06 марта 2015 г.
Хальхи вăхăтра Раççейре влаçсен органĕсем хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе уççăн паллаштарас ĕç пырать. Çакăн пирки Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырура та асăннă, Информаци политикин министерстви "Интернет " сечĕ урлă икĕ енлĕ çыхăну йĕркелемеллине палăртнă. Пĕлтĕрхи декабрь уйăхĕнче "Халăх контролĕ" портал ĕçлеме пуçланă. Унăн тĕп тĕллевĕ - влаç органĕсем министерствăсен, ведомствăсен халăхпа ĕçлессин ыйтăвĕсене ансатлатасси, çынсен шанăçне тỹрре кăларасси. "Халăх контролĕ" портала хатĕрленĕ чух Министерство маларахри çитменлĕхсене те шута илнĕ. Халĕ ыйтусене вырăсла, чăвашла та йышăнаççĕ, вĕсем - сакăр тĕрлĕ: пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пулăшăвĕсем парас çăмăллăхсем, çыхăну, социаллă сфера, бизнеспа экологи, тирпей-илемпе инфраструктура, çул-йĕр тата ялхуçалăхĕ. Çак список малашне татах та ỹсме пултарать."Халăх контролĕ" порталăн уйрăмлăхĕ - влаç органĕсен документсене электронлă майпа интеграцилес тытăмĕн хăйне евĕрлĕхĕсем. Çакă çынсен ыйтăвĕсене май килнĕ таран хăвăртрах татса пама май парать. Ку тапхăр - вунă кунччен. Чăваш Енре пурăнакансен асăннă порталпа усă куракансен йышĕ сахал мар - халех 384 ыйту пур. Ытларах чухне çынсем çул-йĕр япăххи, урамсене каçхи- çĕрлехи вăхăтра çутатса тăрасси тата ытти енĕпе пулăшу ыйтаççĕ. Пирĕн района илес пулсан, ку тĕлĕшпе шăмăршăсен çивĕч ыйтусем çукпа пĕрех темелле - вĕсем пурĕ те пиллĕк çеç. "Халăх контролĕ" порталăн усси куç кĕретех, çавăнпах çынсем унран кирлĕ пулăшу ыйтма пултараççĕ.