Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район пухăвĕн депутачĕсен ларăвĕ

06 марта 2015 г.

Мартăн 4-мĕшĕнче район администрацийĕн залĕнче район Пухăвĕн депутачĕсен вăтăр пиллĕкмĕш ларăвĕ иртнĕ. Ун ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Фадеев, райадминистрацин структура подразделенийĕсен ертỹçисем, район прокурорĕ С.Егоров хутшăннă.Ларăва район пуçлăхĕ М.Хамдеев ертсе пынă. Район администрацийĕн организацилле пайĕн юридици секторĕн ертỹçи В.Дмитриев Шăмăршă районĕн Уставĕн тата район Пухăвĕн депутачĕсен 2014 çулхи ноябрĕн 7-мĕшĕнчи йышăнăвĕсене улшăнусем кĕртессипе çыхăннă ыйтусемпе тухса калаçнă. Районти муниципаллă пурлăха 2014 çулта приватизациленин кăтартăвĕсемпе район администрацийĕн экономика пайĕн начальникĕ Э.Жамкова паллаштарнă. Пĕлтĕр куçăмсăр пĕр объекта приватизациленĕ. Муниципаллă пурлăха сутнипе район бюджетне 303555 тенкĕ укçа кĕнĕ.Район пуçлăхĕн 2014 çулхи ĕçĕ-хĕлĕ çинчен район пуçлăхĕ - район Пухăвĕн депутачĕсен председателĕ М.Хамдеев отчет туса панă. Депутатсем çавăн пекех 2014 çулта Шăмăршă районĕн бюджетне мĕнлерех пурнăçланипе тата районти бюджета право тĕлĕшĕнчен йĕркелессин йышăнăвне улшăнусем кĕртессипе çыхăннă ыйтусене те пăхса тухнă. Лару ĕçне вĕçлесе депутатсем мĕн пур ыйтусем тăрăх тивĕçлĕ йышăнусем тунă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика