Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йĕркене пăхăнса пурăнар

28 февраля 2015 г.

Пурнăçра йăнăш тăвасси такамăн та пулма пултарать. Чылай чухне çакă ятарласа хăтланни те мар - хамăра тытса чараймастпăр. Административлă право йĕркине пăсакансем, ирĕкрен условлă майпа хăтарнисем районта сахал мар - çĕр çын ытла таранах. Прокуратурăпа полици ĕçченĕсем вĕсемпе профилактика ĕçĕсене ирттерсех тăраççĕ. Тĕп тĕллев - маларах тунă йăнăшсене тепĕр хут тăвассинчен асăрхаттарасси, çынсене тĕрĕс çул çине тăма пулăшасси. Çак кунсенче районти полици уйрăмĕнче, прокуратура пуçарнипе, черетлĕ профилактика кунĕ пулса иртрĕ. Ятарлă учетра тăракан çынсене чĕннĕ унта. Çакă шухăша ярать: вĕсенчен ытларахăшĕ - çамрăксем. Пĕр хĕрарăм та пурччĕ... Ĕçкĕ ырă патне илсе çитермест çав. Профилактика кунне чĕнсе илнисемпе полицин районти уйрăмĕнчи участковăйсемпе çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен пайĕн ертỹçи Н.Тепитов калаçу ирттерчĕ. Ăша хывмалли, шута илмелли сахал мар пулчĕ унăн сăмахĕнче. Çавăн пекех, район прокурорĕ С.Егоров, полицин районти уйрăмĕн ертỹçи С.Агеев тата уголовлă преступленисем тунисене тĕрĕслесе тăракан уйрăмĕн ертỹçи А.Архипов та çивĕч ыйтусем хускатрĕç. - Пирĕн никамăн та çынсене ахальтен айăплас шухăш çук. Саккуна, йĕркене пăсатăн пулсан - явап тытмах тивет. Маларах айăпа кĕнисем тĕрĕс çул çине тăччĕр, - палăртрĕç вăсем хăйсен сăмахĕсенче. Анчах яланах ун пек мар çав: кашкăр вăрманаллах пăхать тенĕ евĕр, хăшĕсем çакна шута илесшĕнех мар - каллех йĕркене пăсма пăхаççĕ. Учетра тăракан çынсем ятарлă органсем ирĕк памасăрах тĕрлĕ çĕре кайма хăтланаççĕ. Ку - саккуна пăсни. Паллах, кашнинех çемйисем пур - килте укçа-тенкĕ кирлех. Вырăнта ĕç çук пулсан ирĕксĕрех Мускава е ытти регионсене çул тытма тивет. - Ĕçлеме каяс текенсене чармастпăр эпир. Кун пек чухне пирĕн пата килĕр. Маршрут хучĕсем туса парăпăр. Анчах, вырăна çитсен, регистрацие тăма ан манăр, - терĕç право хуралĕнче вăй хуракансем. - Пурнăçра мĕскер-тĕк сиксе тухсан вăл е ку ыйтăва хăвăр тĕллĕн татса пама ан васкăр - ку тĕлĕшпе хамăрах май килнĕ таран пулăшма тăрăшăпăр.

В.МИХАЙЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика