Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Концертпа савăнтарчĕç ял-йыша

04 марта 2015 г.

Концертпа савăнтарчĕç ял-йыша

Районти культура учрежденийĕсен илемлĕ пултарулăх коллективĕсен фестивальне ирттересси районта йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. Кăçалхи фестивале Раççейри Литература çулне, Чăваш Енри К.В.Иванов çулталăкне тата Аслă Çĕнтерĕвĕн 70 çулхи юбилейне халалланă. Коллективсем, графикпа килĕшỹллĕн, пĕрин хыççăн тепри сцена çине тухаççĕ, тăван ял-йыша илемлĕ юрă-ташăпа, сăвă-такмакпа савăнтараççĕ.

ПУЯНКАССИ ЯЛ ТĂРĂХĔН концерчĕн программи хор мăнаçлăн шăрантарнă "Ăмăртуллă ташă" тата "Ой, туманы мои" юрăсемпе пуçланчĕ. Яланхи пекех, Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Е.Муравьева тата В.Павлов солистсем хăйсен репертуарĕнчи лирикăллă тата эстрада юррисене кăмăла каймалла юрласа пачĕç. Çавăн пекех арçынсен, хĕрарăмсен ансамблĕсен тата шкул ачисен юррисем те илемлĕн янăрарĕç. Ташăçăсен чуна ăшăтакан ташшисене тата Л.Михайловапа Н.Большакова кăтартнă кулăшла сценкăсене те кăмăллăн алă çупса йышăнчĕç куракансем. Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Н.Федотова чылай çул ăнăçлă ертсе пыракан Пуянкассинчи "Аххаяс" халăх фольклор коллективĕ "Вăйăри" юрă-ташăпа тата "Улахри" йăла-йĕркепе паллаштарчĕ (купăсçи Н.Андреев). Виçпỹрт Шăмăршăри "Сурпан" фольклор ушкăнĕн юррисем те кашнийĕн кăмăлне çĕклерĕç (купăсçи Ф.Малов).

ПĂЧĂРЛĂ ПАШЬЕЛ ЯЛ ТĂРĂХĔН программи хăйне евĕр интереслĕ пуçланчĕ. "Фронтран янă çырусем" ятпа хатĕрленĕ электронлă презентаци тулли залри кашни çыннăн чун-чĕрине хумхантарчĕ. Куракансем сцена çинче Пашьелпе Асанкасси çынисем 1941-1945 çулсенче фронтран çырса янă виç кĕтеслĕ çырусен содержанийĕпе паллашрĕç. Паттăр салтаксем хăйсен мăшăрĕ е тăванĕ патне янă çырусенче тăшмана çапса аркатасси пирки нимĕн чухлĕ те иккĕленменнине палăртнă. Хăш-пĕр салтаксем хаяр çапăçусенчен чĕрĕ-сывă тухасси пирки иккĕленнине те çырса янă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин хирĕсенче пирĕн çарсем кашни метр çĕршĕн питĕ паттăррăн çапăçнă. Паллах, çухатусем те пысăк пулнă. Пăчăрлă Пашьелпе Асанкассинчен вăрçа тухса кайнă 745 çынран 393-шĕ каялла таврăнайман.Салтаксен çырăвĕсенчи йĕркесене вуланă май залра ларакансенчен чылайăшĕн куçĕсем шывланчĕç. Т.П.Можаевапа Л.В.Орлова тата Л.И.Матвеева учительница çак презентацие хатĕрлени - питĕ пархатарлă ĕç. Малалла вара хор "Победа" тата "Виç кĕтеслĕ çырусем" юрăсене хитрен шăрантарчĕ (аккомпаниаторĕ - З.Савельев). Р.Андреева, Е.Улюкина, М. Тимошкина, Е.Хвостикова солисткăсем, хĕрарăмсен вокал ансамблĕсем те хăйсен юррисемпе савăнтарчĕç. С.Емельяновапа Я.Харитонова, Е.Угаринапа Н.Ермолаева, Т.Старшининапа К.Тюнюкова вара дуэтпа питĕ килĕшỹллĕ юрларĕç. В.Мандрюкова "Амăшĕ ывăлĕн палăкĕпе калаçни", Т.Старшинина "Баллада о солдате" сăвăсене пысăк туйăмпа вуларĕç. Концерт программинче чăваш, тутар, вырăс халăхĕсен, хальхи çамрăксен ташшисем тата "Морячка" ташă композицийĕ те пулчĕç. Н.Тимошкина, А.Алямова, Е.Хвостикова тата Т.Евлешкина, Н.Судуковапа Н.Малышева вара кулăшла сценкăсене ăста кăтартрĕç.Асанкассинчи Е.Хвостикова, Пăчăрлă Пашьелĕнчи И.Угарина ертсе пыракан фольклор коллективĕсем ял çыннисене савăк юрă-ташăпа килентерчĕç.Концерт программине Н.Угарина илемлĕ ертсе пычĕ. Художество номерĕсемпе ял-йыш (куракансем Чукалтан та, Тутарстанри Матакран та килчĕç) питĕ кăмăллă юлчĕ.

Т.СЕРГУНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика