04 марта 2015 г.
Мĕн тери пысăк телей вăл асатте пурри! Ун сăмахĕ - ахах, кăмăлĕ - хĕвел, алли - ылтăн. Пушăрах чухне ун патне васкатăп, пĕр чарăнми пуплетĕп, пулăшма тăрăшатăп. Юрать, пĕр ялтах пурăнатпăр. Атту... ăна курмасăр епле чăтатăн? Асатте - Анатолий Иванович Тяпушов - Анат Чаткас çынни. Ял-йышра ятлă-сумлă... Тăхтăр-ха, веçех йĕркипе каласа парам. Çак кунсенче эп асатте патĕнче пултăм. Унăн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен ыйтса пĕлтĕм. - Асатте, сан пата хăçан килетĕн - çурту яланах тирпейлĕ.- Мăнукăм, мĕн тăвас тен? Хамăнах тирпейлĕхе тытмалла, кушакпа çеç пурăнатăп-çке. Сăмах май мана асатте хăйĕн пурнăçĕ çинчен каласа пачĕ. - Эпир çемьере тăватă ача ỹсрĕмĕр: Оля, Елисса, Зоя тата эпĕ. Туслă пурăннă. Ачалăхăм Аслă вăрçă вăхăтне лекнипе пурăнма йывăртарахчĕ. Аннене яланах пулăшма тăрăшнă, атте вăрçăра вилнĕ. - Аттесĕр ỹсрĕмĕр, чăн та, йывăр пулнă, - калаçăва малалла тăсрĕ асатте. - Анне мана каласа панă тăрăх, вăл аттен инструменчĕсене усранă: "Ман ывăл ỹсет, ун та ĕçе вĕренмелле", - тенĕ.- Эсĕ чỹрече рамисене питĕ нумай тăватăн. Çак ăсталăха сана кам вĕрентнĕ, асатте?- Эпĕ малтан çынсем мĕнле тунине сăнаттăмччĕ, тата мана кỹршĕри Захар çак ĕçе хăнăхтарнă. Çавăнтан майĕпен вĕренсе пынă та. Миçе чỹрече рами тунине шутласа та пĕтереймĕн, - хуравларĕ вăл мана. Чăнах та, асатте нумай çынна чỹрече рами туса панă. Эпĕ астăватăп-ха, хам пĕчĕк чухне ун патне Чаткас халăхĕ кăна мар, ытти ялсенчен те пулăшу ыйтма килетчĕç. - Ялти шкулта 7 класс пĕтернĕ хыççăн колхозра комбайнера пулăшаканĕ пулса ĕçлеме тытăнтăм. 19 çитсен повестка килчĕ: салтака каймалла. Служба Германире иртрĕ, танк чаçĕнче. Çар ĕçне тỹрĕ кăмăлпа тунăшăн темиçе хутчен те тава тивĕçнĕ. Мĕн тери шанчăклă туссем пулнă ман унта... Салтакран килсен манăн асатте Канашра механизатора вĕренсе тухнă. Ĕç биографине тăван колхозра тăснă. - Мĕншĕн механизатора вĕреннĕ? - ыйтрăм эпĕ. - Çав вăхăтра комбайнерсем кирлĕччĕ. Механизатор профессийĕ питĕ сумлă пулнă. Комбайнпа миçе пин центнер тырă çапнине шутласа та пĕтереймĕн. 1956-мĕш çултанпа комбайн штурвалне алăран яман. Пĕтĕмпе шутласан 43 çул ĕçленĕ. Хĕлле вара асатте кочегарта сысна ферминче нумай вăхăт хушши ĕçленĕ. Çав вăхăтрах, хĕллехи вăрăм каçсенче, йĕке тунă, кăçатă тĕпленĕ. Асатте колхозра пĕрле ĕçленĕ çынсемпе туслă пулнине пĕлтĕм. Çавăн пекех ăна тĕрлĕ наградăпа - Тав çырăвĕсемпе, грамотăсемпе чысланă. "Ĕç ветеранĕ" хисеплĕ ята та тивĕçнĕ вăл. "Лаша пуласси тихаран паллă", - тенĕ ватăсем. Çак сăмахсене халĕ асаттен ман умра выртакан хисеп хучĕсем çирĕплетеççĕ. Пĕри - Красноярск крайĕн Казачинск районне кĕрекен "Кемское" совхозĕнче тырçинче тата ытти ĕçре хастарлăх кăтартнăшăн панă грамота (1961 ç.). Тепри - Чăваш АССР ял хуçалăх министерствин грамоти. Ăна "Восход" колхозăн ял хуçалăх производствинче нумай вăхăт хушши таса чунпа ĕçленĕшĕн тивĕçнĕ грамота. Хисеп хучĕсен хушшинче 1982 çулхи сентябрĕн 7-мĕшĕнче тухнă "Коммунизм ялавĕ" хаçат куç тĕлне лекрĕ. Хаçата алла тытсан малтанхи страницăра асаттен сăн ỹкерчĕкне курах кайрăм. "Шăмăршă районĕнче "Восход" колхозри А.И.Тяпушов комбайнера районта ырăпа асăнаççĕ. Çулсерен вăл ултă-çичĕ пин центнер тырă çапса илет. Кăçал та пысăк ỹсĕм тунă. Кăçалхи ĕççинче Анатолий Иванович вăхăтлăх партгруппăна ертсе пынă", - тесе çырнă çак сăн ỹкерчĕк айне. Ман шутпа, мухтав хучĕсем тата грамотăсем ахаль хут çеç мар, вĕсем çын хăйĕн ĕçне чун- чĕререн тăрăшса тунине çирĕплетеççĕ. - Эпир сан асаннỹпе, Ольга Дмитриевнăпа, - сăмаха малалла тăсрĕ асатте, - çулталăк туслă пулнă, унтан вара 1962 çулта туй кĕрленĕ. Пĕрлехи вăйпа çурт лартнă. Туслă пурăннă. Ачасене пĕчĕкрен тирпейлĕхе, ĕçе хăнăхтарнă. Пилĕк ача çуратса ỹстернĕ ман асаттепе асанне, кашнийĕ пурнăçра хăйĕн вырăнне тупнă. Асли - Михаил. Вăл халь Шупашкарта хăйĕн çемйипе пурăнать. Уявсене тăван килне мăшăрĕпе, икĕ ачипе - Ольăпа тата Ксюшăпа килме тăрăшать. Иккĕмĕш - Людмила - Патăрьел районĕнче Чăваш Сăкăт ялĕнче мăшăрĕпе пурăнать. Иккĕмĕш хĕрĕ - Александра - Анат Чаткасри ача садĕнче воспитательница пулса ĕçлет. Унăн 2 хĕрĕ çитĕнсе качча кайнă ĕнтĕ, виçĕ мăнук парнеленĕ. Тепĕр ывăлĕ - Валерий - манăн атте. Пирĕн çемьере виçĕ хĕр ỹсет. Аттен йăмăкĕ - Светлана - Шăмăршă районĕнче вăрлăх пахалăхне тĕрĕслекен станцинче вăй хурать. Вăл мăшăрĕпе Энтĕрьелĕнче пурăнать. Вĕсен ывăл ỹсет. Асатте тарăннăн сывласа илчĕ те сăмахне малалла тăсрĕ: - Асаннỹпе пĕрле 36 çул пурăнтăмăр. Йывăрри те, çăмăлли те пулнă пурнăçра. Пĕр-пĕрне яланах пулăшса пынă. - Асатте, эс манăн аттене комбайнпа ĕçлеме хăçан вĕрентнĕ?- Валерий ывăлăма, аçуна, 15 çулта чухнех хама пулăшма тырçине илсе çỹреттĕмччĕ. Пирĕн вăхăтра пурте хăйсен ачисене ĕçе вĕрентме тăрăшатчĕç. Пĕчĕкрен механизатор ăсталăхне алла илчĕ. Комбайн деталĕсене пилĕк пỹрнине пĕлнĕ пек пĕлетчĕ. Уй-хир "карапне" сỹтсе пуçтарма та вĕренчĕ... Манран кая мар комбайна çỹретме вĕренсе çитрĕ. Ку манăн - телей! Манăн çулсем нумай пулсан та, чунпа эпĕ çамрăк. 12 мăнук тата 6 кĕçĕн мăнук вĕт ман! Шел, мăшăрăм, асаннỹ, çак савăнăçа туллин кураймарĕ... Сире, çамрăксене, килĕшỹ, сỹнми юрату, ĕçченлĕх сунатăп. Ĕç - пурнăç тыткăчи.
...НУМАЙЧЧЕН пычĕ пирĕн калаçу. Чĕрере мăнаçлăх туйăмĕ çуралчĕ. Мĕн тери ырă, ăслă, ĕçчен ман асатте! 76 çула çитнĕ пулин те, унра çамрăклăхри хастарлăх упранать. Хаклă çыннăма çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр суннă май, çапла калас килет: "Асатте! Юратнă асаттеçĕм, сан ырă ятна, чысна нихăçан та варалас марччĕ!"
Антонина ТЯПУШОВА,
10 класс вĕренекенĕ.
Анат Чаткас ялĕ.