Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тимлĕ пулăр: ачасем!

28 февраля 2015 г.

Кăçал январь уйăхĕнче çынсем инкеке çакланнипе çыхăннă аварисем пулман. Çулталăк çакнашкал лару-тăрура пуçланни - ырă пулăм. 2014 çулта январьте пĕр аварире пĕр çын аманнăччĕ. Январьте водительсем çул-йĕр правилисене пăснă фактсем тăрăх административлă 176 протокол çырнă. Çав шутран 8-шĕ - водительсем руль умĕнче ỹсĕр пулнипе, 30-шĕ - пассажирсем салонра хăрушсăрлăх пиçиххине çыхманнипе, 3-шĕ - çул урлă каçмалли вырăнта водительсем автомашинăна чарса çуран çỹрекенсене ирттерсе яманнипе, 5-шĕ административлă штрафа 60 кун хушшинче тỹлесе татманнипе çыхăннă. Аса илтеретпĕр: штрафа вăхăтра тỹлеменнисен, малтан палăртнă штрафсăр пуçне, миравай судья саккуна тĕпе хурса йышăну тунипе килĕшỹллĕн, парăмçăсен тата икĕ сумма хушса тỹлеме тивет. Çапла вара, йĕркене пăснă çынсен штрафа кĕске вăхăтрах тỹлесе татма тăрăшмалла. Хăрушсăрлăх пиçиххине çыхманни те инкек патне илсе пыма пултарать. Çавăн пекех салонра 12 çул таранчченхи ачасене ятарласа тунă ларкăч çине лартмалла. Çул-йĕре кирлĕ пек тытса тăманшăн çак ĕçшĕн яваплă организацисене 6 предписани çырса панă, должноçри пĕр çынна штрафланă. Кăçал февралĕн 13-мĕшĕнче - "Автобус", 19-мĕшĕнче "Ачасем. Ачасен ятарлă ларкăчĕ", 20-21-мĕшĕсенче "Ỹсĕр водитель" профилактика мероприятийĕсем, 26-мĕшĕнче - "Чукун çул урлă каçмалли вырăн" иртнĕ. Йĕркене пăснă фактсем тăрăх пуринпе те тивĕçлĕ мерăсем йышăннă. Çула тухсан водительсене те, çуран çỹрекенсене те çул-йĕр правилисене çирĕп пурнăçлама ыйтатпăр. "Çĕрпỹ-Ульяновск" автоçул урлă каçса çỹрекенсен те питĕ тимлĕ пулмалла, çывăхра транспорт хатĕрĕ килнине курсан тăхтаса тăмалла.

Г.ИВАНОВА,

полицин ГИБДД службин инспекторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика