Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эсĕ - çутă хĕвел

06 марта 2015 г.

Хĕвел тата анне... Уйрăлми ăнлавсем. Хĕвел - тĕнчери чи çутă та ăшă планета. Анне - пурнăçри чи хаклă çын.Хĕвел çĕр пичĕ çине ăшшăн пăхса кулать те ылтăн пайăркисемпе мĕн пур чĕрĕ чуна, ỹсен-тăрана çупăрлать. Ун ытамĕнче, эх, мĕн тери ырă, ăшă! Пĕтĕм тавралăх ешерет, чечекленет, пурăнма вăй илет. Манăн та, ытти çынсенни пекех, пурнăçăм, шăпам, ĕçри ăнăçăвăм аннемпе çыхăннă. Хам, çур ĕмĕре çитрĕм пулин те, паянхи кунччен унпа канашлатăп. Анне - Зоя Андреевна Воробьева - тирпейлĕскер, тỹрĕ те таса чунлăскер, суяпа икĕпитлĕхе, çăткăнлăха чăтма пултарайманскер, ылтăн алăллăскер, пирĕншĕн - ачисемшĕн тата мăнукĕсемшĕн ĕмĕтри сăнар вырăнĕнчех. ...Çут тĕнчене Суйкка 1939 çулхи мартăн 8-мĕшĕнче килнĕ. Анат Чаткасри Синелевсен çемйинче çичĕ ачаран тăваттăшĕ пĕчĕклех тĕрлĕ чир-чĕре пула çĕре кĕнĕ. Ольга Семеновнăпа Андрей Иванович Нинăпа Зоя хĕрĕсене, Петя ывăлне çын тăвассишĕн чун-чĕре ăшшине хĕрхенмен. Шел, кил хуçи - шанчăклă мăшăрпа юратнă ашшĕ, таврари ăста платник, кăçатă çапакан, Мускавра метро тунă строитель - Сталинграда хỹтĕлесе паттăррăн пуçне хунă. Ольга Семеновна тĕпренчĕкĕсене пĕчченех ура çине тăратнă. Салтак арăмĕ колхоз бригадине ĕçе çỹренĕ, механизаторсем валли çăкăр пĕçернĕ, выльăх-чĕрлĕх усранă, хурт-хăмăр ĕрчетнĕ, ал ĕç тума та ĕлкĕрнĕ... Чăтăмлăскер, ĕçченскер арçын ĕçне те тиркемен. Вăхăчĕ çавнашкал пулнă! Ачисене пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарнă. Суйкка та, аппăшĕпе тетĕшĕ пек, ачаллах харсăр пулнă. Вăл колхоз уйĕнче вир, тулă çумланă, кĕлте çыхнă, 8 класра вĕреннĕ чухнех ыраш акма заправщик пулса кайнă, йывăр михĕсене çитĕннисемпе тан йăтнă. Тырçи вăхăтĕнче çамрăксем, ĕшеннĕскерсем, Аслă хире çĕр каçма юлнă. Зоя вара çăкăр пĕçерекен амăшне пулăшма 5 çухрăмри яла васканă. Вутă касса вакламалла пулнă-çке-ха. Çывăх çыннин ĕçне çăмăллатма Аслă хирте яшка пĕçерсе тарктористсене те апатлантарнă шкул ачи. Сăмах май, тăван ялта 7 класс таран кăна вĕрентнĕ пирки, Тутар Республикин Çĕпрел районне кĕрекен Хурăнвар Шăхальти вăтам шкула виçĕ çул çỹренĕ вăл. Куккăшĕсем патне хваттере кĕнĕ. Канмалли кунсенче вара тăван киле васканă. Амăшĕн шанăçне тỹрре кăларнă кĕçĕн хĕрĕ. "4" тата "5" паллăсемпе ĕлкĕрсе пынă. 1957 çулта вăтам шкул пĕтерсен Зоя Синелева, мал ĕмĕтлĕскер, Чĕмпĕрти счетоводсен курсне вĕренме кĕрет. Çамрăк специалист ĕç биографине 1958 çулта Тутар Республикин Çĕпрел районне кĕрекен Тури Чаткас ялĕнче пуçланă. "Правда" колхозра счетовод тивĕçĕсене икĕ çул пурнăçланă хыççăн Анат Чаткаса куçнă. Çапла тăван хуçалăхра бухгалтер çумĕнче тимлеме пуçланă Зоя. Çур çултан хĕр сăнĕ-кĕлеткипе те, чун-чĕрипе те илемлĕ, ĕçчен те сăпайлă каччăпа - Ваня Воробьевпа çемье çавăрать. Çамрăк арăмăн шоферта ĕçлекен мăшăрне те, хунямăшĕпе ун ватă ашшĕне те юрамалла пулнă. Çав хушăра çĕнĕ ĕçе те çỹллĕ шайра тумалла. Тăрăшулăхпа яваплăх ăна çын хушшинче ят-сум илме çул уçса панă. Зоя Андреевнăн темле йывăрлăха та чăтса ирттерме тивнĕ. Аслă ывăлĕпе йывăр çын чухне çур çĕрччен колхоз правленийĕнче патшалăх отчетне хатĕрленĕ вăл. Киле таврăнсан, ир-ирех, çăмăлланнă. Больницăран тухсан, пуçланă отчета вĕçлеме ача амăшне ĕçе чĕнсе илнĕ. Петюк мăнукне кукамăшĕ амăшĕ патне ĕмĕртме илсе çỹренĕ. Салтак арăмĕн çăмăл мар шăпине те аванах "ас тивнĕ" З.А.Воробьева. Ваня мăшăрĕ 1961-1965 çулсенче Тинĕс-Çар Флотĕнче службăра тăнă. Çавăнпа çĕнĕ çурт лартасси çамрăк арăм çине ытларах тиеннĕ. Çитменнине, иккĕмĕш ачипе - йывăр çын. Мăшăрне, çемьери лару-тăрăва пула икĕ хутчен отпуска янă-ха. Строительство материалĕсене хатĕрлеме пулăшнă вăл. Ыттине çамрăк кинпе хунямăшĕн туса çитермелле пулнă... ... 1970-1980 çулсем - Воробьевсем хĕрỹ ĕçре пиçĕхнĕ тапхăр. Зоя Андреевна 1974-1978 çулсенче çỹлерех асăннă тутар ялĕнче - Тури Чаткасра куллен кирлĕ тавар сутакан магазинта вăй хурать. Тавар çаврăнăшне икшер норма ытла ỹстерсе, "Социализмла ăмăрту çĕнтерỹçи" ята, медале тивĕçет. Хастар сутуçăн сăнĕ Çĕпрел райповĕн Хисеп хăми çинче нумай çул хушши çакăнса тăрать. Чунĕ юратнă ĕçшĕн тунсăхланипе, 1978-1988 - çулсенче çак ялти Ямашев ячĕллĕ колхозра бухгалтерта тăрăшать. Кунсăр пуçне, бригада ĕçне те хутшăнать: мăшăрĕпе виç ачи пулăшнипе 2-5 гектар çинчи сахăр кăшманне çумлама, çитĕнсен кăларса тирпейлеме, машинăпа ăсатма çỹрет. Çапла, кунне-çĕрне пĕлмесĕр чупнă Воробьева тутар ялне. Кăнтăрла - çĕр ĕçĕпе, каçпа - хут ĕçĕпе вăхăта ирттернĕ. Хастарлăхшăн чăваш хĕрарăмне Германие экскурсие кайма тỹлевсĕр путевкăпа та хавхалантарнă. Мĕнешкел пысăк чыс! Çемьери лару-тăрăва пула Зоя Андреевна 1988 çулта каллех тăван яла ĕçе куçать. Сĕт-çу фермине ертсе пыма шанаççĕ ăна. Производствăра хуçалăх расчечĕ тымар янă тапхăрта сахал тăкакпах пысăк тупăш илме пултарнă выльăх-чĕрлĕх пăхакансем. Ахальтен мар, вĕсене преми парасси йăлана кĕнĕ. Кунта ферма заведующийĕн тỹпи те пысăк. 1991-1994 çулсенче, мĕн пенсие кайиччен, ĕç биографине пуçланă колхозрах чун туртнă профессире тăрăшать З.А.Воробьева. Тỹрĕ кăмăлпа вăй хунă бухгалтер "Ĕç ветеранĕ" хисеплĕ ята тивĕçет. Тивĕçлĕ канăва тухсан та темиçе çул хушши кỹршĕллĕ хуçалăхсене чĕкĕнтĕр çумлама-кăларма хутшăнать. ...Çапла ĕçсĕр ларма хăнăхман пирĕн анне. Мĕн вăй çитнĕ таран кил хушшинче тăрмашать 75-ри хĕрарăм. Çурт-йĕре тасалăхпа хăтлăхра тытать. Ал ĕçĕпе (вăл çыхма, тĕрлеме ăста) йăпанать, пĕчченлĕхе сирет. Çывăх çыннисене, сар хĕвел пек, чун-чĕре ăшшине парнелет.

З.СВЕКЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика