамĕсем тăрăх çỹренĕ, обществăлла йĕркелĕхе пăхса тăнă. Маршрут хучĕпе килĕшỹллĕн рейдсене тухса, тĕрлĕ спорт мероприятийĕсенче те граждансене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессишĕн нумай тăрăшнă призыв йĕркипе службăра тăракан çамрăксем. В.Димитриев командир пулса ертсе пыракан отделени служба кăтартăвĕсем тăрăх батальонта яланах малтисен шутĕнче пынă. Салтакран таврăнсан, 1997 çулта, Çĕнĕ Тăрăн каччи районти шалти ĕçсен пайне ĕçлеме килнĕ. Унăн малтанхи должноçĕ - участковăй инспектор. Каярахпа Владимир Александрович участковăйсен уйрăмĕн ертỹçин, пай начальникĕн кадрсем тата воспитани енĕпе ĕçлекен помощникĕн тивĕçĕсене пурнăçланă. 2011 çултанпа - полици уйрăмĕн начальникĕн çумĕ. Полици майорĕ хăйĕнчен те, ыттисенчен те çирĕп ыйтать. "Право хуралĕнче те çар службинчи пекех çирĕп дисциплина хуçаланмалла",- тет тăтăшах В.Димитриев. "Тивĕçе чунтан пурнăçланăшăн" знака, иккĕмĕшпе виççĕмĕш степеньлĕ "Службăра палăрнăшăн" медальне тивĕçнĕскер, вăл хăй те ытти сотрудниксене ĕçре яланах ырă тĕслĕх кăтартма тăрăшать.

Шăмăршăри Сергей Силюкова, 2011 çулхи июнь вĕçĕнче тин çеç ялхуçалăх академийĕнче инженер-механик дипломне илнĕскере, çар службине каймалли пирки пĕлтернĕ. Повестка парасса чăтăмсăррăн кĕтсе пурăннăскер, ашшĕ пекех маттур салтак пулма ĕмĕтленнĕскер, каччă çак хыпара тулли кăмăлпа йышăннă. Шалти Çарсен Мускав çывăхĕнчи чаçĕнчи автобатальонта С.Силюков пассажирсем турттаракан "Газель" йышăннă (юлашки курсра вĕреннĕ хушăрах вăл çар комиссариачĕн направленийĕпе водителе те вĕреннĕ). Вăл кашни кунах рейса тухнă, чаçри салтаксемпе офицерсене кирлĕ вырăна илсе çитернĕ. Çирĕп дисциплинăпа палăрса тăракан, техникăна яланах юсавлă тытакан водителе аэропортра аслă офицерсене кĕтсе илме е вĕсене унта леçме те шаннă. Лайăх службăшăн ăна батальон командирĕ строй умĕнче темиçе хутчен те тав тунă. Салтак тивĕçне чыслăн пурнăçланă хыççăн С.Силюков заочнăй майпа Чăваш патшалăх университечĕн юридици уйрăмне вĕренме кĕнĕ, пĕр хушă Шупашкарта вăй хунă. 2013 çулта полицин районти уйрăмĕнче ĕçлеме тытăннă. Сергей пĕр çулталăк ытла полицейский-водитель тивĕçне пурнăçланă. 2014 çулхи декабрьтен пуçласа, университет пĕтерсе юрист дипломне илнĕ хыççăн (аслă пĕлỹ илнисем тепĕр специальноçа кĕскерех сроклă программăпа вĕренеççĕ) тăрăшуллă сотрудника полицин участковăй уполномоченнăйĕ пулма çирĕплетнĕ. Халĕ вăл Чукал тăрăхĕнчи право йĕркисене пăхса тăрать, хăйĕн тивĕçне таса чунпа туса пыма тăрăшать.

Карапай Шăмăршăри Юрий Карпова, ялти шкулта вăтам пĕлỹ илнĕскере, 1991 çулта çар комиссариатне чĕнтерсе шофера вĕренме кайма сĕннĕ. Техникăна чунтан юратаканскер, каччă тỹрех килĕшнĕ. Водитель удостоверенине илсен Киров ячĕллĕ колхозра слесарьте вăй хунă. 1992 çулхи май уйăхĕнче çар службине кайнă. Шалти Çарсен Екатеринбургри авторотăра Юрие УАЗ-469 автомашина шанса панă. Техникăна лайăх ăнланакан, руле йĕркеллĕ тытакан водителе çар госпиталĕн начальникĕн çумĕн водителĕ пулма çирĕплетеççĕ. Фокин полковника вăл Тюмень, Мускав хулисем таранах леçнĕ, каялла та яланах тĕрĕс-тĕкел таврăннă. Госпиталь начальникĕ лайăх службăшăн наградăланă Грамота çемье архивĕнче халĕ те тирпейлĕ упранать. Салтак тумтирне хывсан, 1994 çулхи августра, районти шалти ĕçсен пайне ĕçлеме килнĕ. 14 çул пĕр улшăнми ГАИ инспекторĕнче тăрăшнă Юрий Анатольевич - 2008 çултанпа - полицин дежурнăй чаçĕн оперативлă дежурнăйĕн помощникĕ. Тивĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн полици старшинине виççĕмĕш тата иккĕмĕш степеньлĕ "Службăра палăрнăшăн" медальпе наградăланă.

И.АНАНЬЕВ

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика