06 марта 2015 г.
![Юратнă ĕç - савăнăç Юратнă ĕç - савăнăç](../UserFiles/news/20150306/amosova_Preview(5).jpg)
Çак хĕрарăм ир-ирех ĕçе васканине курма пулать. Вăтам пỹллĕ, илемлĕ сăн-питлĕ тата ырă кăмăллăскер, вăл Карапай Шăмăршăра вырнаçнă республикăри психоневрологи интернатĕнче аслă медсестра пулса ĕçлет. Кунта сăмах Карапай Шăмăршăри Т.Амосова пирки пырать. Ирхине 7 сехетре ĕçе каять те Татьяна Анатольевна, каçхине 7 сехетре киле таврăнать. Ĕçĕ нумай аслă медсестран. Унăн кунĕпех медсестрасен ĕç-хĕлне йĕркелесе тăмалла, вĕсене медицина препарачĕсемпе тивĕçтермелле, документаци хучĕсем çырмалла. Медицина сферинче - юратнă ĕçре пĕр улшăнми 30 (!) çул вăй хурать Татьяна Анатольевна. Пархатарлă ĕçшĕн ăна нумай хутчен Хисеп грамотисемпе тата Тав хучĕсемпе чысланă. Татьяна 1965 çулхи мартăн 13-мĕшĕнче Ярăслав ялĕнче çуралнă. Вăтам пĕлỹ илсен мал ĕмĕтлĕ хĕр, 1982 çулта экзаменсене ăнăçлă тытса, пысăк конкурс витĕр тухса Ульяновскри медицина училищине вĕренме кĕнĕ. Шкулти пекех, училищĕре те "4" тата "5" паллăсемпе вĕренсе пынă вăл. Диплом илсен, 1984 &¸улта, çамрăк специалиста хамăр районах ĕçлеме янă. Çапла вара, Карапай Шăмăршăра вырнаçнă республикăри "Елочка" профилакторире Татьяна Анатольевна медицина ĕç-хĕлне пуçланă. Çав çулсенче санаторие сипленме республикăри тĕрлĕ районсенчен чылайăн килнĕ. Тĕрлĕ процедурăсем ирттернĕ чухне медицина ĕçченĕсем сиплев пылчăкĕпе те усă курнă (ăна вырăнтах кăларнă). Каникул кунĕсенче вара "Елочкăна" республикăри ачасем канма килнĕ. Çак тапхăрта та медицина ĕçченĕсемшĕн ĕç çителĕклĕ пулнă. Татьяна Анатольевна хăйĕн ĕçтешĕсемпе пĕрле ачасен сывлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшнă. Ĕçри тăрăшулăхне тата пултарулăхне кура, 1988 çулта Татьяна Анатольевнăна сиплев учрежденийĕнче аслă медсестра пулма çирĕплетнĕ. Çак яваплă должнăçра паянхи кунчченех ăнăçлă ĕçлесе пырать вăл. 1996 çулта санаторирен республикăри ачасене туберкулез чирĕнчен сиплекен санатори туса хурсан та, 2010 çулта çак учрежденирен республикăри психоневрологи интерначĕ йĕркелесен те медицина ĕçченĕсен тĕп йышĕ улшăнман. Н.И.Поликарпов врач ертсе пынипе, Т.Амосова аслă медсестра тата ытти медицина сестрисем чирлисен сывлăхĕшĕн нумай тăрăшаççĕ. Татьяна Анатольевнăпа юнашар чылай çул ĕçлекенсем хушшинче - И.Железова, С.Макарова, Е.Лепешкина, Н.Иванова, Г.Быкова, Н. Романова тата ытти медсестрасем. Вĕсем Т.Амосова пирки ырăпа кăна асăнаççĕ. Учреждени ертỹçи Н.Поликарпов та ăна професси ăсталăхĕшĕн, ырă кăмăлĕшĕн мухтать. Аслă медсестра учреждени столовăйĕнчи апат пахалăхĕшĕн, унти санитари йĕркисемшĕн те яваплă. А.Григорьева, В.Исаева тата Н.Лаврентьева столовăйра 25 çул ытла тỹрĕ кăмăлпа вăй хураççĕ. Т.Амосова вĕсен ĕçĕпе яланах кăмăллă. Татьянă Анатольевна - икĕ ача амăшĕ. Аслă ывăлĕ, Денис, Шупашкарта полици уйрăмĕнче службăра тăрать. Кĕçĕнни, Александр, амăшĕн профессине суйласа илсе Канашри медицина колледжне пĕтернĕскер, асăннă психоневрологи интернатĕнчех фельдшер пулса ĕçлет. Амăшĕ хăйĕн ывăлне професси вăрттăнлăхĕсене алла илсе пыма пулăшать. Александрпа Татьяна Амосовсем 5 çул каялла хăйсен туслă çемйине икĕ ача усрава илнĕ. Николайпа Владимир хăйсен юратнă ашшĕпе амăшне тупнă. Вĕсем уроксем хыççăн килти хуçалăхра ĕçлеме юратаççĕ, кроликсем пăхаççĕ. Темиçе кунтан Т.Амосова хăй çуралнăранпа 50 çул çитнине паллă тăвать. Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕпе тата çывхарса пыракан чаплă юбилей ячĕпе ăшшăн саламланă май, ырлăх-сывлăх, вăрăм ĕмĕр, пархатарлă ĕçре малашне те ăнăçу сунатпăр сире, хисеплĕ Татьяна Анатольевна!
Э.СЕМЕНОВ.
Карапай Шăмăршă ялĕ.
¸